Марк
1 Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпарӑн пуҫламӑшӗ: 2 Иса́ия пророк кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «(Акӑ эпӗ сан умӑнтан хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ). 3 Пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Иегова* валли ҫул хатӗрлӗр! Ун валли ҫулсене такӑрлатӑр!“» 4 Шыва кӗртекен Иоанн пушхире кайнӑ та унта ҫынсене ҫылӑхсем каҫарӑнччӑр тесен ӳкӗннине кӑтартса шыва кӗмелле тесе вӗрентнӗ. 5 Ун патне пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчен те, Иерусалим хулинчен те ҫынсем пынӑ. Вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗсем ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа панӑ, вара вӑл вӗсене Иорда́н юханшывӗнче шыва кӗртнӗ. 6 Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ, ҫиессе вара саранча тата пыл* ҫисе пурӑннӑ. 7 Вӑл ҫапла каласа вӗрентнӗ: «Ман хыҫҫӑн манран хӑватлӑраххи килет. Эпӗ унӑн сандалин чӗнне пӗшкӗнсе салтма та тивӗҫлӗ мар. 8 Эпӗ сире шыва кӗртрӗм, вӑл вара ҫакна святой сывлӑшпа тӑвӗ*».
9 Ҫав кунсенче Галилейӑри Назаретран Иисус килнӗ, вара Иоанн ӑна Иорданра шыва кӗртнӗ. 10 Шывран тухсанах Иисус тӳпе уҫӑлса кайнине, святой сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса хӑйӗн ҫине аннине курнӑ. 11 Тата тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ манӑн юратнӑ Ывӑлӑм. Эпӗ сана ырлатӑп».
12 Ҫавӑн хыҫҫӑнах сывлӑш* Иисуса пушхире илсе кайнӑ. 13 Вӑл пушхирте 40 кун пулнӑ, унта ӑна Шуйттан илӗртнӗ. Иисус тискер чӗрчунсем хушшинче пурӑннӑ, ангелсем вара уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ.
14 Иоана тытса хупнӑ хыҫҫӑн Иисус Галилейӑна кайнӑ та Туррӑн ырӑ хыпарне пӗлтерсе ҫӳренӗ. 15 Вӑл ҫапла каланӑ: «Палӑртса хунӑ вӑхӑт ҫитрӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ. Ӳкӗнӗр, ырӑ хыпара ӗненӗр».
16 Иисус Галиле́я тинӗсӗ хӗррипе утса пынӑ чухне тинӗсе сӗреке-тетел ывӑтакан Симонпа унӑн пӗртӑванне Андрея курнӑ. Вӗсем пулӑҫсем пулнӑ. 17 Иисус вӗсене каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пырӑр, вара эпӗ сире ҫын тытакансем тӑвӑп». 18 Вӗсем ҫав самантрах тетелӗсене пӑрахса хӑварса ун хыҫҫӑн кайнӑ. 19 Кӑшт малалла кайсан Иисус Зеведе́й ывӑлӗсене — кимӗ ҫинче тетелӗсене юсаса тӑракан Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана — курнӑ та 20 вӗсене тӳрех чӗннӗ. Вара вӗсем хӑйсен ашшӗне, Зеведея, тара тытнӑ ӗҫлекенӗсемпе пӗрле кимӗ ҫинче хӑварса Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 21 Вӗсем Капернаума ҫитнӗ.
Шӑматкун ҫитсенех Иисус синагогӑна кӗнӗ те вӗрентме пуҫланӑ. 22 Ҫынсем вӑл мӗнле вӗрентнинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен вӑл закон вӗрентӳҫисем пек мар, Турӑран власть илнӗ ҫын пек вӗрентнӗ. 23 Ҫав вӑхӑтра синагогӑра усал сывлӑш ярса илнӗ ҫын пулнӑ. Вӑл кӑшкӑрса каланӑ: 24 «Назаре́т Иисусӗ, сана пирӗнтен мӗн кирлӗ? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ-и? Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп. Эсӗ — Туррӑн Святойӗ!» 25 Анчах Иисус ӑна: «Чарӑн, тух ун ӑшӗнчен!» — тесе хушнӑ. 26 Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна чӗтретсе пӑрахса, хыттӑн кӑшкӑрса ун ӑшӗнчен тухнӑ. 27 Ҫынсем ҫав тери тӗлӗнсе кайнӑран хӑйсем хушшинче ҫапла калаҫма пуҫланӑ: «Мӗн ку? Темле ҫӗнӗ вӗрентӳ! Вӑл усал сывлӑшсене хушать те, лешсем ӑна пӑхӑнаҫҫӗ». 28 Вара часах ун ҫинчен пӗтӗм Галиле́я тӑрӑх хыпар сарӑлнӑ.
29 Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем синагогӑран тухнӑ та Иаковпа тата Иоанпа пӗрле Симонпа Андрейӑн килне кайнӑ. 30 Си́монӑн хунямӑшӗ чирлӗ выртнӑ, ӑна вӗрилентерсе пӑрахнӑ пулнӑ. Иисуса тӳрех ун ҫинчен каланӑ. 31 Иисус ун патне пынӑ та ӑна аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ, вара ӑна вӗрилентерме пӑрахнӑ. Унтан Си́монӑн хунямӑшӗ вӗсене хӑналама тытӑннӑ.
32 Каҫхине, хӗвел анса ларсан, ун патне чирлисене тата демонсем ярса илнисене пурне те илсе пыма пуҫланӑ. 33 Пӗтӗм хула халӑхӗ алӑк умне пуҫтарӑннӑ. 34 Вӑл тӗрлӗ чирпе чирленӗ нумай ҫынна сыватнӑ, ҫынсем ӑшӗнчен нумай демона хӑваласа кӑларнӑ. Вӑл демонсене хӑйӗн пирки калама ирӗк паман, мӗншӗн тесен вӗсем вӑл Христос иккенне пӗлнӗ.
35 Вӑл ирхине ирех, тул ҫутӑличченех, тӑнӑ та ҫын ҫук ҫӗре тухса кайнӑ, унта кӗлтума пуҫланӑ. 36 Си́мон тата унпа пӗрле пулнисем вара ӑна шырама тытӑннӑ. 37 Иисуса тупсан вӗсем ӑна: «Сана пурте шыраҫҫӗ», — тенӗ. 38 Анчах вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Айтӑр урӑх ҫӗре, ҫывӑхри ялсемпе хуласене, каяр. Манӑн унта та ырӑ хыпар пӗлтермелле, эпӗ ҫавӑншӑн килнӗ». 39 Вара вӑл пӗтӗм Галиле́я тӑрӑх синагогӑсенче ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ тата демонсене хӑваласа кӑларнӑ.
40 Пӗррехинче Иисус патне тилҫеллӗ ҫын пынӑ та чӗркуҫленсе ларса ӑна йӑлӑннӑ: «Тасатас килсенех, эсӗ мана тасатма пултаратӑн». 41 Ҫав ҫынна шелленӗрен Иисус аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе ҫапла каланӑ: «Тасатас килет! Тасал». 42 Ҫав самантрах ун ҫинчи тилҫе пӗтнӗ, вӑл тасалнӑ. 43 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус ӑна кайма хушнӑ, кайиччен хыттӑн асӑрхаттарнӑ: 44 «Асту, никама та нимӗн те ан кала. Священниксем эсӗ сывалнине курччӑр тесе хӑвна священника кайса кӑтарт та, Моисей хушнӑ пек, ху тасалнӑшӑн парне кӳр». 45 Анчах та лешӗ, унтан кайсанах, мӗн пулса иртни ҫинчен пур ҫӗрте те каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Ҫавӑнпа Иисус хуласене уҫҫӑн кӗме пултарайман, вӑл хула тулашӗнче, ҫынсем пурӑнман вырӑнсенче, ҫӳренӗ. Ҫав-ҫавах ҫынсем ун патне пур ҫӗртен те пынӑ.