Галати
6 Тӑвансем, пӗр-пӗр ҫын хӑй ӑнланмасӑрах тӗрӗс мар утӑм турӗ пулсан та, эсир, святой сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑнакансем, йӑваш кӑмӑллӑ пулса ӑна тӳрлетме тӑрӑшӑр. Ҫав хушӑрах хӑвӑра хӑвӑр асӑрхаса тӑрӑр: сирӗн те илӗртӳ хыҫҫӑн каймалла ан пултӑрччӗ. 2 Йывӑрлӑхсенче пӗр-пӗрне пулӑшӑр, ҫапла туса эсир Христосӑн законне пурнӑҫлатӑр. 3 Кам та пулин хӑй ниме тӑман ҫӗртенех хӑйне асла хурать пулсан, вӑл хӑйне хӑй улталать. 4 Кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне тӗрӗслетӗр, вара вӑл хӑйне ыттисемпе танлаштармасӑр хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнма пултарӗ. 5 Мӗншӗн тесен кашнийӗ хӑйӗн ҫӗклемне* хӑй ҫӗклӗ.
6 Унсӑр пуҫне, Турӑ сӑмахне вӗренекен хӑйӗн мӗн ырри пур, ҫавна пурне те хӑйӗн вӗрентекенӗпе пӗрле пайлатӑр.
7 Ан улталанӑр: Турӑран мӑшкӑлласа кулма ҫук*. Ҫын мӗн акать, ҫавна вырса илет. 8 Кам хӑйӗн ҫылӑхлӑ кӗлеткин кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн кайса акать, ҫавӑ унран вилӗм* вырса илӗ. Кам вара святой сывлӑш хыҫҫӑн кайса акать, ҫавӑ сывлӑшран ӗмӗрлӗх пурнӑҫ вырса илӗ. 9 Ҫавӑнпа та ырӑ туса ал усар мар, мӗншӗн тесен парӑнмасан* хӑй вӑхӑтӗнче вырса илӗпӗр. 10 Эппин, май* пур чухне пурне те ырӑ тӑвар, уйрӑмах хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене ырӑ тӑвар.
11 Курӑр-ха, эпӗ ҫак ҫырӑва сирӗн пата хам аллӑмпах мӗнле пысӑк саспаллисемпе ҫыртӑм.
12 Ҫын кӑмӑлне юрас текенсем сире ӳт кастарма хистеҫҫӗ, ҫавна вӗсем Христосӑн асап юпишӗн* хӑйсене ан хӗсӗрлеччӗр тесе ҫеҫ тӑваҫҫӗ. 13 Ӳтне кастаракансем хӑйсем те закона тытса тӑмаҫҫӗ, сире вара, сирӗнпе* мухтанма сӑлтав пултӑр тесе, ӳт кастарма хистеҫҫӗ. 14 Эпӗ вара пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫана пӑталаса вӗлернӗ асап юписӗр пуҫне урӑх нимӗнпе те мухтанасшӑн мар. Ӑна пула маншӑн тӗнче вилнӗпе пӗрех*, эпӗ те тӗнчешӗн вилнӗпе пӗрех. 15 Ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те ниме те пӗлтермест, чи пӗлтерӗшли вӑл — Туррӑн ҫӗнӗ пултарнийӗ пулса тӑни. 16 Ҫак йӗркепе пурӑнакансене пурне те — Туррӑн Израильне — Турӑ мир* патӑр тата хӗрхеннине кӑтарттӑр.
17 Текех никам та мана чӑрмав кӳрсе ан тӑтӑр, мӗншӗн тесен ман кӗлетке ҫинче эпӗ Иисусӑн чури пулнине кӑтартакан паллӑ* пур.
18 Тӑвансем, сирӗн тӗрӗс шухӑш-кӑмӑл пулнӑран пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр. Аминь.