Матфей
23 Вара Иисус ҫынсене тата хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: 2 «Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Моисей ларнӑ вырӑна йышӑннӑ. 3 Ҫавӑнпа та вӗсем сире мӗн каланине пурне те тӑвӑр, анчах вӗсем тунӑ пек ан тӑвӑр. 4 Вӗсем ҫынсен хулпуҫҫийӗ ҫине йывӑр ҫӗклем хураҫҫӗ, хӑйсем вара ӑна ҫӗклес тесе пӳрнине те хускатасшӑн мар. 5 Вӗсем пур ӗҫе те ҫынна кӑтартасшӑн тӑваҫҫӗ: Ҫырӑвӑн пайӗсене чиксе хумалли, амулет пек ҫыхса ҫӳремелли пӗчӗк коробкӑсене* пысӑклатаҫҫӗ тата тумтирӗн арки вӗҫӗнчи ҫӳҫине вӑрӑмлатаҫҫӗ. 6 Вӗсем каҫхи апатра чи хисеплӗ вырӑнсем йышӑнма, синагогӑсенче малта* ларма юратаҫҫӗ. 7 Хӑйсене пасарта саламланине тата вӗрентекен* тесе чӗннине кӑмӑллаҫҫӗ. 8 Сире вара вӗрентекен* тесе ан чӗнччӗр, мӗншӗн тесен сирӗн Вӗрентекен пӗрре, эсир вара пурте — тӑвансем. 9 Тата ҫӗр ҫинче никама та атте тесе ан чӗнӗр, мӗншӗн тесен сирӗн Аҫӑр пӗрре, вӑл тӳпере. 10 Сире ертӳҫӗ тесе те ан чӗнччӗр, мӗншӗн тесен сирӗн пӗр Ертӳҫӗ — Христос. 11 Сирӗн хушшӑрта асли сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр. 12 Кам хӑйне асла хурать, ҫавӑ кӗҫӗне юлӗ. Кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫавӑ асла тухӗ.
13 Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗпитлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Мӗншӗн тесен эсир ҫынсем умӗнче ҫӳлти Патшалӑха илсе кӗрекен алӑка хупатӑр. Эсир хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр. 14 ——*
15 Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗпитлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Мӗншӗн тесен эсир пӗр ҫынна та пулин хӑвӑр тӗне ҫавӑрас тесе* тинӗссем, ҫӗрсем тӑрӑх ҫӳретӗр, пӗр-пӗр ҫынна ҫавӑрма май килсен вара, вӑл сире пула гееннӑна* лекме сирӗнтен икӗ хут ытларах тивӗҫлӗ пулса тӑрать.
16 Суккӑр ертӳҫӗсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Мӗншӗн тесен эсир ҫапла калатӑр: „Кам та пулин хрампа тупа тӑвать пулсан, ку нимех те мар. Анчах кам та пулин храмӑн ылтӑнӗпе тупа тӑвать пулсан, унӑн хӑй мӗн каланине пурнӑҫламаллах“. 17 Ӑссӑрсем, суккӑрсем! Мӗн пӗлтерӗшлӗрех: ылтӑн-и е ылтӑна сӑваплӑ тунӑ храм-и? 18 Тата эсир ҫапла калатӑр: „Кам та пулин парне вырӑнӗпе тупа тӑвать пулсан, ку нимех те мар. Анчах кам та пулин ун ҫинчи парнепе тупа тӑвать пулсан, унӑн хӑй мӗн каланине пурнӑҫламаллах“. 19 Суккӑрсем! Мӗн пӗлтерӗшлӗрех: парне-и е ӑна сӑваплӑ тӑвакан парне вырӑнӗ-и? 20 Ҫапла вара кам парне вырӑнӗпе тупа тӑвать, ҫавӑ унпа та, ун ҫинче мӗн пуррипе те тупа тӑвать. 21 Кам хрампа тупа тӑвать, ҫавӑ унпа та, унта пурӑнакан Турӑпа та тупа тӑвать. 22 Кам тӳпепе тупа тӑвать, ҫавӑ Туррӑн престолӗпе те, ун ҫинче ларакан Турӑпа та тупа тӑвать.
23 Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗпитлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Мӗншӗн тесен эсир мятӑран, укропран тата зирӑран* вуннӑмӗш пайне паратӑр, анчах законри чи кирлине — тӗрӗслӗхе, хӗрхенессине тата шанчӑклӑ пулассине — пачах шута илместӗр. Сирӗн ӑна та тумаллаччӗ, кӑна та тумасӑр хӑвармалла марччӗ. 24 Суккӑр ертӳҫӗсем! Вӑрӑмтуна лекесрен эсир сӗрсе ӗҫетӗр, тӗвене вара ҫӑтса яратӑр!
25 Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗпитлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Мӗншӗн тесен эсир чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, анчах вӗсен ӑшӗ ҫӑткӑнлӑхпа*, кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн каяссипе тулнӑ. 26 Суккӑр фарисей, малтан чашӑк-тирӗке шалтан тасат, вара вӑл тулашӗнчен те таса пулӗ.
27 Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗпитлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Мӗншӗн тесен эсир шуратнӑ тупӑклӑхсем пек — тулашӗнчен вӗсем хитрен курӑнаҫҫӗ, ӑшӗнче вара вилнисен шӑмми-шакки, тӗрлӗ тасамарлӑх туп-тулли. 28 Эсир те ҫавнашкалах: пӑхма тӳрӗ ҫынсем пек курӑнатӑр, ӑшӑр вара икӗпитлӗхпе тата усаллӑхпа* тулнӑ.
29 Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗпитлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Мӗншӗн тесен эсир пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр, тӳрӗ ҫынсене пытарнӑ вырӑнсене илемлететӗр. 30 Тата ҫапла калатӑр: „Эпир мӑн асаттесен вӑхӑтӗнче пурӑннӑ пулсан, вӗсемпе пӗрле пророксен юнне юхтарнӑ ҫӗре хутшӑнман пулӑттӑмӑр“. 31 Ҫапла эсир пророксене вӗлерекенсен ывӑлӗсем пулнине хӑвӑрах кӑтартса паратӑр. 32 Эппин, мӑн аслаҫӑрсем тума пуҫланине туса пӗтерӗр ӗнтӗ.
33 Ҫӗленсем, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑра суд туса гееннӑна пӑрахасран мӗнле хӑтӑлма пултарӑр эсир? 34 Ҫавӑнпа та эпӗ сирӗн пата пророксене, ӑсчахсене тата вӗрентекенсене яратӑп. Вӗсенчен хӑшне-пӗрне эсир вӗлеретӗр тата юпа ҫине пӑталатӑр, хӑшне-пӗрне вара синагогӑсенче чӗн пушӑпа хӗнетӗр, хуларан хулана хӑвалатӑр. 35 Ҫапла вара, ҫӗр ҫинче тӳрӗ ҫынсен тӑкӑннӑ пӗтӗм юнӗшӗн — тӳрӗ А́вель юнӗнчен пуҫласа парне вырӑнӗпе храм хушшинче хӑвӑр вӗлернӗ Вара́хия ывӑлӗ Заха́рия юнӗ таранах — эсир айӑплӑ пулатӑр. 36 Чӑн калатӑп сире: ҫакӑншӑн пуриншӗн те ҫак ӑру явап тытӗ.
37 Иерусалим, Иерусалим! Пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! Чӑх хӑйӗн чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарасшӑн пултӑм! Анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр. 38 Ҫавӑнпа та Турӑ сирӗн ҫурта пӑрахса каять*. 39 Калатӑп сире, хӑвӑр: „Иеговӑн* ячӗпе килекен пиллӗхлӗ пултӑр!“ — тесе каличчен эсир мана кураймӑр».