Матфей
26 Ҫаксене пурне те каласа пӗтерсен Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: 2 «Тепӗр икӗ кунран Пасха пуласса тата Этем Ывӑлне юпа ҫине пӑталама тытса парасса эсир пӗлетӗр».
3 Ҫавӑн чухне аслӑ священниксемпе старейшинӑсем Каиа́фа ятлӑ чи аслӑ священникӑн картишӗнче пуҫтарӑннӑ. 4 Вӗсем Иисуса чеелӗхпе ярса тытса ӑна вӗлерме кавар тунӑ. 5 Анчах вӗсем: «Ҫакна уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар, халӑх пӑлханмалла ан пултӑр», — тенӗ.
6 Иисус Вифанире, унччен тилҫе чирӗпе чирленӗ Си́мон килӗнче пулнӑ. 7 Вӑл апат ҫинӗ вӑхӑтра ун патне пӗр хӗрарӑм алебастр савӑт илсе пынӑ, унта питӗ хаклӑ та ырӑ шӑршӑллӑ ҫу пулнӑ. Вӑл ҫав ҫӑва Иисусӑн пуҫӗ ҫине юхтарма пуҫланӑ. 8 Ҫакна курсан вӗренекенӗсем тарӑхса каланӑ: «Мӗншӗн ҫапла тӑкакланмаллаччӗ? 9 Ӑна пысӑк хакпа сутса укҫине чухӑнсене пама пулатчӗ вӗт». 10 Иисус ҫакна асӑрхасан вӗсене каланӑ: «Мӗншӗн эсир ҫак хӗрарӑма кулянтаратӑр? Вӑл маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ. 11 Чухӑнсем яланах сирӗнпе пулӗҫ, эпӗ вара сирӗнпе яланах пулмӑп. 12 Вӑл ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑва ман кӗлетке ҫине юхтарса мана пытарма хатӗрлерӗ. 13 Чӑн калатӑп сире: ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе кирек ӑҫта пӗлтерсен те, ҫак хӗрарӑма аса илсе вӑл мӗн туни ҫинчен те каласа парӗҫ».
14 Унтан вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда Искарио́т ятли, аслӑ священниксем патне кайнӑ та 15 каланӑ: «Ӑна сире сутсан, эсир мана мӗн паратӑр?» Лешӗсем ӑна 30 кӗмӗл укҫа пама сӑмах панӑ. 16 Ҫав вӑхӑтран пуҫласа вӑл Иисуса сутма майлӑ вӑхӑт шырама пуҫланӑ.
17 Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн пӗрремӗш кунӗнче вӗренекенӗсем Иисус патне пынӑ та ыйтнӑ: «Пирӗн сан валли Пасха апатне ӑҫта хатӗрлемелле?» 18 Вӑл каланӑ: «Хулана пӗр ҫын патне кайӑр та ӑна калӑр: „Вӗрентекен ҫапла калать: ‚Манӑн вӑхӑт* ҫывхарчӗ, эпӗ хамӑн вӗренекенсемпе Пасхӑна санӑн килӳнте уявлас тетӗп‘“». 19 Вӗренекенӗсем Иисус хушнӑ пек туса Пасха валли пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ.
20 Каҫ пулсан, вӑл 12 вӗренекенӗпе пӗрле сӗтел хушшине ларнӑ*. 21 Апат ҫинӗ чухне Иисус вӗсене каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: сирӗнтен пӗри мана сутӗ». 22 Вӗренекенӗсем ҫав тери салхуланса кайнӑ та пӗрин хыҫҫӑн тепри унран: «Ҫӳлхуҫа, ку эпӗ мар вӗт?» — тесе ыйтма пуҫланӑ. 23 Вӑл хуравланӑ: «Хӑйӗн ҫӑкӑрне манпа пӗр чашӑкран пуҫса ҫиекенни сутӗ мана. 24 Чӑнах, Этем Ывӑлӗ, ун ҫинчен ҫырнӑ пекех, каять. Анчах Этем Ывӑлне сутакана хуйхӑ пулӗ! Ҫав ҫыншӑн ҫуралнинчен ҫуралманни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ». 25 Ӑна тытса парас текен Иуда та унран ыйтнӑ: «Вӗрентекен*, ку эпӗ мар вӗт?» Иисус ӑна: «Ҫакна эсӗ хӑвах каларӑн», — тенӗ.
26 Вӗсем апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑр илсе кӗлтунӑ та* ӑна хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вара каланӑ: «Илӗр, ҫийӗр. Ҫакӑ манӑн кӗлеткене пӗлтерет». 27 Унтан вӑл курка илсе Турра тав тунӑ та вӗсене парса каланӑ: «Пурте ӗҫӗр ҫакӑнтан, 28 мӗншӗн тесен ҫак хӗрлӗ эрех манӑн юна, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫармашкӑн тӑкӑнаc „килӗшӳ юнне“, пӗлтерет. 29 Анчах калатӑп сире: манӑн Аттен Патшалӑхӗнче сирӗнпе пӗрле ҫӗнӗ хӗрлӗ эрех ӗҫес кунччен эпӗ хӗрлӗ эрех урӑх ӗҫмӗп». 30 Юлашкинчен мухтав юррисем* юрланӑ хыҫҫӑн вӗсем Олива тӑвӗ ҫине кайнӑ.
31 Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене каланӑ: «Ҫак каҫ эсир пурте мана пӑрахса хӑваратӑр*, мӗншӗн тесен „Кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, сурӑхӗсем саланса пӗтӗҫ“ тесе ҫырнӑ. 32 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан вара эпӗ Галилейӑна кайӑп, сире унта кӗтӗп». 33 Анчах Пётр ӑна каланӑ: «Сана пурте пӑрахса хӑварсан та, эпӗ сана нихӑҫан та хӑвармӑп!» 34 Иисус ӑна каланӑ: «Чӑн калатӑп сана: кӗҫӗр автан авӑтиччен эсӗ манран виҫӗ хут тунӑн». 35 Пётр ӑна каланӑ: «Манӑн санпа пӗрле вилмелле пулсан та, эпӗ санран тунас ҫук!» Ытти вӗренекенӗсем те ҫавнах каланӑ.
36 Унтан Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Гефсима́ни текен вырӑна ҫитнӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: «Ҫакӑнта ларӑр-ха, эпӗ кайса кӗлтӑвам». 37 Иисус хӑйӗнпе пӗрле Пётра тата Зеведейӑн икӗ ывӑлне илсе кайнӑ. Вӑл хурланма тата хытӑ пӑлханма пуҫланӑ. 38 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Эпӗ питӗ хурланатӑп, вилесле хурланатӑп. Ҫакӑнта юлӑр, ман пекех сыхӑ тӑрӑр». 39 Иисус кӑшт маларах кайса чӗркуҫленсе ларнӑ та пуҫне ҫӗре ҫити тайса кӗлтума пуҫланӑ: «Аттем, май пулсан, ҫак куркана манран сирсе ярсам. Анчах эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр».
40 Вӑл вӗренекенӗсем патне таврӑннӑ та вӗсем ҫывӑрнине курнӑ. Вара вӑл Пётра каланӑ: «Эсир манпа пӗрле пӗр сехет те пулин ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗр-и? 41 Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен сыхӑ тӑрӑр тата пӗрмай кӗлтӑвӑр. Чӑнах та, ҫыннӑн чӗри хастар, анчах унӑн кӗлетки хавшак». 42 Унтан вӑл каллех, тепӗр хут, кайнӑ та кӗлтума пуҫланӑ: «Аттем, ҫак куркана манран сирсе яма май ҫук пулсан, манӑн унран ӗҫмеллех пулсан, апла санӑн ирӗкӳ пултӑр». 43 Таврӑнсан вӑл вӗсем каллех ҫывӑрнине курнӑ — вӗренекенӗсене ыйхӑ пусса илнӗ пулнӑ. 44 Вӑл вӗсене хӑварса каллех кайнӑ та ҫав сӑмахсенех каласа виҫҫӗмӗш хут кӗлтунӑ. 45 Унтан вӑл вӗренекенӗсем патне таврӑнса вӗсене каланӑ: «Ҫакӑн пек вӑхӑтра эсир ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ. 46 Тӑрӑр, каяр. Мана сутакан ҫывӑх». 47 Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда, килнӗ. Унпа пӗрле темӗн чухлӗ халӑх хӗҫсемпе, чукмарсемпе пырса ҫитнӗ, вӗсене аслӑ священниксемпе старейшинӑсем янӑ пулнӑ.
48 Иисуса сутаканӗ вӗсене ҫакӑн пек паллӑ пама калаҫса татӑлнӑ: «Кама чуптӑвӑп, ҫавна ярса тытӑр, ҫавӑ эсир шыракан ҫын пулӗ». 49 Вӑл тӳрех Иисус патне пынӑ та: «Сывлӑх сунатӑп, Вӗрентекен!*» — тесе ӑна чуптунӑ. 50 Иисус унран: «Юлташӑм, эсӗ кунта мӗн тума килтӗн?» — тесе ыйтнӑ. Вара вӗсем пынӑ та Иисуса тытса арестленӗ. 51 Анчах Иисуспа пӗрле пулнисенчен пӗри хӗҫ туртса кӑларнӑ та чи аслӑ священникӑн чури ҫине сулса ярса хӑлхине касса татнӑ. 52 Вара Иисус ӑна каланӑ: «Хӗҫне хӑй вырӑннех чиксе хур, мӗншӗн тесен хӗҫ тытакансем пурте хӗҫпех пӗтӗҫ. 53 Е эпӗ Аттемрен ыйтсан, вӑл ҫак самантрах ман патӑма 12 легионран* та ытла ангел ярса памӗ тесе шутлатӑн-и? 54 Апла Ҫырура ҫаксем пурте пулмалла тени мӗнле пурнӑҫланӗ-ха?» 55 Унтан Иисус хӑйне ярса тытма килнисене каланӑ: «Эсир мана арестлеме хӗҫсемпе, чукмарсемпе килтӗр-и? Эпӗ вӑрӑ-хурах-им? Эпӗ кашни кун храмра вӗрентсе лартӑм, анчах эсир мана арестлемерӗр. 56 Ҫаксем пурте пророксем ҫырни пурнӑҫлантӑр тесе пулса иртрӗҫ». Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем пурте ӑна пӑрахса тарнӑ.
57 Иисуса ярса тытнисем ӑна Каиа́фа ятлӑ чи аслӑ священник патне илсе кайнӑ. Унта закон вӗрентӳҫисемпе старейшинӑсем пухӑннӑ пулнӑ. 58 Пётр вара чи аслӑ священникӑн ҫурчӗ патне ҫитичченех Иисус хыҫҫӑн аякран утса пынӑ. Картишне кӗрсен, ӗҫ мӗнпе вӗҫленессине курас тесе, вӑл тарҫӑсемпе пӗрле ларнӑ.
59 Аслӑ священниксем, пӗтӗм Синедрио́н Иисуса вӗлерттерес тесе ӑна хирӗҫ суйса каласа кӑтартакансене шыранӑ. 60 Ун ҫинчен суйса каласа кӑтартакансем нумаййӑн пынӑ пулин те, ӑна айӑпламалли нимӗн те тупайман. Каярахпа иккӗн килнӗ те 61 каланӑ: «Ҫак ҫын эпӗ Туррӑн храмне аркатса ӑна виҫӗ кун хушшинче туса лартма пултаратӑп тенӗччӗ». 62 Вара чи аслӑ священник ура ҫине тӑнӑ та Иисусран ыйтнӑ: «Санӑн хирӗҫ каламалли нимӗн те ҫук-и? Ҫак ҫынсем сана хирӗҫ мӗн каланине илтместӗн-им?» 63 Анчах Иисус нимӗн те чӗнмен. Чи аслӑ священник ӑна каланӑ: «Чӗрӗ Турӑпа тупа туса кала пире: эсӗ Турӑ Ывӑлӗ Христос-и?» 64 Иисус ӑна каланӑ: «Ҫакна эсӗ хӑвах каларӑн. Калатӑп сире: ҫак вӑхӑтран пуҫласа малашне эсир Этем Ывӑлӗ Хӑватлин* сылтӑм енче ларнине тата вӑл тӳпери пӗлӗтсем ҫинче пынине куратӑр». 65 Вара чи аслӑ священник хӑйӗн тумтирне ҫурса янӑ та каланӑ: «Вӑл Турра хурлать! Урӑх пире свидетельсем мӗн тума кирлӗ? Вӑл Турра хурланине акӑ хӑвӑрах илтрӗр! 66 Ҫакӑн пирки эсир мӗн шутлатӑр?» — «Вӑл вилӗме тивӗҫлӗ!» — хуравланӑ ӑна. 67 Унтан пӗрисем Иисуса питӗнчен сурма тата чышкӑпа ҫапма пуҫланӑ, теприсем ӑна питӗнчен ҫупа-ҫупа ярса 68 каланӑ: «Эй, Христос! Эсӗ пророк пулсан, кала-ха пире, сана кам ҫапрӗ?»
69 Ҫав вӑхӑтра Пётр тулта картишӗнче ларнӑ. Ун патне пӗр хӗрарӑм тарҫӑ пынӑ та: «Эсӗ те Галилейӑри Иисуспа пӗрлеччӗ!» — тенӗ. 70 Анчах Пётр пурин умӗнче тунса каланӑ: «Эсӗ мӗн пирки калаҫнине пӗлместӗп». 71 Вӑл хапха умне тухсан, ӑна тепӗр хӗрарӑм тарҫӑ курнӑ та унта пулнӑ ҫынсене каланӑ: «Ҫак ҫын Назаре́т Иисусӗпе пӗрлеччӗ». 72 Пётр каллех туннӑ, тупа тусах: «Эпӗ ку ҫынна пӗлместӗп!» — тенӗ. 73 Тепӗртакран ҫавӑнта тӑракансем Пётр патне пынӑ та каланӑ: «Эсӗ чӑнах та вӗсенчен пӗри, ҫакӑ эсӗ мӗнле калаҫнинченех паллӑ». 74 Пётр тунса* тата тупа туса: «Эпӗ ку ҫынна пӗлместӗп!» — теме тытӑннӑ. Ҫав самантрах автан авӑтса янӑ. 75 Вара Пётр хӑйне Иисус мӗн каланине — «Автан авӑтиччен эсӗ манран виҫӗ хут тунӑн» тенине — аса илнӗ. Вӑл тухнӑ та татӑлсах макӑрнӑ.