2 Коринф
2 Эпӗ тепрехинче сирӗн пата пырсан сире кулянтармӑп тесе шутларӑм. 2 Эпӗ сире кулянтарсан, мана кам савӑнтарӗ? Кама кулянтартӑм, ҫавсем-и? 3 Хам мӗн ҫырнине эпӗ сирӗн пата пырсан манӑн кулянмалла мар, савӑнмалла пултӑрччӗ тесе ҫыртӑм. Мана мӗн савӑнтарни сире те савӑнтарасси пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп. 4 Питех те хурланнӑран тата чӗре ыратнӑран эпӗ сирӗн пата куҫҫуль юхтарса ҫыртӑм — сире кулянтарас тесе мар, эпӗ сире мӗн тери хытӑ юратнине пӗлтерес тесе ҫыртӑм.
5 Пӗр ҫынна пула кулянмалли тупӑнчӗ пулсан, вӑл мана мар, сире пурне те мӗн чухлӗ те пулин кулянтарчӗ. Анчах та эпӗ ҫакӑн пирки ытлашши каласшӑн мар. 6 Ҫав ҫынна нумайӑшӗ питлени ҫителӗклӗ. 7 Халӗ ӗнтӗ, вӑл ытлашши кулянса хуйха ан ӳктӗр тесен, сирӗн ӑна чӗререн каҫармалла тата йӑпатмалла. 8 Ҫавӑнпа ыйтатӑп сире: ӑна хӑвӑр юратни пирки шантарӑр. 9 Унсӑр пуҫне, эпӗ сирӗн пата эсир пур тӗлӗшрен те итленипе итлеменнине пӗлес тесе те ҫыртӑм. 10 Эсир кама та пулин каҫаратӑр пулсан, ӑна эпӗ те каҫаратӑп. Эпӗ мӗн каҫарнӑ (каҫармалли пулнӑ пулсан), ҫавна эпӗ сирӗншӗн Христос умӗнче каҫарнӑ. 11 Шуйттан пире ан улталатӑр тесен пирӗн пӗр-пӗрне каҫармалла, мӗншӗн тесен эпир унӑн меслечӗсем ҫинчен пӗлетпӗр.
12 Эпӗ Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерме Троадӑна ҫитсен тата ман валли Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлеме май уҫӑлсан*, 13 эпӗ канӑҫа ҫухатрӑм*, мӗншӗн тесен Тит тӑванӑма тупаймарӑм. Вара эпӗ унти вӗренекенсемпе сывпуллашрӑм та Македоние кайрӑм.
14 Тавах Турра, вӑл пире яланах Христоспа пӗрле, вӑрҫӑран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ салтаксене ертсе пынӑ пек, чаплӑн ертсе пырать тата пирӗн урлӑ хӑй ҫинчен калакан пӗлӗвӗн ырӑ шӑршине пур ҫӗрте те сарать! 15 Мӗншӗн тесен Турӑшӑн эпир — ҫӑлӑнаканнисем хушшинче те, пӗтекеннисем хушшинче те Христосӑн тутлӑ шӑрши. 16 Пӗтекеннисемшӗн вӑл — вилӗм патне илсе пыракан вилӗм шӑрши, ҫӑлӑнаканнисемшӗн вӑл — пурнӑҫ патне илсе пыракан пурнӑҫ шӑрши. Ҫакӑн пек ӗҫе тума кам юрӑхлӑ? 17 Эпир юрӑхлӑ, мӗншӗн тесен эпир, чылайӑшӗ тунӑ пек, Турӑ сӑмахне сутса тупӑш тумастпӑр, Турӑ янӑ ҫынсем пулнӑ май, Турӑ умӗнче Христос хыҫҫӑн пыракансем пулнӑ май, эпир чун-чӗререн калатпӑр.