Иоанн
18 Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Кедро́н айлӑмӗн* тепӗр енне кайнӑ, унта сад пулнӑ. Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем ҫав сада кӗнӗ. 2 Иисус унта хӑйӗн вӗренекенӗсемпе час-часах тӗл пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна сутакан Иуда та ҫав вырӑна пӗлнӗ. 3 Ҫапла вара вӑл унта пӗр отряд салтак тата аслӑ священниксемпе фарисейсем янӑ хуралҫӑсене илсе пынӑ. Вӗсем ҫутаткӑҫсемпе, хунарсемпе, хӗҫсемпе тата чукмарсемпе пынӑ. 4 Иисус, хӑйӗнпе мӗн пулассине йӑлтах пӗлсе тӑрса, вӗсене хирӗҫ тухнӑ та: «Кама шыратӑр?» — тесе ыйтнӑ. 5 Вӗсем ӑна хуравланӑ: «Назаре́т Иисусне». Иисус вӗсене: «Вӑл эпӗ», — тенӗ. Ӑна сутакан Иуда та вӗсемпе пӗрле тӑнӑ.
6 Иисус «вӑл эпӗ» тесен, вӗсем каялла чакса ҫӗре ӳкнӗ. 7 Вара вӑл вӗсенчен каллех ыйтнӑ: «Эсир кама шыратӑр?» Вӗсем: «Назаре́т Иисусне», — тенӗ. 8 Иисус каланӑ: «Вӑл эпӗ тесе сире каларӑм-ҫке. Мана шыратӑр пулсан, вӗсене кайма ирӗк парӑр». 9 Ҫакна вӑл хӑй калани — «Эсӗ мана панисенчен эпӗ пӗрне те ҫухатмарӑм» тени — пурнӑҫлантӑр тесе каланӑ.
10 Си́мон Пётрӑн хӗҫ пулнӑ. Вӑл ӑна туртса кӑларнӑ та чи аслӑ священникӑн чури ҫине сулса ярса унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ. Ҫав чура Малх ятлӑ пулнӑ. 11 Иисус Пётра каланӑ: «Хӗҫне йӗннине чиксе хур. Атте панӑ куркаран манӑн ӗҫмелле мар-им?»
12 Унтан салтаксем, ҫар пуҫлӑхӗ тата иудейсем янӑ хуралҫӑсем Иисуса тытса ҫыхнӑ. 13 Малтан ӑна Анна патне илсе пынӑ, мӗншӗн тесен Анна ҫав ҫул чи аслӑ священникра ларакан Каиа́фӑн хуньӑшӗ пулнӑ. 14 Шӑп ҫав Каиа́фа ӗнтӗ иудейсене пӗр ҫын халӑхшӑн вилни хӑвӑршӑнах лайӑх пулать тесе канаш панӑ пулнӑ.
15 Си́мон Пётрпа тепӗр вӗренекен Иисус хыҫҫӑн пынӑ. Ҫав вӗренекене чи аслӑ священник пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл Иисуспа пӗрле чи аслӑ священник картишне кӗнӗ. 16 Пётр тулта, хапха умӗнче тӑрса юлнӑ. Вара ҫав вӗренекен, чи аслӑ священник паллаканскер, тухнӑ та, хапха хураллакан хӗрарӑм тарҫӑпа калаҫса илсе, Пётра та илсе кӗнӗ. 17 Ҫав хӗрарӑм тарҫӑ Пётртан ыйтнӑ: «Эсӗ те ҫак ҫыннӑн вӗренекенӗ мар-и?» Вӑл: «Ҫук», — тенӗ. 18 Сивӗ пулнӑран чурасемпе хуралҫӑсем вут чӗртсе янӑ та ун тавра ӑшӑнса тӑнӑ. Пётр та вӗсемпе пӗрле ӑшӑнса тӑнӑ.
19 Ҫав вӑхӑтра аслӑ священник Иисусран унӑн вӗренекенӗсем ҫинчен тата унӑн вӗрентӗвӗсем ҫинчен ыйтнӑ. 20 Иисус ӑна хуравласа каланӑ: «Эпӗ ҫынсене уҫҫӑн вӗрентрӗм. Эпӗ иудейсем пуҫтарӑнакан синагогӑсенче тата храмра яланах вӗрентсе тӑтӑм, вӑрттӑн нимӗн те каламарӑм. 21 Мӗншӗн эсӗ манран ыйтатӑн? Эпӗ мӗн каланине илтнисенчен ыйт. Вӗсем эпӗ мӗн каланине пӗлеҫҫӗ». 22 Вӑл ҫакна каланӑ хыҫҫӑн юнашар тӑракан хуралҫӑсенчен пӗри Иисуса питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: «Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и?» 23 Иисус ӑна хуравланӑ: «Эпӗ тӗрӗс мар каларӑм пулсан, мӗн тӗрӗс маррине кала*. Эпӗ тӗрӗс каларӑм пулсан, мӗншӗн эсӗ мана ҫапатӑн?» 24 Анна вара Иисуса, ҫыхнӑскере, чи аслӑ священник Каиа́фа патне янӑ.
25 Си́мон Пётр ҫаплах ӑшӑнса тӑнӑ. Ҫавӑн чухне унран ыйтнӑ: «Эсӗ те унӑн вӗренекенӗ мар-и?» — «Ҫук», — тесе туннӑ вӑл. 26 Чи аслӑ священникӑн чурисенчен пӗри, хӑлхине Пётр касса татнин хурӑнташӗ, ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана унпа пӗрле садра курманччӗ-и-ха?» 27 Пётр каллех туннӑ. Ҫав самантрах автан авӑтса янӑ.
28 Унтан Иисуса Каиа́фа патӗнчен пуҫлӑх керменне илсе пынӑ. Ҫакӑ ирхине ирех пулнӑ. Иисуса илсе пыракансем ирсӗрленес мар тесе пуҫлӑх керменне кӗрес темен, мӗншӗн тесен кӗрсен вӗсем Пасха апатне ҫиме пултарайман пулӗччӗҫ. 29 Ҫавӑнпа Пила́т вӗсем патне хӑй тухнӑ та: «Эсир ҫак ҫынна мӗн пирки айӑплатӑр?» — тенӗ. 30 Вӗсем ӑна хуравланӑ: «Вӑл усал ӗҫ туман пулсан*, эпир ӑна сана тытса паман пулӑттӑмӑр». 31 Пила́т вара вӗсене каланӑ: «Ӑна илсе кайӑр та хӑвӑр законпа суд тӑвӑр». Иудейсем ӑна каланӑ: «Пире никама та вӗлерме ирӗк паман». 32 Ҫакӑ Иисус хӑй мӗнле вилӗмпе вилесси ҫинчен калани пурнӑҫлантӑр тесе пулса иртнӗ.
33 Вара Пила́т хӑйӗн керменне каялла кӗнӗ те Иисуса чӗнсе илсе унран ыйтнӑ: «Эсӗ иудейсен патши-и?» 34 Иисус хуравланӑ: «Эсӗ хӑв ҫапла шутлатӑн-и е сана ман пирки ыттисем каласа пачӗҫ-и?» 35 Пила́т каланӑ: «Эпӗ иудей-им? Сана хӑвӑн халӑхупа аслӑ священниксем ман алла тытса пачӗҫ. Эсӗ мӗн тунӑ?» 36 Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: «Манӑн Патшалӑх ҫак тӗнчерен мар. Манӑн Патшалӑх ку тӗнчерен пулнӑ пулсан, манӑн вӗренекенсем мана иудейсен аллине парас мар тесе кӗрешнӗ пулӗччӗҫ. Анчах манӑн Патшалӑх кунтан мар». 37 Пила́т вара ӑна каланӑ: «Эппин, эсӗ патша-и?» Иисус хуравланӑ: «Эпӗ патша тесе эсӗ хӑвах калатӑн. Эпӗ тӗнчене чӑнлӑх ҫинчен пӗлтерме ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ. Кам чӑнлӑх майлӑ, ҫавӑ эпӗ мӗн каланине итлет». 38 Пила́т ӑна каланӑ: «Чӑнлӑх мӗн вӑл?»
Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл каллех иудейсем патне тухнӑ та вӗсене каланӑ: «Эпӗ унра нимӗнле айӑп та курмастӑп. 39 Унсӑр пуҫне, сирӗн йӑла тӑрӑх, Пасха уявӗнче эпӗ сире валли пӗр ҫынна ирӗке кӑларма пултаратӑп. Сире валли иудейсен патшине ирӗке кӑларса парас мар-и?» 40 Вара вӗсем: «Ӑна мар, Вараввӑна!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Вара́вва вӑрӑ-хурах пулнӑ.