Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • 2 Фессалоника 3
  • Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

2 Фессалоника. Кӗскен каласа пани

      • Кӗлтӑвӑр (1—5)

      • Йӗркерен тухакансенчен пӑрӑнса ҫӳрӗр (6—15)

      • Юлашкинчен каланӑ сӑмахсем (16—18)

2 Фессалоника 3:1

Сноскӑсем

  • *

    А5-мӗш приложение пӑхӑр.

2 Фессалоника 3:3

Сноскӑсем

  • *

    Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усалтан».

2 Фессалоника 3:6

Сноскӑсем

  • *

    Е, тен, «вӗсене».

  • *

    Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «панӑ йӑла-йӗркесемпе».

2 Фессалоника 3:14

Сноскӑсем

  • *

    Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ун ҫине паллӑ лартӑр».

2 Фессалоника 3:16

Сноскӑсем

  • *

    Е «канӑҫлӑх».

  • Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
  • 1
  • 2
  • 3
  • 4
  • 5
  • 6
  • 7
  • 8
  • 9
  • 10
  • 11
  • 12
  • 13
  • 14
  • 15
  • 16
  • 17
  • 18
Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
2 Фессалоника 3:1–18

2 Фессалоника

3 Ҫапла вара, тӑвансем, пирӗншӗн кӗлтӑвӑр: Иеговӑн* сӑмахӗ хӑвӑрт сарӑлтӑрччӗ, унӑн сӑмахӗ сирӗн хушшӑрта мухтава тухнӑ пек мухтава тухтӑрччӗ 2 тата Турӑ пире сиен кӳрекен усал ҫынсенчен хӑтартӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен пурте ӗненмеҫҫӗ. 3 Анчах та Ҫӳлхуҫа шанчӑклӑ, вӑл сире ҫирӗплетӗ тата Шуйттанран* хӳтӗлӗ. 4 Эпир вара, Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн пыракансем пулнӑ май, сире хамӑр мӗн хушнине эсир халӗ те туни пирки, малашне те туса тӑрасси пирки иккӗленместпӗр. 5 Сирӗн Турра юратса пурӑнмалла пултӑр тесе тата Христос хыҫҫӑн пымашкӑн чӑтӑмлӑ пулмалла пултӑр тесе Ҫӳлхуҫа малалла та сирӗн чӗресене ертсе пытӑр.

6 Тӑвансем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе калатпӑр сире: йӗркерен тухакан, эпир сире* мӗне вӗрентнипе* килӗшӳллӗн пурӑнман кирек мӗнле тӑванран та пӑрӑнса ҫӳрӗр. 7 Хӑш тӗлӗшрен пирӗнтен тӗслӗх илмеллине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эпир сирӗн патра пулнӑ чухне йӗркерен тухса пурӑнмарӑмӑр, 8 никам патӗнче те ҫӑкӑр ахаль ҫимерӗмӗр. Пачах урӑхла, сирӗнтен никама та чӑрмав кӳрес мар тесе эпир кунӗн-ҫӗрӗн йывӑр ӗҫлесе пурӑнтӑмӑр. 9 Эпир ҫавна сирӗнтен пулӑшу ыйтма ирӗк ҫуккипе мар, сире тӗслӗх кӑтартас тесе турӑмӑр. 10 Эпир сирӗн патра пулнӑ чухнех сире ҫапла хушнӑччӗ: «Кам ӗҫлесшӗн мар, ҫавӑ ан ҫитӗр те». 11 Анчах та эпир сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем йӗркерен тухни ҫинчен, ӗҫлеменни ҫинчен тата хӑйсен сӑмсине ыттисен ӗҫне чикни ҫинчен илтетпӗр. 12 Ҫакӑн пек ҫынсене эпир Иисус Христос Ҫӳлхуҫа ячӗпе акӑ мӗн тума хушатпӑр тата ӳкӗтлетпӗр: вӗсем хӑйсен ӗҫне туса шӑппӑн пурӑнччӑр тата хӑйсем валли пурӑнмалӑх ҫӑкӑр хӑйсемех ӗҫлесе илччӗр.

13 Эсир вара, тӑвансем, ырӑ туса алла ан усӑр. 14 Кам та пулин ҫак ҫырура эпир мӗн каланине итлемест пулсан, унпа асӑрхануллӑ пулӑр* тата ӑна намӑс пултӑр тесе унпа тек ан хутшӑнӑр. 15 Ҫапах та ӑна тӑшман вырӑнне ан хурӑр, малалла та ӑна тӑван вырӑнне хурса ӑса кӗртӗр.

16 Мир* Ҫӳлхуҫи сире пур енчен те яланах мир патӑр. Ҫӳлхуҫа сирӗнпе пуринпе те пӗрле пултӑр.

17 Ҫак салам сӑмахӗсене эпӗ, Павел, хам аллӑмпах ҫыратӑп. Эпӗ хамӑн пур ҫырура та, вӗсем манран пулни паллӑ пултӑр тесе, ҫапла тӑватӑп.

18 Пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пуринпе те пӗрле пултӑр.

Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
Тухӑр
Кӗрӗр
  • Чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр