Марк
16 Шӑматкун иртсен, Мария Магдали́на, Иаков амӑшӗ Мария тата Саломи́я, Иисусӑн кӗлеткине кайса сӗрес тесе, ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем туяннӑ. 2 Эрнен малтанхи кунӗнче ирхине ирех, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, вӗсем тупӑклӑх патне кайнӑ. 3 Вӗсем пӗр-пӗринпе: «Тупӑклӑх шӑтӑкӗ умӗнчи чула пире кам йӑвантарса куҫарса парӗ-ши?» — тесе калаҫса пынӑ. 4 Анчах унта ҫитсен вӗсем пӑхнӑ та курах кайнӑ: ҫав чул питӗ пысӑк пулнӑ пулин те, ӑна йӑвантарса куҫарса хунӑ. 5 Тупӑклӑха кӗрсен, вӗсем сылтӑм енче шурӑ вӑрӑм тумтир тӑхӑннӑ ҫамрӑк ҫын ларнине курнӑ, вара вӗсем тӗлӗнсе хытса кайнӑ. 6 Вӑл вӗсене каланӑ: «Ан тӗлӗнӗр. Эсир Назаре́т Иисусне, юпа ҫине пӑталанӑскере, шыратӑр вӗт. Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ. Вӑл кунта ҫук. Акӑ ӑна хунӑ вырӑн. 7 Эсир вара унӑн вӗренекенӗсене тата Пётра кайса калӑр: „Вӑл сире Галилейӑра кӗтӗ. Хӑй сире каланӑ пек, эсир ӑна унта куратӑр“». 8 Вӗсем хӑранипе чӗтресе тата хытӑ тӗлӗнсе тупӑклӑхран тухнӑ та чупса кайнӑ. Хӑранӑран вӗсем никама та нимӗн те каламан*.