Колоссӑ
2 Эпӗ сирӗншӗн, ҫавӑн пекех Лаодикирисемшӗн тата мана палламаннисемшӗн епле вӑйлӑ кӗрешнине сирӗн пӗлмелле пултӑр тетӗп. 2 Ҫакна эпӗ сире пурне те йӑпатас тата юратупа пӗрлештерес тесе тӑватӑп. Ҫапла эсир мӗнпур пуянлӑха илетӗр, урӑхла каласан, Туррӑн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен калакан тӗп-тӗрӗс пӗлӗве илетӗр тата ӑна лайӑх ӑнланатӑр. Ҫав вӑрттӑнлӑх вӑл — Христос. 3 Ӑслӑлӑхпа пӗлӗвӗн мӗнпур пуянлӑхӗ унра пытарӑннӑ. 4 Ҫакна эпӗ никам та сире чее сӑмахсемпе* ан улталатӑр тесе калатӑп. 5 Эпӗ хам сирӗнпе мар пулин те, шухӑшсемпе эпӗ сирӗнпе пӗрле. Сирӗн пурте йӗркеллӗ пулнине тата эсир Христоса хытӑ ӗненнине пӗлсе эпӗ савӑнатӑп.
6 Апла, Христос Иисус Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ хыҫҫӑн малалла та вӑл пурӑннӑ пек пурӑнӑр*. 7 Хӑвӑра вӗрентнӗ пек, ӑна хӑвӑрӑн никӗс туса тата тарӑн тымар янӑ йывӑҫ пек пулса ун ҫинче ҫирӗп тӑрӑр, ӗненӳре тӗреклӗленсе пырӑр, Турра тав тусах тӑрӑр.
8 Астӑвӑр, сире никам та философипе тата суя сӑмахсемпе тыткӑна ан илтӗр*. Вӗсем ҫынсен йӑли-йӗркисем ҫинче, ҫак тӗнчере сарӑлнӑ шухӑшсем ҫинче тытӑнса тӑраҫҫӗ, Христосӑн вӗрентӗвӗсем ҫинче тытӑнса тӑмаҫҫӗ. 9 Анчах та Туррӑн пур лайӑх енӗ те* — Христосра. 10 Ҫавӑнпа ӑна пула эсир мӗн кирлине пурне те илтӗр. Вӑл пур патшалӑхӑн та, пур влаҫӑн та пуҫӗ. 11 Эсир унпа пӗрлӗхре пулнӑран сирӗн ӳте кастарнӑ, анчах та ҫакна ҫын аллипе туман. Ҫакӑн пек ӳт кастарни — ҫылӑхлӑ кӗлеткерен хӑтӑлни. Ҫапла майпа Христосӑн ӗҫлекенӗсен ӳтне кастараҫҫӗ. 12 Эсир вӑл шыва кӗнӗ пек шыва кӗрсен*, сире унпа пӗрле пытарнӑ пулнӑ, тата, эсир унпа пӗрлӗхре тӑнӑран тата ӑна чӗртсе тӑратнӑ Туррӑн вӑйне ӗненнӗрен, сире унпа пӗрле чӗртсе тӑратнӑ пулнӑ.
13 Унччен эсир хӑвӑрӑн ҫылӑхсене пула тата ӳт кастарманнине пула вилнӗ пулнӑччӗ, анчах та Турӑ сире унпа пӗрле чӗртсе тӑратнӑ. Турӑ пирӗн пур ҫылӑха та пӗтӗм чӗререн каҫарнӑ 14 тата пире хирӗҫ пулнӑ закона пӗтернӗ. Вӑл ҫак закона юпа ҫине пӑталаса пӑрахӑҫланӑ. 15 Унпа* вӑл патшалӑхсемпе влаҫсене хӗҫ-пӑшалсӑр хӑварнӑ* та, вӗсене ҫӗнтернине кӑтартса тата вӗсене тыткӑна илнисене пек ертсе пырса, пурин умне те кӑларса тӑратнӑ.
16 Ҫавӑнпа та сире мӗн ҫимеллине, мӗн ӗҫмеллине е ҫулсеренхи уявсене, ҫӗнӗ уйӑх кунне, шӑматкуна тытса тӑмаллипе тытса тӑмалла маррине калама никамӑн та ирӗк ҫук. 17 Ҫаксем пурте — пулас япаласен ӗмӗлки, вӗсем пурте Христосра пурнӑҫланаҫҫӗ. 18 Хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсене кӗҫӗне хунӑ пек кӑтартаҫҫӗ, ангелсене пуҫҫапаҫҫӗ* тата хӑйсем мӗн курнипе* мухтанаҫҫӗ, анчах ҫакӑн пек ҫынсене хӑвӑра награда илме чӑрмантарма ан парӑр. Ҫылӑхлӑ ҫынсем пек шухӑшланине пула вӗсем ним ҫук ҫӗртенех мӑнкӑмӑлланса кайнӑ. 19 Тата вӗсем пуҫа* пӑхӑнмаҫҫӗ, ун урлӑ вара кӗлетке хӑйне мӗн кирлине веҫех илсе тӑрать, тата ӑна пула кӗлеткен пур пайӗ те пӗр-пӗринпе шӑмӑ сыпписемпе тата шӑнӑрсемпе килӗшӳллӗн сыпӑнса Туррӑн вӑйӗпе ҫирӗпленсе ӳссе пырать.
20 Эсир Христоспа пӗрле вилсе ҫак тӗнчере сарӑлнӑ шухӑшсенчен хӑтӑлтӑр пулсассӑн, мӗншӗн-ха эсир халӗ те ҫак тӗнченӗн пулнӑ пек пурӑнатӑр? Мӗншӗн эсир ҫак хушусене: 21 «ан тыт», «ан ҫи», «ан тӗкӗн» тенисене — тытса тӑратӑр? 22 Ҫак хушусем ӗҫнӗ-ҫинӗ чухне пӗтекен япаласемпе ҫыхӑннӑ, вӗсем — ҫынсен хушӑвӗсемпе вӗрентӗвӗсем анчах. 23 Вӗсене тытса тӑракансем Турра хӑйсем пуҫҫапас тенӗ пек пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хунӑ пек кӑтартаҫҫӗ тата хӑйсен кӗлеткине асап кӳреҫҫӗ. Ҫак хушусем ӑслӑ пек курӑнаҫҫӗ пулин те, ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмпа кӗрешме вӗсем пӗртте пулӑшмаҫҫӗ.