Матфей
20 Ҫӳлти Патшалӑх вӑл хуҫа евӗрлӗ. Ҫав хуҫа хӑйӗн виноград пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ирхине ирех ӗҫлекенсене тара тытма тухнӑ. 2 Кунне пӗр дина́ри* тӳлеме калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн вӑл вӗсене хӑйӗн пахчине янӑ. 3 Вӑл ирхине, тӑхӑр сехет тӗлнелле*, каллех тухнӑ та пасарта ӗҫсӗр тӑракан урӑх ҫынсене курнӑ. 4 Вӑл вӗсене каланӑ: „Эсир те манӑн виноград пахчине кайӑр, мӗн тивӗҫлине эпӗ сире тӳлӗп“. 5 Вара вӗсем кайнӑ. Кӑнтӑрла тата кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлнелле* хуҫа каллех тухнӑ та ҫаплах тунӑ. 6 Юлашкинчен вӑл каҫхине, пилӗк сехет тӗлнелле*, тухнӑ та пасарта ӗҫсӗр тӑракан урӑх ҫынсене курнӑ. Хуҫа вӗсенчен: „Мӗншӗн эсир кунта кунӗпех ӗҫсӗр тӑратӑр?“ — тесе ыйтнӑ. 7 Вӗсем ӑна: „Пире тара тытакан никам та пулмарӗ“, — тенӗ. Вӑл вӗсене: „Эсир те манӑн виноград пахчине кайӑр“, — тенӗ.
8 Каҫхине виноград пахчи хуҫи хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракана каланӑ: „Ӗҫлекенсене чӗнсе ил те вӗсене тӳлесе тух, кайран килнисенчен пуҫла та малтан килнисемпе вӗҫле“. 9 Каҫхи пилӗк сехетре ӗҫлеме пуҫланисем килнӗ те кашни пӗрер дина́ри* илнӗ. 10 Ҫавӑнпа та кунӗпех ӗҫленисем хӑйсене ытларах парӗҫ тесе шутланӑ, анчах вӗсене те пӗрер дина́ри* тӳленӗ. 11 Дина́ри илсен вӗсем ӳпкелешме пуҫласа 12 хуҫана каланӑ: „Кайран килнисем пӗр сехет кӑна ӗҫлерӗҫ. Эсӗ пире, кунӗпе шӑрӑхра ӗҫленисене, вӗсене тӳленӗ пекех тӳлетӗн-и?“ 13 Анчах хуҫа вӗсенчен пӗрне каланӑ: „Юлташӑм, эпӗ хама санпа тӗрӗс мар тытмастӑп. Эпир санпа пӗр дина́рилӗх* калаҫса татӑлманччӗ-и вара? 14 Ӗҫлесе илнӗ укҫуна ил те кай. Кайран килнисене вара эпӗ сана панӑ чухлех парасшӑн. 15 Хамӑн мӗн пуррипе мӗн тӑвас килнине тума манӑн ирӗк ҫук-им? Е эпӗ вӗсемпе ырӑ пулнӑшӑн эсӗ ӑмсанатӑн*?“ 16 Ҫапла ӗнтӗ кайрисем малта пулӗҫ, малтисем кайра пулӗҫ».
17 Иерусалималла хӑпарнӑ чухне Иисус 12 вӗренекенне айккинелле чӗнсе илнӗ те вӗсене каланӑ: 18 «Эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, унта Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисен аллине тытса парӗҫ, вӗсем ӑна суд туса вӗлерме йышӑнӗҫ. 19 Унтан ӑна урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ, вӗсем унран мӑшкӑлласа кулӗҫ, ӑна чӗн пушӑпа хӗнӗҫ тата юпа ҫине пӑталӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне вара вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ».
20 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус патне Зеведе́й ывӑлӗсен амӑшӗ хӑйӗн ывӑлӗсемпе пынӑ та унран темӗскер ыйтасшӑн пулса ун умне чӗркуҫленсе ларнӑ. 21 Иисус унран: «Сана мӗн кирлӗ?» — тесе ыйтнӑ. Вӑл ӑна каланӑ: «Ҫак икӗ ывӑлӑма хӑвӑн Патшалӑхунта пӗрне хӑвӑн сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лартма сӑмах парсам». 22 Иисус каланӑ: «Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпӗ ӗҫес куркаран эсир ӗҫме пултаратӑр-и?» Вӗсем ӑна: «Пултаратпӑр», — тенӗ. 23 Вӑл вӗсене каланӑ: «Эпӗ ӗҫес куркаран эсир ӗҫӗр, анчах кам манӑн сылтӑм енне, кам сулахай енне ларасси манран килмест. Манӑн Атте ҫав вырӑнсене камсем валли хатӗрлесе хунӑ, унта ҫавсем ларӗҫ».
24 Ҫакна илтсен тепӗр 10 вӗренекенӗ ҫак икӗ пӗртӑван ҫине тарӑхса кайнӑ. 25 Вара Иисус вӗсене хӑйӗн патне чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, халӑхсен пуҫлӑхӗсем ҫынсемпе хуҫаланаҫҫӗ, вӗсен аслӑ ҫыннисем вӗсене хӑйсен аллинче тытса тӑраҫҫӗ. 26 Анчах сирӗн хушшӑрта кун пек пулмалла мар. Кам сирӗн хушшӑрта асли пуласшӑн, ҫавӑн сирӗншӗн тарҫӑ пулмалла. 27 Кам сирӗн хушшӑрта малти пуласшӑн, ҫавӑн сирӗншӗн чура пулмалла. 28 Этем Ывӑлӗ те хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, вӑл ыттисемшӗн ӗҫлеме тата нумайӑшне тӳлесе илмешкӗн хӑйӗн пурнӑҫне пама килнӗ».
29 Вӗсем Иерихонран тухнӑ чухне ун хыҫҫӑн питӗ нумай ҫын пынӑ. 30 Ҫул хӗрринче вара икӗ суккӑр ҫын ларнӑ. Иисус иртсе пырать тенине илтсен вӗсем кӑшкӑрма пуҫланӑ: «Ҫӳлхуҫа, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» 31 Халӑх вӗсене шӑпланма хушнӑ, анчах лешӗсем тата хытӑрах: «Ҫӳлхуҫа, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 32 Иисус чарӑнса тӑнӑ та вӗсене хӑйӗн патне чӗнсе илсе вӗсенчен: «Мӗн тумалла манӑн сире валли?» — тесе ыйтнӑ. 33 Вӗсем ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, пире куракан тусамччӗ». 34 Шелленӗрен Иисус вӗсен куҫӗсене cӗртӗннӗ, вара суккӑр ҫынсем ҫав самантрах куракан пулнӑ та ун хыҫҫӑн кайнӑ.