Апостолсен ӗҫӗсем
6 Вӗренекенсен шучӗ ӳссех пынӑ. Ҫав кунсенче грекла калаҫакан вӗренекенсем еврейла калаҫакан вӗренекенсене ӳпкелеме пуҫланӑ, мӗншӗн тесен кулленхи апат-ҫимӗҫе валеҫнӗ чухне грекла калаҫакан тӑлӑх арӑмсене вӗсен пайне паман. 2 Вара вуниккӗшӗ мӗнпур вӗренекене пуҫтарнӑ та каланӑ: «Эпир Турӑ сӑмахне вӗрентме пӑрахса апат валеҫме пуҫлатпӑр пулсан, ку тӗрӗс мар пулать. 3 Ҫавӑнпа та, тӑвансем, хӑвӑр хушшӑртан шанӑҫа тивӗҫлӗ, святой сывлӑшпа тулнӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫичӗ арҫынна суйласа илӗр. Ҫак ӗҫе тума вӗсене шанса парӑпӑр. 4 Эпир вара хамӑрӑн вӑхӑта кӗлтума тата ыттисене Турӑ сӑмахне вӗрентме уйӑрӑпӑр». 5 Вӗсем мӗн сӗнни пурне те килӗшнӗ. Вара вӗсем хытӑ ӗненекен, святой сывлӑшпа тулнӑ Стефана, ҫавӑн пекех Филипа, Прохора, Никанора, Тимона, Пармена тата Николая, Антиохири прозелита*, суйласа илнӗ. 6 Вӗсене апостолсем патне илсе пынӑ, вара апостолсем кӗлтуса вӗсем ҫине ал хунӑ.
7 Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пынӑ, Иерусалимра ӗненекенсен шучӗ ӳссех пынӑ, священниксем те нумайӑшӗ ҫак ӗненӗве йышӑннӑ.
8 Стефа́н ҫынсем хушшинче тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ тата паллӑсем кӑтартнӑ, Турӑ ӑна ырланӑ тата вӑй панӑ. 9 Анчах та Ирӗке тухнисен синагоги текен ушкӑнри хӑш-пӗр ҫынсем, ҫавӑн пекех Киренӑра, Александрийӑра, Киликийӑра тата Азире* пурӑнакан ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем унпа тавлашма пуҫланӑ. 10 Анчах вӗсем Стефана ҫӗнтереймен, мӗншӗн тесен вӑл ӑслӑлӑхпа тата святой сывлӑш пулӑшнипе калаҫнӑ. 11 Вара вӗсем хӑш-пӗр ҫынсене: «Вӑл Моисея тата Турра хурланине эпир хамӑрах илтрӗмӗр», — тесе калама ӳкӗте кӗртнӗ. 12 Вӗсем халӑха, старейшинӑсене тата закон вӗрентӳҫисене Стефана хирӗҫ тӑма хӗтӗртнӗ, вара ӑна ярса тытнӑ та Синедриона илсе кайнӑ. 13 Вӗсем унта суйса каласа кӑтартакансене илсе пынӑ, вара лешсем каланӑ: «Ҫак ҫын пӗрмаях Туррӑн храмне тата закона хурласа калаҫать. 14 Эпир, сӑмахран, вӑл Назаре́т Иисусӗ ҫак храма аркатӗ тата Моисей панӑ йӑла-йӗркесене улӑштарӗ тесе каланине илтрӗмӗр».
15 Стефа́н ҫине пӑхнӑ чухне Синедрионра ларакансене пурне те унӑн сӑнӗ ангел сӑнӗ пекех лӑпкӑ пулни курӑннӑ.