Матфей
15 Унтан Иисус патне Иерусалимран фарисейсемпе закон вӗрентӳҫисем килнӗ те каланӑ: 2 «Мӗншӗн санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑли-йӗркине пӑсаҫҫӗ? Сӑмахран, апат ҫиес умӗн вӗсем аллине ҫумаҫҫӗ*».
3 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эсир вара, мӗншӗн хӑвӑр йӑла-йӗркешӗн Туррӑн заповедьне пӑсатӑр? 4 Сӑмахран, Турӑ ҫапла каланӑ: „Аҫупа аннӳне хисепле“ тата „Ашшӗне е амӑшне хурласа калаҫакана* вӗлерме тытса памалла“. 5 Анчах эсир: „Кам та пулин хӑйӗн ашшӗне е амӑшне: ‚Эпӗ сана мӗнпе пулӑшма пултаратӑп, ҫавна эпӗ Турра пама сӑмах патӑм‘, — тет пулсан, 6 унӑн хӑйӗн ашшӗ-амӑшне хисеплемесен те* юрать“, — тетӗр. Ҫапла каласа эсир хӑвӑр йӑла-йӗркешӗн Турӑ сӑмахне пӑрахӑҫлатӑр. 7 Икӗпитлӗскерсем, сирӗн ҫинчен Иса́ия тӗрӗсех пророкла каланӑ: 8 „Ҫак ҫынсем мана чӗлхи-ҫӑварӗпе хисеплеҫҫӗ, анчах чӗрисем вӗсен манран аякра. 9 Вӗсем мана пуҫҫапни усӑсӑр, мӗншӗн тесен вӗсен вӗрентӗвӗсем ҫынсен заповечӗсем ҫеҫ“». 10 Унтан вӑл ҫынсене чӗнсе илнӗ те вӗсене каланӑ: «Итлӗр те ҫакна ӑнланса илӗр: 11 ҫынна ҫӑвара кӗрекенни мар, ҫӑвартан тухаканни ирсӗрлетет».
12 Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗренекенӗсем Иисус патне пынӑ та каланӑ: «Пӗлетӗн-и, эсӗ каланине илтсен фарисейсем питӗ ҫилленчӗҫ». 13 Иисус каланӑ: «Манӑн ҫӳлти Атте лартман кирек мӗнле ӳсентӑрана та тымарӗпех кӑкласа кӑларӗҫ. 14 Вӗсемшӗн ан кулянӑр. Вӗсем — суккӑр ертӳҫӗсем. Суккӑра суккӑр ертсе пырать пулсан, иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ». 15 Пётр вара каланӑ: «Унччен каланӑ тӗслӗхе ӑнлантарса пар-ха пире». 16 Иисус каланӑ: «Эсир те халиччен ӑнланмарӑр-и? 17 Эсир пӗлместӗр-и-мӗн: ҫӑвартан кӗрекенни вар-хырӑма кӗрет те унтан тухса канава каять. 18 Ҫӑвартан тухаканни вара чӗререн тухать, ҫынна ҫавӑ ирсӗрлетет. 19 Мӗншӗн тесен усал шухӑшсем чӗререн тухаҫҫӗ, вӗсем ҫын вӗлересси, мӑшӑра улталасси, аскӑн ӗҫ тӑвасси*, вӑрласси, суйса каласси, ылханасси патне илсе ҫитереҫҫӗ. 20 Ҫынна ҫаксем ирсӗрлетеҫҫӗ. Алӑ ҫумасӑр апат ҫини вара ҫынна ирсӗрлетмест».
21 Ҫав вырӑнтан Иисус Тирпа Сидо́н ҫӗрне кайнӑ. 22 Ун патне ҫавӑнта пурӑнакан Финики́я хӗрарӑмӗ пынӑ та тархасласа ыйтнӑ: «Ҫӳлхуҫа, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана. Ман хӗр демон ярса илнипе хытӑ асапланать». 23 Иисус ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен. Ҫавӑнпа вӗренекенӗсем ун патне пынӑ та: «Ку хӗрарӑма кайма хуш-ха, — тесе ыйтнӑ, — мӗншӗн тесен вӑл пирӗн хыҫран кӑшкӑрса пырать». 24 Иисус каланӑ: «Турӑ мана пурин патне те яман, мана Израиль халӑхӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне ҫеҫ янӑ». 25 Анчах хӗрарӑм ун патне пынӑ та чӗркуҫленсе ларса каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, пулӑшсам мана!» 26 Иисус каланӑ: «Ҫӑкӑра ачасенчен илсе йытӑ ҫурисене пӑрахса пани аван мар». 27 Хӗрарӑм каланӑ: «Ҫапли ҫапла та-ха, Ҫӳлхуҫа, анчах йытӑ ҫурисем те хуҫисен сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ». 28 Вара Иисус ӑна каланӑ: «Эй хӗрарӑм, эсӗ хытӑ ӗненетӗн. Ху ыйтнӑ пек пултӑр сана». Унӑн хӗрӗ вара тӳрех сывалнӑ.
29 Унтан кайсассӑн Иисус Галиле́я тинӗсӗ патне ҫитнӗ. Вӑл ту ҫине хӑпарнӑ та ҫавӑнта ларнӑ. 30 Ун патне питӗ нумай ҫын пуҫтарӑннӑ. Вӗсем хӑйсемпе пӗрле уксаххисене, сусӑррисене, суккӑррисене, чӗлхесӗррисене тата ытти чирсемпе чирлекенсене нумай илсе пынӑ, вӗсене Иисус ури умне вырттарнӑ, вӑл вара вӗсене сыватнӑ. 31 Халӑх чӗлхесӗррисем калаҫнине, сусӑррисем тӳрленнине, уксаххисем ҫӳренине, суккӑррисем куракан пулнине курса тӗлӗннӗ, пурте Израиль Туррине мухтанӑ.
32 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Шел халӑха, вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши манпа пӗрле, ҫимелли те вӗсен нимӗн те ҫук. Ҫул ҫинче халран каясран ман вӗсене выҫӑ ярас килмест». 33 Анчах вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Кунта, ҫын пурӑнман вырӑнта, ҫакӑн чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ӑҫтан ҫӑкӑр тупас пирӗн?» 34 Вара Иисус вӗсенчен ыйтнӑ: «Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» Вӗсем ӑна: «Ҫиччӗ, тата темиҫе пӗчӗк пулӑ», — тенӗ. 35 Иисус ҫынсене ҫӗр ҫине ларса тухма хушнӑ та 36 ҫичӗ ҫӑкӑрпа пулла илсе Турра тав туса вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа пама пуҫланӑ, вӗренекенӗсем вара ҫынсене валеҫсе панӑ. 37 Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене ҫичӗ пысӑк карҫинкка туллиех пуҫтарнӑ. 38 Ҫиекеннисем, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, 4 000 арҫын пулнӑ. 39 Халӑха ярсан Иисус кимӗ ҫине ларса Магада́н ҫӗрне кайнӑ.