Филиппӑ
1 Павелпа Тимофейран, Христос Иисусӑн чурисенчен, — Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракан Филиппӑри сӑваплӑ ҫынсем патне пурин патне те, ҫав шутрах старейшинӑсемпе* пухура пулӑшакансем патне.
2 Пирӗн Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.
3 Сире аса илмессерен эпӗ Туррӑма тав тӑватӑп, 4 сирӗншӗн пуриншӗн те кашнинчех хӗрӳллӗн кӗлтӑватӑп. Ҫакна эпӗ савӑнса тӑватӑп, 5 мӗншӗн тесен эсир малтанхи кунран пуҫласа халичченех ырӑ хыпар сарма пулӑшса тӑратӑр. 6 Турӑ сирӗн хушшӑрта пуҫланӑ ырӑ ӗҫе Христос Иисус кунӗччен туса ҫитерессе эпӗ ҫирӗп шанатӑп. 7 Сирӗн пирки ҫакӑн пек шухӑшлама манӑн пур сӑлтав та пур, мӗншӗн тесен эсир манӑн чӗрере. Эсир мана эпӗ тӗрмере чухне пулӑшса тӑратӑр, ырӑ хыпара хӳтӗлеме тата ӑна сарассине законлӑ майпа ҫирӗплетме пулӑшатӑр. Ҫапла эсир, ман пекех, Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗнчен усӑ илсе тӑратӑр.
8 Эпӗ сире пурне те Христос Иисус юратнӑ пекех чун-чӗререн юратнине тата сирӗншӗн тунсӑхланине Турӑ курса тӑрать. 9 Эсир тӗрӗс пӗлӳ илсе пынӑ май тата Туррӑн ирӗкне пӗтӗмпех ӑнланса пынӑ май сирӗн юрату ӳснӗҫемӗн ӳссе пытӑрччӗ тесе эпӗ кӗлтӑватӑп. 10 Сирӗн мӗн кирлӗрех пулнине уйӑрса илме пӗлмелле пултӑр тесе те кӗлтӑватӑп, вара эсир Христос кунӗччен таса чунлӑ пулатӑр, ыттисен ӗненӗвне хавшатмастӑр*. 11 Тата сирӗн Иисус Христос пулӑшнипе тӳрӗлӗх ҫимӗҫне нумай парса Турра аслӑламалла, мухтава кӑлармалла пултӑр тесе кӗлтӑватӑп.
12 Тӑвансем, эпӗ сире ҫакна пӗлтересшӗн: манӑн лару-тӑру ырӑ хыпара тата ытларах сарма пулӑшрӗ. 13 Эпӗ Христосшӑн тӗрмере ларнине Рим императорӗн хурал салтакӗсем* те, ыттисем те пӗлчӗҫ. 14 Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлекен тӑвансенчен нумайӑшӗ эпӗ тӗрмере пулнине пӗлсен ҫирӗпленчӗҫ, Турӑ сӑмахне тата хӑюллӑрах, пӗр хӑрамасӑр калама пуҫларӗҫ.
15 Чӑн та, хӑшӗ-пӗрисем Христос ҫинчен ӑмсаннӑран тата тупӑшнӑран пӗлтереҫҫӗ. Теприсем вара ҫакна ырӑ кӑмӑлтан тӑваҫҫӗ. 16 Вӗсем, мана ырӑ хыпара хӳтӗлеме шанса панине пӗлсе, Христос ҫинчен юратнӑран пӗлтереҫҫӗ. 17 Ӑмсаннӑран тата тупӑшнӑран пӗлтерекенсем вара ҫакна таса шухӑш-кӑмӑлпа тумаҫҫӗ, вӗсем манӑн тӗрмери пурнӑҫа йывӑрлатас теҫҫӗ. 18 Ҫакӑ вара мӗн парать? Кирек мӗнле пӗлтерсен те — чун-чӗререн-и, чун-чӗререн мар-и — Христос ҫинчен калакан хыпар сарӑлать, ҫакӑ мана савӑнтарать. Эпӗ малалла та савӑнӑп, 19 мӗншӗн тесен ҫакна пула, ҫавӑн пекех эсир хӗрӳллӗн кӗлтунине пула тата Иисус Христос сывлӑшӗ пулӑшнине пула эпӗ ҫӑлӑнассине пӗлетӗп. 20 Эпӗ нихӑш енчен те намӑса юлмасса шанса тӑратӑп, ҫавна питӗ кӗтетӗп. Эпӗ малалла та хӑюллӑн та уҫҫӑн калама пултарассине, ҫапла вара эпӗ* халӗ те унчченхи пекех — пурнӑҫӑмпа-и, вилӗмпе-и — Христоса чапа кӑларассине шанатӑп.
21 Пурӑнасса та эпӗ Христосшӑн пурӑнатӑп, вилсессӗн те ырӑлӑх илетӗп. 22 Манӑн малалла та ҫак кӗлеткере пурӑнмалла пулсан, эпӗ малашне те тухӑҫлӑ ӗҫлеме пултарӑп. Ҫапах та хам мӗн суйласа илессине калаймастӑп. 23 Ӑна е кӑна суйласа илме мана йывӑр, мӗншӗн тесен эпӗ ҫак кӗлеткерен ирӗке тухса Христоспа пӗрле пуласшӑн. Ҫакӑ, паллах, чылай лайӑхрах. 24 Апла пулин те, эпӗ малалла та ҫак кӗлеткере пурӑнни сирӗншӗн кирлӗрех. 25 Ҫакна лайӑх ӑнланнӑран эпӗ пӗлсе тӑратӑп: сирӗн ҫитӗнӳсем тумалла пултӑр тесе тата хӑвӑр ӗненӗвӗрпе савӑнмалла пултӑр тесе эпӗ сирӗнпе пӗрле юлӑп. 26 Ҫапла вара, эпӗ каллех сирӗн пата килсен, хӑвӑр Христос Иисусӑн вӗренекенӗсем пулнишӗн эсир ытларах савӑнма пултарӑр.
27 Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара тивӗҫлӗ пурӑнӑр* ҫеҫ. Вара эпӗ сирӗн пата пырсан та, пыраймасан та сирӗн ҫинчен лайӑххине илтӗп: эсир пӗр шухӑшлӑ пулса ҫирӗп тӑни ҫинчен, ырӑ хыпара ӗненсе тӑрассишӗн ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑни ҫинчен 28 тата эсир хӑвӑра хирӗҫ тӑракансенчен хӑраманни ҫинчен пӗлӗп. Ҫаксем пурте вӗсем пӗтессине, эсир вара ҫӑлӑнассине ҫирӗплетсе параҫҫӗ, ҫакӑ вӑл Турӑран. 29 Сире Христоса ӗненме кӑна мар, уншӑн асапланма май парса та чыс тунӑ. 30 Эсир те эпӗ унччен тӗл пулнӑ йывӑрлӑхсемпех кӗрешетӗр. Эпӗ халӗ те вӗсемпе тӗл пулнине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ.