2 Тимофей
4 Хӑйӗн вӑйне кӑтартнӑ чухне тата хӑйӗн Патшалӑхӗнче ертсе пынӑ чухне чӗррисемпе вилнисене суд тӑвакан Христос Иисус умӗнче тата Турӑ умӗнче хушатӑп сана: 2 Туррӑн сӑмахне пӗлтер, ҫавна майлӑ вӑхӑтра та, йывӑр вӑхӑтра та хастаррӑн* ту, тӳсӗмлӗ пулса тата вӗрентес ӑсталӑхпа усӑ курса питле, асӑрхаттар*, ӳкӗтле. 3 Мӗншӗн тесен ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитӗ: ҫынсем тӗрӗс* вӗрентӗве сирсе ярӗҫ те хӑйсен кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн кайса хӑйсем илтес килнине калакан вӗрентекенсене суйлӗҫ. 4 Вӗсем чӑнлӑха итлеме пӑрахса юмах-халап итлеме пуҫлӗҫ. 5 Анчах та эсӗ пур тӗлӗшрен те ӑслӑ-тӑнлӑ пул, йывӑрлӑхсене чӑтса ирттер, ырӑ хыпара пӗлтерсе тӑр, хӑвӑн ӗҫне тӗплӗн ту.
6 Эпӗ — парне вырӑнӗ ҫине юхтарса парнене кӳрекен хӗрлӗ эрех пек, манӑн ирӗке тухас вӑхӑт питӗ ҫывӑх. 7 Эпӗ тӑрӑшса кӗрешрӗм, чупмалли ҫула вӗҫне ҫитичченех чупса тухрӑм, ӗненӗве упраса хӑвартӑм. 8 Ман валли тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлесе хунӑ ӗнтӗ. Ҫӳлхуҫа, тӳрӗ судья, ӑна мана суд кунӗнче награда пек парӗ; мана кӑна мар, хӑйӗн вӑйне кӑтартас вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтекенсене пурне те парӗ.
9 Ман пата часрах килме тӑрӑш. 10 Мӗншӗн тесен Дима́с ҫак тӗнчене* юратнипе мана хӑварчӗ те Фессалоникӑна кайрӗ. Криске́нт — Галатие, Тит Далмацие кайрӗ. 11 Пӗр Лука анчах манпа пӗрле. Хӑвпа пӗрле Марка илсе кил, вӑл мана Турӑ ӗҫӗнче пулӑшма пултарӗ. 12 Тихика вара эпӗ Эфеса ятӑм. 13 Килнӗ чухне ман плаща* илсе кил, эпӗ ӑна Троадӑра Карп патӗнче хӑварнӑччӗ тата чӗркемсене, уйрӑмах сӑранран тунисене*, илсе кил.
14 Пӑхӑр ӑсти Александр мана нумай усал турӗ. Иегова* ӑна ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ. 15 Эсӗ те унран асӑрхан, мӗншӗн тесен вӑл эпир мӗн каланине питӗ хытӑ хирӗҫ тӑчӗ.
16 Эпӗ судра хама малтанхи хут хӳтӗленӗ чухне ман хута кӗме никам та килмерӗ, пурте мана пӑрахрӗҫ. Турӑ вӗсене каҫартӑрччӗ. 17 Анчах Ҫӳлхуҫа манпа юнашар пулчӗ, ырӑ хыпара пур халӑх та илтме пултартӑр тесе, вӑл мана ҫак хыпара тӗплӗн пӗлтерсе тухма вӑй парса тӑчӗ. Вӑл мана арӑслан ҫӑварӗнчен хӑтарчӗ. 18 Ҫӳлхуҫа мана пӗтӗм усаллӑхран хӑтарӗ тата хӑйӗн тӳпери Патшалӑхӗ валли ҫӑлӗ. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.
19 Прискӑпа Акилӑна тата Онисифо́р кил-йышне манран салам кала.
20 Эра́ст Коринфра юлчӗ, Трофима вара эпӗ, вӑл чирлесе кайнӑран, Милетра хӑвартӑм. 21 Хӗл лариччен килме тӑрӑш.
Сана Эвбу́л, Пуд, Лин, Клавдия тата ытти тӑвансем пурте салам яраҫҫӗ.
22 Санӑн тӗрӗс шухӑш-кӑмӑл пулнӑшӑн Ҫӳлхуҫа сана пиллетӗр. Унӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр.