Матфей
8 Иисус ту ҫинчен ансан, ун хыҫҫӑн питӗ нумай ҫын пынӑ. 2 Акӑ ун патне тилҫеллӗ ҫын пынӑ та ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. Вӑл ӑна: «Ҫӳлхуҫамӑм, тасатас килсенех, эсӗ мана тасатма пултаратӑн», — тенӗ. 3 Иисус аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе каланӑ: «Тасатас килет! Тасал». Лешӗ вара ҫав самантрах тилҫерен тасалнӑ. 4 Вара Иисус ӑна каланӑ: «Асту, ҫакӑн ҫинчен никама та ан кала. Священниксем эсӗ сывалнине курччӑр тесе хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей хушнӑ пек парне кӳр».
5 Иисус Капернаума кӗрсен, ун патне ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ* пынӑ та йӑлӑнса 6 ӑна ҫапла каланӑ: «Ырӑ ҫыннӑм, ман килте паралич ҫапнӑ тарҫӑм выртать, вӑл питӗ хытӑ асапланать». 7 Иисус ӑна каланӑ: «Эпӗ пырӑп та ӑна сыватӑп». 8 Ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ ӑна хуравланӑ: «Хуҫамӑм, эпӗ сана хамӑн киле кӗртме те тивӗҫлӗ мар. Кала ҫеҫ — манӑн тарҫӑм сывалӗ. 9 Эпӗ хам та пӑхӑнса тӑракан ҫын, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“ — тетӗп те, вӑл каять; теприне: „Кил!“ — тетӗп те, вӑл килет; хамӑн чурана та: „Ҫавна ту!“ — тесе хушсан, вӑл тӑвать». 10 Ҫакна илтсен Иисус тӗлӗнсех кайнӑ, вара хӑй хыҫҫӑн пыракансене каланӑ: «Чӑннине калатӑп сире: эпӗ Израиль ҫыннисем хушшинче ҫакӑн пек хытӑ ӗненекен ҫынна курманччӗ. 11 Анчах калатӑп сире: нумайӑшӗ хӗвелтухӑҫ тата хӗвеланӑҫ енчен килсе ҫӳлти Патшалӑхра Авраампа, Исаакпа тата Иаковпа пӗрле сӗтел хушшине ларӗҫ*, 12 Патшалӑх ывӑлӗсене вара тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ. Унта вӗсем уласа макӑрӗҫ тата шӑлне шатӑртаттарӗҫ». 13 Унтан Иисус ҫӗр салтак пуҫлӑхне каланӑ: «Каях, хӑв ӗненнӗ пек пултӑр сана». Вара лешӗн тарҫи ҫав самантрах сывалнӑ.
14 Иисус Пётрӑн килне пынӑ. Унта вӑл Пётрӑн хунямӑшӗ вырӑн ҫинче выртнине курнӑ, ӑна вӗрилентерсе пӑрахнӑ пулнӑ. 15 Иисус унӑн аллине сӗртӗннӗ те, ӑна вӗрилентерме пӑрахнӑ. Вара вӑл вырӑн ҫинчен тӑрса Иисуса хӑналама пуҫланӑ. 16 Каҫ пулсан, Иисус патне демонсем ярса илнӗ нумай ҫынна илсе пынӑ. Вара вӑл усал сывлӑшсене сӑмахпа хӑваласа кӑларнӑ тата чирлисене пурне те сыватнӑ. 17 Ҫапла Иса́ия пророкла калани пурнӑҫланнӑ: «Вӑл пирӗн хӗн-асапа хӑйӗн ҫине илчӗ, пирӗн чир-чӗре илсе кайрӗ».
18 Хӑй тавра халӑх питӗ нумай пулнине курсан, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене тинӗс леш енне каҫма хушнӑ. 19 Ун патне пӗр закон вӗрентӳҫи пынӑ та ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, эсӗ кирек ӑҫта кайсан та, эпӗ сан хыҫҫӑн пырӑп». 20 Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Тилӗсен те шӑтӑкӗ пур, кайӑксен те йӑви пур, Этем Ывӑлӗн вара хӑйӗн килӗ те ҫук*». 21 Унтан вӗренекенӗсенчен пӗри ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, малтан аттене кайса пытарма ирӗк парсам мана». 22 Вара Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пыр, вилнисене вилнисемех пытарччӑр».
23 Иисус вӗренекенӗсемпе пӗрле кимӗ ҫине ларнӑ. 24 Акӑ тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, хумсем кимме путарасла ҫапма пуҫланӑ, Иисус вара ҫывӑрнӑ. 25 Вӗсем ӑна вӑратса каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, ҫӑл пире, пӗтетпӗр!» 26 Анчах вӑл вӗсене каланӑ: «Мӗншӗн эсир ҫав тери хӑраса ӳкрӗр? Сирӗн ӗненӳ ӑҫта?*» Унтан вӑл тӑнӑ та ҫилпе тинӗсе чарӑнма хушнӑ, вара ҫанталӑк лӑпланнӑ. 27 Вӗренекенӗсем тӗлӗнсе: «Кам-ши ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать!» — тенӗ.
28 Иисус тинӗс леш енне Гада́ра ҫӗрне ҫитсен, ӑна хирӗҫ масар* ҫинчен демонсем ярса илнӗ икӗ ҫын чупса тухнӑ. Вӗсем ҫав тери тискер пулнӑран ҫав ҫулпа никам та иртсе ҫӳреме хӑяйман. 29 Вӗсем кӑшкӑрса каланӑ: «Турӑ Ывӑлӗ, сана пирӗнтен мӗн кирлӗ? Эсӗ кунта вӑхӑт ҫитичченех пире асаплантарма килтӗн-и?» 30 Вӗсенчен аякра сыснасен пӗр пысӑк кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. 31 Демонсем Иисуса: «Эсӗ пире хӑваласа кӑларатӑн пулсан, пире сыснасем ӑшне яр», — тесе йӑлӑнма пуҫланӑ. 32 Вӑл вӗсене: «Кайӑр!» — тенӗ. Лешӗсем вара ҫынсен ӑшӗнчен тухса сыснасем ӑшне кӗнӗ, вара пӗтӗм кӗтӳ чӑнкӑ ҫыранран тинӗсе сикнӗ те путса вилнӗ. 33 Сысна кӗтӗвне пӑхакансем хулана чупса кайнӑ та мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех каласа панӑ, демонсем ярса илнӗ ҫынсемпе мӗн пулса иртнине те каласа кӑтартнӑ. 34 Вара пӗтӗм хула Иисуса хирӗҫ тухнӑ. Иисуса курсан вӗсем ӑна хӑйсен тӑрӑхӗнчен кайма йӑлӑннӑ.