Иоанн
2 Виҫҫӗмӗш кунне Галилейӑри Ка́на хулинче туй пулнӑ, унта Иисусӑн амӑшӗ пулнӑ. 2 Иисуспа унӑн вӗренекенӗсене те ҫав туя чӗннӗ.
3 Хӗрлӗ эрех пӗтме пуҫласан, Иисусӑн амӑшӗ ӑна каланӑ: «Вӗсен эрех ҫук». 4 Иисус ӑна хуравланӑ: «Санпа манӑн мӗн пӑшӑрханмалли пур?* Манӑн вӑхӑт ҫитмен-ха». 5 Унӑн амӑшӗ тарҫӑсене каланӑ: «Вӑл сире мӗн калӗ, ҫавна пурне те тӑвӑр». 6 Иудейсен тасалмалли йӑлипе ҫавӑнта шыв валли икшер-виҫшер виҫе* кӗрекен ултӑ чул савӑт ларнӑ. 7 Иисус тарҫӑсене каланӑ: «Савӑтсене шыв тултарӑр-ха». Вӗсем вара савӑтсене хӗрри таранах тултарнӑ. 8 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Халӗ кӑштах ӑсса илӗр те туй пуҫне кайса парӑр». Лешсем кайса панӑ. 9 Туй пуҫӗ шывран тунӑ хӗрлӗ эрехе тутанса пӑхсан (вӑл ҫав эрех ӑҫтан пулнине пӗлмен, ҫавна шыв ӑсакан тарҫӑсем кӑна пӗлнӗ) кӗрӳ каччӑна чӗнсе илнӗ те 10 ӑна каланӑ: «Кирек кам та малтан лайӑх хӗрлӗ эрехне парать, кайран, ҫынсем хӗрӗнкӗленсе кайсан, начартараххине парать. Эсӗ вара лайӑх хӗрлӗ эрехе халиччен кӑлармасӑр тӑнӑ». 11 Ҫапла Иисус Галилейӑри Ка́на хулинче хӑйӗн пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫне тунӑ, вӑл хӑйӗн мухтавне кӑтартнӑ, вара унӑн вӗренекенӗсем ӑна ӗненнӗ.
12 Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл амӑшӗпе, шӑллӗсемпе тата вӗренекенӗсемпе Капернаума кайнӑ, анчах вӗсем унта нумай кунлӑха юлман.
13 Иудейсен Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ, вара Иисус Иерусалима кайнӑ. 14 Храмра вӑл вӑкӑр, сурӑх, кӑвакарчӑн сутакансене тата укҫа улӑштарcа ларакансене курнӑ. 15 Вара кантраран пушӑ тунӑ та вӗсене пурне те вӑкӑрӗ-сурӑхӗ мӗнӗпех храмран хӑваласа кӑларнӑ, укҫа улӑштаракансен укҫисене сапаласа янӑ, вӗсен сӗтелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ. 16 Кӑвакарчӑн сутакансене вӑл каланӑ: «Илсе кайӑр кунтан кусене! Манӑн Аттен ҫуртне суту-илӳ ҫурчӗ ан тӑвӑр!» 17 Ҫавӑн чухне унӑн вӗренекенӗсем «Санӑн ҫуртна юратни* ман ӑшра вут пек ҫунса тӑрать» тесе ҫырнине аса илнӗ.
18 Ҫакна курсан иудейсем ӑна каланӑ: «Ҫапла тума ирӗк пуррине эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартса ҫирӗплетсе парӑн?» 19 Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: «Ҫак храма аркатӑр, вара эпӗ ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартӑп». 20 Иудейсем ӑна каланӑ: «Ҫак храма 46 ҫул тунӑ, эсӗ ӑна виҫӗ кунрах туса лартатӑн-и?» 21 Анчах храм тесе вӑл хӑйӗн кӗлетки пирки каланӑ пулнӑ. 22 Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӗренекенӗсем вӑл ҫакӑн ҫинчен каланине аса илнӗ, вара вӗсем Ҫырура каланине те, Иисус каланӑ сӑмахсене те ӗненнӗ.
23 Вӑл Иерусалимра Пасха уявӗнче пулнӑ чухне тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ*, ҫакна курсан нумайӑшӗ ӑна* ӗненнӗ. 24 Анчах Иисус вӗсене шанман, мӗншӗн тесен вӑл вӗсене пурне те пӗлсе тӑнӑ 25 тата ӑна пӗр-пӗр ҫын ҫинчен каласа пани кирлӗ пулман, вӗт вӑл ҫын чӗринче мӗн пулнине пӗлнӗ.