1 Коринф
5 Эпӗ сирӗн хушшӑрта аскӑнлӑх* пурри ҫинчен илтрӗм. Ҫавнашкал аскӑнлӑх урӑх халӑх ҫыннисем хушшинче те ҫук: сирӗнтен пӗри хӑйӗн ашшӗн арӑмӗпе пурӑнать. 2 Кунпа эсир мухтанатӑр-и тата? Сирӗн ҫакӑншӑн хуйхӑрмалла марччӗ-и? Тата ҫак ӗҫе тӑвакан ҫынна хӑвӑр хушшӑртан кӑларса ямалла марччӗ-и? 3 Кӗлеткепе эпӗ сирӗнпе мар пулин те, шухӑшсемпе* сирӗнпе. Эпӗ ҫакна тунӑ ҫынна, хам сирӗнпе пӗрле пулнӑ пекех, айӑпларӑм ӗнтӗ. 4 Эсир пирӗн Иисус Ҫӳлхуҫан ячӗпе пӗрле пуҫтарӑнсан, эпӗ — пирӗн Иисус Ҫӳлхуҫан хӑватне илнӗскер — шухӑшсемпе* хӑвӑрпа пӗрле пулнине пӗлсе, 5 ҫакӑн пек ҫынна Шуйттан аллине парӑр. Ҫапла ҫылӑх пуху ҫине витӗм кӳме пӑрахтӑр.* Вара пухӑвӑн шухӑш-кӑмӑлӗ Ҫӳлхуҫа кунӗнче упранса* юлӗ.
6 Эсир мухтанса ҫӳрени аван мар. Сахал кӑвас чусти пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе янине пӗлместӗр-им эсир? 7 Ҫӗнӗ чуста пулас тесен кивӗ кӑвас чустине илсе пӑрахӑр. Сирӗнте кӑвас чусти пулмалла мар, мӗншӗн тесен пирӗн Пасха путеккине, Христоса, парнене кӳнӗ. 8 Ҫавӑнпа та кивӗ кӑвас чустипе мар, ҫылӑхпа усаллӑх кӑвас чустипе те мар, таса кӑмӑллӑхпа чӑнлӑхӑн тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрӗпе уявлар.
9 Эпӗ хамӑн ҫырура сире аскӑн ҫынсемпе* ан хутшӑнӑр тесе ҫырса янӑччӗ. 10 Анчах та ҫак тӗнчери аскӑн, ҫӑткӑн, ҫаратакан*, йӗрӗхсене пуҫҫапакан ҫынсемпе пачах та ан хутшӑнӑр тесе каласшӑн пулман эпӗ. Унсӑрӑн сирӗн ку тӗнчерен тухсах каймалла пулӗччӗ. 11 Халӗ вара эпӗ сире кам хӑйне тӑван тет, ҫав вӑхӑтрах аскӑнланса* пурӑнать, е вӑл ҫӑткӑн, е йӗрӗхсене пуҫҫапать, е ыттисене хӑртать, е вӑл ӗҫке ернӗ, е ҫаратса пурӑнать, ҫавӑнпа ан хутшӑнӑр тесе ҫыратӑп. Ҫакӑн пек ҫынпа апат та ларса ан ҫийӗр. 12 Мӗншӗн манӑн пухура маррисене суд тумалла? Пухурисене сирӗн суд тумалла, 13 пухура маррисене вара Турӑ суд тӑвать. «Хӑвӑр хушшӑртан усал ҫынна кӑларса ярӑр».