Рим
1 Христос Иисус чуринчен — Павелран. Мана апостол пулма чӗнсе илнӗ тата Туррӑн ырӑ хыпарне пӗлтерме уйӑрса илнӗ. 2 Турӑ ҫак ырӑ хыпар ҫинчен сӑваплӑ Ҫырусенче хӑйӗн пророкӗсем урлӑ малтанах каласа хунӑ. 3 Ҫак хыпар — унӑн Ывӑлӗ ҫинчен. Вӑл Давидӑн тӑхӑмӗ пулнӑ. 4 Турӑ ӑна святой сывлӑш хӑвачӗпе вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, ҫавна пула вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулни уҫҫӑн курӑннӑ. Вӑл — Иисус Христос, пирӗн Ҫӳлхуҫа. 5 Турӑ ун урлӑ пире хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартнӑ. Иисус, пур халӑхри ҫынсем ӗненнине пула ӑна итлеччӗр тата унӑн ятне хисеплеччӗр тесе, мана апостол пулма суйласа илчӗ. 6 Ҫав халӑхри ҫынсене чӗнсе илнӗ пекех, сире те Иисус Христос хыҫҫӑн пыма чӗнсе илнӗ. 7 Ҫак ҫырӑва эпӗ Римра пурӑнакансем патне пурин патне те — Турӑ камсене юратать тата камсене вӑл сӑваплӑ ҫынсем пулма суйласа илнӗ, ҫавсем патне — ҫыратӑп.
Пирӗн Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.
8 Чи малтан эпӗ ҫакна каласшӑн: эпӗ сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ хамӑн Турра тав тӑватӑп, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӳ ҫинчен пӗтӗм тӗнчипе калаҫаҫҫӗ. 9 Эпӗ Турӑшӑн, унӑн Ывӑлӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарса, пӗтӗм кӑмӑлтан ӗҫлесе тӑратӑп, вӑл вара эпӗ хамӑн кӗлӗсенче сире пӗрмай асӑннине курса-пӗлсе тӑрать. 10 Май пулсан тата Туррӑн ирӗкӗ пулсан, хӑҫан та пулин сирӗн пата пымалла пултӑрччӗ тесе эпӗ ӑна тархасласа ыйтатӑп. 11 Мӗншӗн тесен манӑн сире питӗ курас килет, вара эпӗ Турӑран илнӗ парнене парса* сире ҫирӗплетме пултарӑп, 12 е тӗрӗсрех каласан, эпир пӗр-пӗрин ӗненӗвӗпе пӗр-пӗрне хавхалантарма пултарӑпӑр.
13 Тӑвансем, манӑн сире ҫакна пӗлтерес килет: эпӗ ырӑ хыпар сарни урӑх халӑхсем хушшинче ҫимӗҫ панӑ пекех, сирӗн патра та ҫимӗҫ патӑр тесе эпӗ сирӗн пата темиҫе хут та пырасшӑн пултӑм, анчах май пулмарӗ. 14 Эпӗ грексемпе ют халӑх ҫыннисем* умӗнче те, ӑслисемпе вӗренменнисем умӗнче те парӑмлӑ. 15 Ҫавӑнпа эпӗ сире те, Римра пурӑнакансене, ырӑ хыпара питӗ пӗлтересшӗн. 16 Эпӗ ырӑ хыпар пӗлтерме вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен вӑл — Турӑ хӑвачӗ, ӗненекен кирек мӗнле ҫынна та вӑл ҫӑлать: малтан еврея, унтан грека. 17 Ҫак хыпар урлӑ Туррӑн тӳрӗлӗхӗ ӗненекенсемшӗн уҫӑлса пырать, ҫакӑ вара вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетет. Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «Тӳрӗ ҫын ӗненнине пула пурӑнӗ».
18 Турӑ ҫынсем тӑвакан пӗтӗм усаллӑхпа тӗрӗсмарлӑх* ҫине тӳперен хӑйӗн ҫиллине ярать. Ҫак ҫынсем ыттисене чӑнлӑха пӗлме памаҫҫӗ. 19 Турӑ ҫинчен мӗн пӗлме пулать, ҫавна вӗсене уҫӑмлӑн кӑтартнӑ — ӑна вӗсене Турӑ уҫса панӑ. 20 Туррӑн куҫа курӑнман лайӑх енӗсем тӗнчене тунӑранпах уҫӑмлӑн курӑнса тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир вӗсене вӑл тунӑ япаласене тӗпчесе пӗлме пултаратпӑр. Ҫав япаласем унӑн ӗмӗрхи хӑватне уҫса параҫҫӗ тата вӑл Турӑ пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Камсем ҫавна асӑрхасшӑн мар, ҫавсем хӑйсене тӳрре кӑлараймаҫҫӗ. 21 Ҫав ҫынсем Турра пӗлеҫҫӗ пулин те, вӗсем ӑна Турӑ вырӑнне хурса мухтамаҫҫӗ, ӑна тав та тумаҫҫӗ. Ун вырӑнне вара вӗсем ӑссӑрла шухӑшлама пуҫларӗҫ, вӗсен туйми пулнӑ чӗрисене сӗмлӗх хупларӗ. 22 Ҫакӑн пек ҫынсем хӑйсем пирки ӑслӑ теҫҫӗ пулин те, вӗсем ӑссӑр. 23 Вилӗмсӗр Турра чыслас вырӑнне вӗсем вилӗмлӗ ҫын евӗрлӗ, вӗҫен кайӑк евӗрлӗ, тӑватӑ ураллӑ чӗрчун тата ҫӗлен-калта евӗрлӗ йӗрӗхсене чыслаҫҫӗ.
24 Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене хӑйсен чӗрисен таса мар кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайма чарман, ҫапла вара вӗсем хӑйсен кӗлеткисене чыссӑрлатаҫҫӗ. 25 Вӗсем Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха суяпа улӑштарчӗҫ, вара вӗсем Пурне те Тунӑ Турра пуҫҫапас тата уншӑн ӗҫлесе тӑрас вырӑнне Турӑ тунӑ япаласене пуҫҫапаҫҫӗ тата вӗсемшӗн ӗҫлеҫҫӗ, анчах Турӑ кӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтава тивӗҫлӗ. Аминь. 26 Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене хӑйсем тӑвас текен намӑссӑр аскӑн ӗҫсене тума чарман. Хӗрарӑмсем йӗркеллӗ ар хутшӑнӑвне кӗрессине — арҫынсемпе арлӑ-арӑмлӑ пурӑнассине — йӗркесӗррипе улӑштарнӑ. 27 Ҫавӑн пекех арҫынсем те йӗркеллӗ ар хутшӑнӑвне кӗме — хӗрарӑмсемпе арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма — пӑрахнӑ та пӗр-пӗринпе, арҫынпа арҫын, асасшӑн ҫунса ирсӗр ӗҫсем тума пуҫланӑ. Вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗшӗн тивӗҫлӗ наказани илӗҫ.
28 Вӗсем Турра пӗлни кирлӗ мар тесе шутланӑран вӑл вӗсене юрӑхсӑрри ҫинчен шухӑшлама чарман, вара вӗсем тума юраманнине тума пуҫланӑ. 29 Вӗсен ӑшӗнче тӗрӗсмарлӑх*, йӗркесӗрлӗх, ҫӑткӑнлӑх, усаллӑх туллиех. Вӗсем ӑмсанаҫҫӗ, ҫынна вӗлереҫҫӗ, хирӗҫеҫҫӗ, улталаҫҫӗ, хаяр кӑмӑллӑ. Вӗсем сӑмах сараҫҫӗ, 30 элеклеҫҫӗ, Турра кураймаҫҫӗ, чӑрсӑр, хӑйсене мӑнна хураҫҫӗ, мухтанчӑк, усаллине тума ӑста, ашшӗ-амӑшне итлемеҫҫӗ. 31 Вӗсем ӑссӑр, хӑйсен сӑмахне тытмаҫҫӗ, ыттисене юратмаҫҫӗ тата хӗрхенмеҫҫӗ. 32 Ҫакӑн пек ӗҫсене тӑвакансем Турӑ законӗ тӑрӑх вилӗме тивӗҫлине вӗсем лайӑх пӗлеҫҫӗ, анчах вӗсем ҫак ӗҫсене тӑваҫҫӗ кӑна мар, вӗсем тата ҫак ӗҫсене тӑвакансене те ырлаҫҫӗ.