Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • Эрне
Июлӗн 28 — августӑн 3
«Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрачӗ — 2025 | июль

ИЮЛӖН 28 — АВГУСТӐН 3

ЫТАРӐШСЕМ 24

38-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Йывӑр вӑхӑта хатӗрленӗр

(10 мин.)

Пӗлӳ пухса пырӑр тата ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр (Ыт 24:5; w23.07 18 с., 15 абз.).

Хуйха ӳксен те кӗлтума, кашни кун Библи вулама тата тӗлпулусене ҫӳреме ан пӑрахӑр (Ыт 24:10; w24.01 22 с., 9 абз.).

Ҫирӗп ӗненӳ тата Иеговӑна юратни веҫех чӑтса ирттерме пулӑшать (Ыт 24:16; w20.12 15 с.).

Йывӑр чирпе чирлекен хӗрарӑм тӑван хӑйӗн тусӗпе килтен киле ырӑ хыпар сарать. Вӑл алӑк уҫнӑ хӗрарӑма йӑл кулса хӑйӗн планшечӗ ҫинче темӗскер кӑтартать.

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Ыт 24:27. Ҫак ытарӑшӑн тӗп шухӑшӗ мӗнле? (lv 116 с., 13—15 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Ыт 24:1—20 (th 11 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(2 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библири пӗр-пӗр шухӑша каличченех калаҫу вӗҫленет (lmd 2 урок, 4 пункт).

5. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР (lmd 3 урок, 4 пункт).

6. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) ХАЛӐХ ЙЫШЛӐ ҪӲРЕКЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библи вӗренмелли пирӗн курс ҫинчен каласа пар та ҫак курсӑн визиткине парса хӑвар (lmd 4 урок, 3 пункт).

7. Доклад

(3 мин.) lmd 1 Хыҫсӑмах, 11 пункт. Тема: «Туррӑн ҫынсем валли питӗ кирлӗ хыпар пур» (th 6 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

99-мӗш юрӑ

8. Йывӑр вӑхӑтсенче пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Эпидемисемпе, ҫутҫанталӑк инкекӗсемпе, халӑх пӑлханнипе, вӑрҫӑсемпе тата хӗсӗрленипе тӗл пулнӑ чухне христиансем пӗр-пӗрне пулӑшса тӑраҫҫӗ. Инкексем шӑп пире пырса тивмеҫҫӗ пулин те, эпир тӑвансемшӗн пӑшӑрханатпӑр тата вӗсене пулӑшас тесе хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑватпӑр (1Кр 12:25, 26).

Тӑвансем пӗр пек ӗненекенсене пулӑшнине кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) тӑвансем ҫутҫанталӑк инкекне пула арканнӑ Патшалӑх залне ҫӗнӗрен туса лартаҫҫӗ; 2) хӑйсен тӑван ҫершывӗнчен тарма тивнӗ амӑшӗпе хӗрне тӑвансем ӑшшӑн кӗтсе илеҫҫӗ; 3) хӗрарӑм тӑван Патшалӑх залӗнчи харпӑр хӑй ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ памалли ещӗке укҫа ярать; 4) тӑвансем Патшалӑх залӗ умӗнче тӑрса тӑван ҫершывӗнчен тарма тивнӗ пӗр пек ӗненекенсене гуманитарлӑ пулӑшу валеҫсе параҫҫӗ; 5) доброволецсем шыв валеҫсе параҫҫӗ; 6) арҫын тӑван кӗлтӑвать.

3 Патшасен 13:6 тата Иаков 5:16ӑ вуласа пама ыйт. Унтан ыйту пар:

  • Туррӑн ӗҫлекенӗсем ыттисемшӗн кӗлтуни мӗншӗн питӗ пулӑшать?

Марк 12:42—44 тата 2 Коринф 8:1—4 вуласа пама ыйт. Унтан ыйту пар:

  • Эпир инкеке лекнӗ пӗтӗм тӗнчери тӑвансене пулӑшма нумай укҫа параймастпӑр пулин те, мӗншӗн хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ пани питӗ пӗлтерӗшлӗ?

ВИДЕО кӑтарт: «Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ чухне тӑвансене ҫирӗплететпӗр». Унтан ыйтусем пар:

  • Хӗвелтухӑҫ Европӑра Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ чухне, тӑвансем пӗр пек ӗненекенсене пулӑшас тесе мӗнле ҫухатусем тӳсме хатӗр пулнӑ?

  • Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ чухне, пӗрле пуҫтарӑнмалла тата пӗр-пӗрне хавхалантармалла текен хушӑва тӑвансем мӗнле тытса тӑнӑ? (Евр 10:24, 25).

9. Пухура Библи вӗренни

(30 мин.) lfb 4, 5 уроксем

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 112-мӗш юрӑ тата кӗлӗ

Тупмалли
Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025 | май

21-мӗш вӗренмелли статья (2025, июлӗн 28 — 2025, августӑн 3)

14 «Ялан пурӑнмалли хулана» кӗтсе пурӑнӑр

Вуламалли ытти материал

Ҫак кӑларӑмри ытти статьясем

Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
Тухӑр
Кӗрӗр
  • чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр