2 Коринф
10 Эпӗ, Павел, Христос пек йӑваш та ырӑ пулса, сире хам каланӑ пек тума ыйтатӑп. Сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисемшӗн эпӗ хӑвӑрпа пӗрле чухне нимпе те палӑрса тӑмастӑп, хӑвӑртан аякра чухне вара — хӑюллӑ. 2 Хӑшӗ-пӗрисем эпир ҫак тӗнчери ҫынсем пек хамӑр кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн каятпӑр теҫҫӗ. Сирӗн пата пырсан манӑн вӗсене хыттӑн тӳрлетмелле ан пултӑрччӗ тетӗп. 3 Эпир ытти ҫынсем пек пурӑнатпӑр пулин те, вӗсем ҫапӑҫнӑ пек ҫапӑҫмастпӑр. 4 Эпир ҫапӑҫакан хӗҫ-пӑшал ҫынсенчен мар, Турӑран. Вӑл кирек мӗнле крепоҫе те аркатма пултарать. 5 Эпир тӗрӗс мар шухӑшсене тата Турра пӗлме чаракан пур чӑрмава та аркататпӑр. Эпир кашни шухӑша, ӑна Христоса пӑхӑнтарас тесе, тыткӑна илетпӗр. 6 Вара, эсир пур тӗлӗшрен те итленине кӑтартсанах, эпир кирек кама та итлеменшӗн наказани пама хатӗр пулӑпӑр.
7 Эсир тулашӗнчен пӑхса хак паратӑр. Кам хӑй Христосӑн пулни пирки иккӗленмест, ҫавӑ акӑ мӗн ҫинчен тепӗр хут шухӑшласа пӑхтӑр: вӑл Христосӑн пулнӑ пекех, эпир те Христосӑн. 8 Ҫӳлхуҫа пире сирӗн ӗненӗве аркатма мар, ҫирӗплетме власть панӑ. Эпӗ ҫав влаҫпа ытлашши мухтанма пуҫлас пулсан та, манӑн намӑс курмалла пулмӗ. 9 Эпӗ сире хамӑн ҫырусемпе хӑратасшӑн тесе ан шутлӑр. 10 Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла калаҫҫӗ: «Унӑн ҫырӑвӗсем витӗмлӗ те хӑватлӑ, кунта чухне вара вӑл нимпе те палӑрса тӑмасть, сӑмахӗ те унӑн ниме те тӑмасть». 11 Ҫавӑн пек калакан ҫынсем пӗлсе тӑччӑр: эпир хамӑр ҫырусенче мӗн ҫыратпӑр, пырсан та ҫавнах тӑвӑпӑр. 12 Эпир хӑйсене хӑйсем мухтакансемпе пӗр шайра пуласшӑн мар, хамӑра вӗсемпе танлаштарасшӑн та мар. Вӗсем хӑйсене хӑйсен виҫипе виҫнӗ чухне тата хӑйсене хӑйсемпе танлаштарнӑ чухне хӑйсем ӑссӑр пулнине кӑтартаҫҫӗ.
13 Эпир пире мӗн уйӑрса панӑ, ҫавӑн чиккинчен тухса мухтанмӑпӑр. Эпир Турӑ хамӑра уйӑрса* панӑ вырӑнта тунӑ ҫитӗнӳсемпе ҫеҫ мухтанӑпӑр, эсир хӑвӑр та — пире уйӑрса панӑ вырӑнтан. 14 Эпир сирӗн пата пырсан, хамӑра мӗн уйӑрса панӑ, ҫавӑн чиккинчен тухмарӑмӑр. Мӗншӗн тесен Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара эпир сире пуринчен малтан пӗлтертӗмӗр. 15 Эпир ыттисен ӗҫӗсемпе — хамӑра уйӑрса паман вырӑнсенче тунӑ ҫитӗнӳсемпе — мухтанмастпӑр. Анчах эпир ҫакна шанатпӑр: сирӗн ӗненӳ ҫирӗпленсе пынӑ май эпир сирӗн хушшӑрта тунӑ ӗҫ те сарӑлса пырӗ. Вара эпир тата ытларах тума пултарӑпӑр, 16 мӗншӗн тесен эпир ыттисем тунипе мухтанас мар тесе сирӗнтен аякри вырӑнсенче те ырӑ хыпар калас тетпӗр. 17 «Анчах кам мухтанать, ҫавӑ Иеговӑпа* мухтантӑр». 18 Мӗншӗн тесен хӑйне хӑй мухтакан ҫынна Иегова* ырламасть, вӑл хӑй кама мухтать, ҫавна ырлать.