Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • 1 Фессалоника 4
  • Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

1 Фессалоника. Кӗскен каласа пани

      • Аскӑнлӑх пирки асӑрхаттарни (1—8)

      • Пӗр-пӗрне тата ытларах юратӑр (9—12)

        • Ҫын ӗҫне сӑмсана чикмелле мар (11)

      • «Христоспа пӗрлӗхре тӑнисенчен кам вилнӗ, ҫавсем малтан чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (13—18)

1 Фессалоника 4:3

Сноскӑсем

  • *

    Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

1 Фессалоника 4:4

Сноскӑсем

  • *

    Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «савӑчӗ».

  • *

    Е «тыткаламаллине».

1 Фессалоника 4:6

Сноскӑсем

  • *

    А5-мӗш приложение пӑхӑр.

1 Фессалоника 4:14

Сноскӑсем

  • *

    Урӑхла каласан, Иисуспа.

1 Фессалоника 4:15

Сноскӑсем

  • *

    А5-мӗш приложение пӑхӑр.

  • *

    Словарьте «Килни» статьяна пӑхӑр.

  • Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
  • 1
  • 2
  • 3
  • 4
  • 5
  • 6
  • 7
  • 8
  • 9
  • 10
  • 11
  • 12
  • 13
  • 14
  • 15
  • 16
  • 17
  • 18
Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
1 Фессалоника 4:1–18

1 Фессалоника

4 Тӑвансем, Турра мӗнле юраса пурӑнмаллине эпир сире вӗрентрӗмӗр, эсир ҫапла пурӑнатӑр та. Халӗ вара эпир сире Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе тархаслатпӑр: малалла та ҫапла пурӑнӑр, ҫак тӗлӗшрен тата тӑрӑшуллӑрах пулӑр. 2 Эпир сире Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе мӗнле хушусем панине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ.

3 Сирӗн сӑваплӑ пулмалла тата аскӑнлӑхран* пӑрӑнмалла тет Турӑ. 4 Сирӗнтен кашнин хӑйӗн кӗлетки* сӑваплӑ та чыслӑ пултӑр тесен ӑна мӗнле чармаллине* пӗлмелле. 5 Сирӗн, Турра пӗлмен ҫынсем пек, тӑрана пӗлмесӗр ар хутшӑнӑвне кӗрес кӑмӑл хыҫҫӑн каймалла мар. 6 Никамӑн та ҫак тӗлӗшрен чикерен тухмалла мар тата ҫак ӗҫсене тунипе хӑйӗн тӑванне сиен кӳмелле мар, мӗншӗн тесен Иегова* ҫак ӗҫсемшӗн пуриншӗн те наказани парать. Эпир сире унччен ҫакӑн ҫинчен каланӑччӗ тата хыттӑн асӑрхаттарнӑччӗ. 7 Турӑ пире таса маррине тума чӗнсе илмен, сӑваплӑ пулма чӗнсе илнӗ. 8 Ҫавӑнпа та кам ҫак асӑрхаттарӑва ним вырӑнне те хумасть, ҫавӑ ҫынна мар, Турра, сире хӑйӗн святой сывлӑшне паракана, ним вырӑнне те хумасть.

9 Пӗр-пӗрне тӑванла юратмалли ҫинчен сирӗн пата ҫырса яма та кирлӗ мар, мӗншӗн тесен пӗр-пӗрне юратма сире Турӑ хӑй вӗрентнӗ. 10 Эсир Македонири тӑвансене пурне те юрататӑр ӗнтӗ. Анчах та эпир сире, тӑвансем, тата ытларах юратма ӳкӗтлетпӗр. 11 Эпир сире хушнӑ пек, ҫын ӗҫне сӑмсана чикмесӗр лӑпкӑ пурӑнма, хӑвӑра мӗн кирлине хӑвӑр алӑпа ӗҫлесе илме тӑрӑшӑр. 12 Вара ҫынсем эсир ҫапла пурӑннине курса сире хисеплӗҫ тата сирӗн ҫитменни нимӗн те пулмӗ.

13 Тӑвансем, сирӗн ыттисем пек, шанчӑк ҫуккисем пек, хуйхӑрмалла ан пултӑр тесе эпир сире вилнисемпе мӗн пуласси ҫинчен пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар. 14 Эпир Иисус вилсе чӗрӗлсе тӑнине ӗненетпӗр пулсан, Турӑ Иисуспа пӗрлӗхре тӑнисенчен вилнисене те, вӗсем унпа* пӗрле пулччӑр тесе, чӗртсе тӑратасса ӗненетпӗр. 15 Иегова* пӗлтернипе эпир сире ҫапла калатпӑр: Ҫӳлхуҫа килнӗ* вӑхӑтра пирӗнтен камсем чӗрӗ пулӗҫ, ҫавсем вилнисенчен маларах тӳпене ҫӗкленмӗҫ. 16 Мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫа хӑй тӳперен Турӑ трубипе анӗ, вара вӑл архангел сассипе хушу парӗ те, Христоспа пӗрлӗхре тӑнисенчен кам вилнӗ, ҫавсем малтан чӗрӗлсе тӑрӗҫ. 17 Унтан эпир, чӗррисем, Ҫӳлхуҫапа тӳпере тӗл пулмашкӑн пӗлӗтсем ӑшӗнче вӗсем патне хӑпарӑпӑр; вара эпир яланах Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулӑпӑр. 18 Ҫак сӑмахсемпе пӗр-пӗрне йӑпатӑр.

Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
Тухӑр
Кӗрӗр
  • чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр