Ӳлӗмхи
2 Эфесри пухӑвӑн ангелӗ патне ҫапла ҫырса яр: „Сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса тӑраканӗ, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ хушшинче ҫӳрекенӗ акӑ мӗн калать: 2 ‚Эпӗ санӑн ӗҫӳсене, эсӗ тӑрӑшнине, чӑтӑмлӑ пулнине пӗлетӗп, эсӗ усал ҫынсене тӳссе тӑрайманнине те пӗлетӗп. Эсӗ хӑйсене апостол текенсене тӗрӗслесе пӑхрӑн та вӗсем суеҫӗсем пулнине куртӑн. 3 Эсӗ чӑтӑмлӑ, ман ятшӑн нумай тӳсрӗн, ҫапах хавшаса ӳкмерӗн. 4 Анчах та эпӗ акӑ мӗншӗн кӑмӑлсӑр: эсӗ малтанхи пек юратмастӑн.
5 Ҫавӑнпа та хӑв мӗн ҫухатнине аса ил те ӳкӗн, малтан тунӑ ӗҫӳсене ту. Ӳкӗнмесессӗн, эпӗ сан патна пырӑп та санӑн ҫутаткӑҫна хӑйӗн вырӑнӗнчен илсе хурӑп. 6 Ҫапах та санра лайӑххи те пур: эсӗ Николай сектин ӗҫӗсене кураймастӑн, ҫав ӗҫсене эпӗ те кураймастӑп. 7 Сывлӑш пухусене мӗн каланине тимлӗ итле*. Ҫӗнтерекене эпӗ Туррӑн райӗнчи пурнӑҫ йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫиме ирӗк парӑп‘“.
8 Смирнӑри пухӑвӑн ангелӗ патне ҫапла ҫырса яр: „Малтанхи тата Кайранхи, вилнӗскер, халӗ вара чӗрӗскер акӑ мӗн калать: 9 ‚Эсӗ асап тӳснине тата чухӑн пулнине эпӗ пӗлетӗп (тепӗр тесен, эсӗ пуян), хӑйсене еврейсем текен ҫынсем сана хурланине те пӗлетӗп, чӑннипе вара вӗсем еврейсем мар, вӗсем — Шуйттан синагоги. 10 Хӑвӑн мӗн тӳсме тивессинчен ан хӑра. Сире пӗтӗмпех тӗрӗслемешкӗн Шуйттан* сирӗнтен хӑшне-пӗрне тӗрмене пӑрахӗ, вара сирӗн вунӑ кун асап курмалла пулӗ. Виличченех шанчӑклӑ пул, вара эпӗ сана пурнӑҫ* парӑп. 11 Сывлӑш пухусене мӗн каланине тимлӗ итле. Ҫӗнтерекен иккӗмӗш вилӗмрен сиен курмӗ‘“.
12 Пергамри пухӑвӑн ангелӗ патне ҫапла ҫырса яр: „Вӑрӑм, икӗ енӗ те ҫивӗч хӗҫли акӑ мӗн калать: 13 ‚Эсӗ Шуйттан престолӗ тӑракан ҫӗрте пурӑннине эпӗ пӗлетӗп. Ҫапах та эсӗ мана чунтан парӑннӑ*, тата сирӗн патра — Шуйттан пурӑнакан ҫӗрте — манӑн шанчӑклӑ свидетеле Антипӑна вӗлернӗ кунсенче те эсӗ мана ӗненнинчен тунмарӑн.
14 Анчах та эпӗ акӑ мӗншӗн кӑмӑлсӑр: санӑн Валаа́мӑн вӗрентӗвне тытса тӑракан ҫынсем пур. Вӑл Валака Израиль ҫыннисем йӗрӗхсене парнене кӳнине ҫиччӗр, аскӑн ӗҫсем* туччӑр тесе вӗсене мӗнле илӗртсе улталамаллине* вӗрентнӗ. 15 Унсӑр пуҫне, санӑн Николай сектин вӗрентӗвне тытса тӑракансем те пур. 16 Ӳкӗн. Ӳкӗнмесессӗн, эпӗ часах сан патна пырӑп та ҫав ҫынсемпе хамӑн ҫӑвартан тухакан вӑрӑм хӗҫпе ҫапӑҫӑп.
17 Сывлӑш пухусене мӗн каланине тимлӗ итле. Ҫӗнтерекене эпӗ пытарса хунӑ манна тата ҫӗнӗ ят ҫырса хунӑ шурӑ чул парӑп. Ҫав ята, ӑна илекеннисӗр пуҫне, урӑх никам та пӗлмест‘“.
18 Фиатирӑри пухӑвӑн ангелӗ патне ҫапла ҫырса яр: „Турӑ Ывӑлӗ — унӑн куҫӗ вут-ҫулӑм пек, ури таса пӑхӑр пек — акӑ мӗн калать: 19 ‚Эпӗ санӑн ӗҫӳсене, эсӗ юратнине, ӗненнине, Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнине тата чӑтӑмлӑ пулнине пӗлетӗп. Санӑн хальхи ӗҫӳсем малтанхисенчен пысӑкрах пулнине те пӗлетӗп.
20 Анчах та эпӗ акӑ мӗншӗн кӑмӑлсӑр: эсӗ хӑйне пророк текен хӗрарӑма, Иезавеле, тӳссе тӑратӑн. Вӑл манӑн чурасене улталаса вӗсене аскӑн ӗҫ* тума тата йӗрӗхсене парнене кӳнине ҫиме вӗрентет. 21 Эпӗ ӑна ӳкӗнме вӑхӑт патӑм, анчах та вӑл хӑйӗн аскӑн ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнесшӗн мар. 22 Эпӗ ӑна чирлеттерсе ярӑп та вырӑнпах выртмалла тӑвӑп. Унпа пӗрле аскӑн ӗҫсем* туса пурӑнакансене вара, вӗсем вӑл тӑвакан ӗҫсене тунишӗн ӳкӗнмесессӗн, пысӑк асап кӑтартӑп. 23 Унӑн ачисене вара эпӗ вӗлерекен чирпе вӗлерӗп, вара пур пуху та эпӗ ҫынсен шухӑш-туйӑмне* тата чӗрине тӗпченине пӗлӗ. Эпӗ сирӗнтен кашнине ӗҫӗсене кура тавӑрса парӑп.
24 Фиатирӑри пухури ытти ҫынсене вара — Иезаве́ль вӗрентӗвне тытса тӑманнисене тата Шуйттанӑн тарӑнлӑхӗ текеннине пӗлменнисене — ҫапла калатӑп: эпӗ сирӗн ҫине урӑх нимӗнле ҫӗклем те хумастӑп, 25 эпӗ пыриччен хӑвӑрӑн мӗн пуррине упраса пурӑнӑр ҫеҫ. 26 Ҫӗнтерекене тата манӑн ӗҫсене вӗҫне ҫитиех туса ҫитерекене эпӗ халӑхсене тытса тӑма власть парӑп 27 (эпӗ хам та Аттемрен ҫавӑн пек власть илтӗм). Вӑл вӗсене тимӗр туяпа кӗтӗ, тӑм савӑта аркатнӑ пек ҫапса салатӗ. 28 Эпӗ ӑна ирхи ҫӑлтӑр парӑп. 29 Сывлӑш пухусене мӗн каланине тимлӗ итле‘“.