Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • 2 Фессалоника 2
  • Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

2 Фессалоника. Кӗскен каласа пани

      • Ҫылӑх ҫынни (1—12)

      • Ҫирӗп пулма ӳкӗтлени (13—17)

2 Фессалоника 2:1

Сноскӑсем

  • *

    Словарьте «Килни» статьяна пӑхӑр.

2 Фессалоника 2:2

Сноскӑсем

  • *

    А5-мӗш приложение пӑхӑр.

2 Фессалоника 2:3

Сноскӑсем

  • *

    Е «тӗрӗс пуҫҫапассинчен пӑрӑнса каясси».

2 Фессалоника 2:8

Сноскӑсем

  • *

    Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйӗн ҫӑварӗн сывлӑшӗпе».

2 Фессалоника 2:13

Сноскӑсем

  • *

    А5-мӗш приложение пӑхӑр.

2 Фессалоника 2:15

Сноскӑсем

  • *

    Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗрентнӗ йӑла-йӗркесене».

2 Фессалоника 2:17

Сноскӑсем

  • *

    Е «ҫирӗплетчӗр».

  • Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
  • 1
  • 2
  • 3
  • 4
  • 5
  • 6
  • 7
  • 8
  • 9
  • 10
  • 11
  • 12
  • 13
  • 14
  • 15
  • 16
  • 17
Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
2 Фессалоника 2:1–17

2 Фессалоника

2 Пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫа килесси* пирки тата пире унпа пӗрле пулма пуҫтарасси пирки калас пулсан, тӑвансем, тархаслатпӑр сире: 2 кам та пулин Иеговӑн* кунӗ ҫитрӗ ӗнтӗ тесен, ҫак хыпар Турӑран тесен те е пирӗн ятпа янӑ ҫырура ҫапла каланӑ тесен те, хӑвӑра пӑтраштарса яма ан парӑр, пӑшӑрханса ан ӳкӗр.

3 Никама та хӑвӑра улталама ан парӑр, мӗншӗн тесен ҫав кун киличчен малтан Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗклекенсем* пулмалла тата ҫылӑх ҫыннин, пӗтес ывӑлӑн, ӗҫӗ палӑрмалла. 4 Ҫав тӑшман ӗнтӗ «турӑ» текеннисенчен тата ҫынсем мӗне пуҫҫапаҫҫӗ, ҫавсенчен пуринчен те хӑйне асла хурӗ. Вӑл хӑйне турӑ пек кӑтартса Туррӑн храмӗнче ларӗ. 5 Эпӗ сире ҫакӑн ҫинчен хӑвӑр патра пулнӑ чухнех каланине астумастӑр-им?

6 Халӗ эсир ӑна кам чарса тӑнине тата ӑна хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитиччен кам палӑрма паманнине пӗлетӗр. 7 Чӑн та, ҫав ҫыннӑн ҫылӑхӗ хальлӗхе вӑрттӑнлӑх пулин те, вӑл хӑйӗн ӗҫне тума пуҫланӑ ӗнтӗ. Анчах та чарса тӑраканни кайсан, вӑл вӑрттӑнлӑх пулма пӑрахӗ. 8 Вара ҫылӑх ҫынни палӑрӗ. Анчах та Иисус Ҫӳлхуҫа хӑй килни уҫҫӑн курӑннӑ чухне хӑйӗн ҫӑварӗнчен тухакан сӑмахсен хӑвачӗпе* ӑна пӗтерӗ. 9 Ҫылӑх ҫынни Шуйттан пулӑшнипе хӑватлӑ ӗҫсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать, суя паллӑсем кӑтартать 10 тата тӗрлӗ майпа чеен улталать. Ҫаксене вӑл пӗтес ҫынсемшӗн тӑвать. Ҫав ҫынсене наказани парса тӗп тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсене ҫӑлма пултаракан чӑнлӑха йышӑнмарӗҫ тата ӑна юратмарӗҫ. 11 Акӑ мӗншӗн Турӑ вӗсене суяна ӗненсе улталанма парать. 12 Ҫапла вара, чӑнлӑха ӗненес вырӑнне тӳрӗ мар ӗҫсем тума юратнӑшӑн вӗсене суд туса айӑплӗҫ.

13 Иегова* юратакан тӑвансем, пирӗн сирӗншӗн Турра яланах тав тумалла, мӗншӗн тесен Турӑ сире ҫӑлма малтанах суйласа илнӗ. Эсир чӑнлӑха ӗненнӗрен вӑл сире хӑйӗн сывлӑшӗпе сӑваплӑ тунӑ. 14 Турӑ сире ҫӑлӑнӑҫ валли эпир пӗлтерекен ырӑ хыпар урлӑ чӗнсе илнӗ. Ҫавна вӑл, пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫана мухтава кӑларнӑ пек, сире те мухтава кӑларас тесе тунӑ. 15 Ҫавӑнпа, тӑвансем, ҫирӗп пулӑр тата эпир сире сӑмахпа е ҫыру урлӑ вӗрентнине* тытса тӑрӑр. 16 Пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫа тата пирӗн Атте — пире юратса хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе ӗмӗрлӗх йӑпату тата чаплӑ шанчӑк панӑ Турӑ — 17 сирӗн чӗресене йӑпатчӑр, сире ырӑ ӗҫсем тума тата ырӑ сӑмахсем калама вӑй паччӑр*.

Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
Тухӑр
Кӗрӗр
  • чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр