1 Фессалоника
5 Тӑвансем, сирӗн пата вӑхӑтсемпе тапхӑрсем ҫинчен ҫырса яма кирлӗ те мар. 2 Иеговӑн* кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килессе эсир хӑвӑр та лайӑх пӗлетӗр. 3 Ҫынсем: «Мир тата хӑрушсӑрлӑх!» — тенӗ чухне вӗсем пӗтесси сасартӑк, хӗрарӑм ача ҫуратас умӗн сасартӑк асапланма пуҫланӑ пек, пулӗ. Вара вӗсем ниепле те хӑтӑлаймӗҫ. 4 Анчах та эсир, тӑвансем, тӗттӗмлӗхре мар. Ҫавӑнпа та, вӑрӑсемшӗн кун ҫути кӗтмен ҫӗртен ҫитнӗ пек, ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен ҫитмӗ. 5 Мӗншӗн тесен эсир пурте — ҫутӑ ывӑлӗсем тата кун ывӑлӗсем. Эпир каҫ ывӑлӗсем те мар, тӗттӗмлӗх ывӑлӗсем те мар.
6 Эппин, ыттисем пек ҫывӑрар мар, сыхӑ тӑрар, ӑслӑ-тӑнлӑ* пулар. 7 Ҫывӑракансем ҫӗрле ҫывӑраҫҫӗ, ӗҫсе ӳсӗрӗлекенсем те ҫӗрле ӳсӗр. 8 Эпир вара, кун ывӑлӗсем пулнӑ май, ӑслӑ-тӑнлӑ пулар, ӗненӳпе юратӑвӑн кӑкӑрлӑхне* тӑхӑнар, ҫӑлӑнас шанчӑка та шлем пек тӑхӑнар. 9 Мӗншӗн тесен Турӑ пире хӑйӗн ҫиллине кӑтартма мар, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ҫӑлӑнӑҫ пама суйласа илнӗ. 10 Вӑл пирӗншӗн вилнӗ, ҫавӑнпа та эпир — сыхӑ тӑратпӑр-и е ҫывӑратпӑр-и* — унпа пӗрле пурӑнма пултаратпӑр. 11 Апла пулсан, халӗ эсир пӗр-пӗрне мӗнле хавхалантарса*, ҫирӗплетсе тӑратӑр, малалла та ҫаплах тӑвӑр.
12 Тӑвансем, хӑвӑр хушшӑрта тӑрӑшса ӗҫлекенсене, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа ӗҫӗнче ертсе пыракансене тата ӑса вӗрентекенсене хисеплеме ыйтатпӑр. 13 Ҫак ҫынсене вӗсен ӗҫӗшӗн хаклӑр тата юратӑр. Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр. 14 Тӑвансем, тата сире тархасласа калатпӑр: итлеменнисене ӑса кӗртӗр*, хуйха ӳкнисене йӑпатӑр, халсӑррисене пулӑшӑр, пуринпе те тӳсӗмлӗ пулӑр. 15 Асӑрханӑр: никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр. Пӗр-пӗрне те, ыттисене пурне те яланах ырӑ тума тӑрӑшӑр.
16 Яланах савӑнӑр. 17 Пӗрмаях кӗлтӑвӑр. 18 Пуриншӗн те тав тӑвӑр. Турӑ сирӗнтен, Христос Иисусӑн вӗренекенӗсенчен, ҫапла тӑвасса кӗтет те. 19 Турӑ сывлӑшӗн ҫулӑмне ан сӳнтерӗр. 20 Пророкла каланисене ним вырӑнне те хуманни сирӗн ан пултӑр. 21 Пӗтӗмпех тӗрӗслӗр; мӗн ырӑ, ҫавна туса тӑрӑр. 22 Кирек мӗнле усаллӑхран та пӑрӑнӑр.
23 Мир* Турри хӑй сире пӗтӗмпех сӑваплӑ туса ҫитертӗр. Сирӗн сывлӑш*, чун* тата кӗлетке пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫа килнӗ* вӑхӑтра пур тӗлӗшрен те тӗрӗс-тӗкелех тата пӗр айӑпсӑр упранса юлтӑр. 24 Сире чӗнсе илекенни шанчӑклӑ, вӑл ҫавна тӑватех.
25 Тӑвансем, пирӗншӗн кӗлтусах тӑрӑр.
26 Тӑвансене пурне те чуптуса* саламлӑр.
27 Ҫӳлхуҫа ячӗпе тархаслатӑп сире: ҫак ҫырӑва тӑвансене пурне те вуласа парӑр.
28 Пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр.