Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • Апостолсен ӗҫӗсем 1
  • Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

Апостолсен ӗҫӗсем. Кӗскен каласа пани

      • Феофила каланӑ сӑмахсем (1—5)

      • Ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех каласа кӑтартакансем (6—8)

      • Иисус тӳпене ҫӗкленет (9—11)

      • Вӗренекенсем пӗрле пуҫтарӑнаҫҫӗ (12—14)

      • Иуда вырӑнне Матфие суйласа илеҫҫӗ (15—26)

Апостолсен ӗҫӗсем 1:5

Сноскӑсем

  • *

    Ҫакӑ вӗсене святой сывлӑшпа суйласа илессине пӗлтерет.

Апостолсен ӗҫӗсем 1:8

Сноскӑсем

  • *

    Е «манӑн свидетельсем».

Апостолсен ӗҫӗсем 1:12

Сноскӑсем

  • *

    Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «шӑматкун ҫулӗн тӑршшӗнче». Ку иудейсен шӑматкун утма юранӑ ҫулӑн тӑршшӗ.

Апостолсен ӗҫӗсем 1:20

Сноскӑсем

  • *

    Урӑхла каласан, пухушӑн тӑрӑшас ӗҫе ун вырӑнне урӑххи тутӑр.

Апостолсен ӗҫӗсем 1:22

Сноскӑсем

  • *

    Е «Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнин свидетелӗ».

Апостолсен ӗҫӗсем 1:24

Сноскӑсем

  • *

    А5-мӗш приложение пӑхӑр.

  • Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
  • 1
  • 2
  • 3
  • 4
  • 5
  • 6
  • 7
  • 8
  • 9
  • 10
  • 11
  • 12
  • 13
  • 14
  • 15
  • 16
  • 17
  • 18
  • 19
  • 20
  • 21
  • 22
  • 23
  • 24
  • 25
  • 26
Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Апостолсен ӗҫӗсем 1:1–26

Апостолсен ӗҫӗсем

1 Феофи́л, пӗрремӗш кӗнекере эпӗ сана Иисус хӑйне тӳпене иличчен мӗн-мӗн туни ҫинчен тата мӗне вӗрентни ҫинчен пӗтӗмпех каласа панӑччӗ. 2 Хӑйне тӳпене иличчен Иисус, святой сывлӑш пулӑшнипе, хӑй суйласа илнӗ апостолсене мӗн-мӗн тумаллине каласа хӑварнӑ. 3 Асапсем тӳснӗ хыҫҫӑн вӑл хӑй чӗрӗ пулнине уҫҫӑнах ҫирӗплетсе панӑ. Вӑл вӗсене 40 кун хушши нумай хутчен курӑннӑ тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каланӑ. 4 Вӗсемпе пӗрле пулнӑ чухне Иисус вӗсене ҫапла хушса хӑварнӑ: «Иерусалимран ан кайӑр, Атте хӑвӑра мӗн пама сӑмах панӑ, ҫавна кӗтӗр. Ун ҫинчен эсир манран илтнӗ ӗнтӗ. 5 Иоанн шыва кӗртнӗ, сире вара темиҫе кунран святой сывлӑшпа шыва кӗртӗҫ*».

6 Иисус вӗсемпе каллех тӗл пулсан, вӗсем унран ҫапла ыйтнӑ: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ Израиль патшалӑхне халӗ ҫӗнӗрен туса лартмастӑн-и?» 7 Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Атте хӑй ирӗкӗпе палӑртса хунӑ вӑхӑтсемпе тапхӑрсене сире пӗлме кирлӗ мар. 8 Анчах та святой сывлӑш сирӗн ҫине ансан, эсир хӑват илетӗр, вара Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех ман ҫинчен каласа кӑтартакансем* пулатӑр». 9 Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл вӗсен куҫӗ умӗнчех тӳпене ҫӗкленме пуҫланӑ, ӑна пӗлӗт хупласа илнӗ те — вӑл куҫран ҫухалнӑ. 10 Вӗсем тӳпенелле пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра сасартӑк вӗсен ҫумне шурӑ тумлӑ икӗ арҫын пырса тӑнӑ та 11 каланӑ: «Галиле́я ҫыннисем, мӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Эсир Иисуса хӑвӑр патран тӳпене илнине куртӑр. Вӑл тӳпене мӗнле ҫӗкленсе кайрӗ, килессе те ҫавнашкалах килӗ».

12 Вӗсем Олива тӑвӗ ҫинчен аннӑ та Иерусалима таврӑннӑ. (Ҫав ту Иерусалимран инҫех мар, пӗр ҫухрӑма яхӑн аякра*, вырнаҫнӑ пулнӑ.) 13 Хӑйсем чарӑннӑ пӳрте кӗрсен, вӗсем ҫӳлти пӳлӗме хӑпарнӑ. Кусем вӗсем Пётрпа Иоанн, Иаковпа Андрей, Филиппа Фома́, Варфоломейпа Матфей, Алфей ывӑлӗ Иаков, Си́мон (ӑна «хастарлӑскер» тесе чӗннӗ) тата Иаков ывӑлӗ Иуда пулнӑ. 14 Вӗсем пӗрмай пурте пӗрле пуҫтарӑнса кӗлтунӑ. Вӗсемпе пӗрле хӑш-пӗр хӗрарӑмсем, Иисусӑн амӑшӗ Мария тата Иисусӑн шӑллӗсем пулнӑ.

15 Ҫав кунсенчен пӗринче Пётр тӑвансем хушшине тӑрса — вӗсем 120-е яхӑн пулнӑ — каланӑ: 16 «Арҫын тӑвансем, святой сывлӑш Давид урлӑ Иуда пирки, Иисуса арестлеме ҫынсене ертсе пынӑскер пирки, пророкла каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланмалла пулнӑ. 17 Вӑл пирӗнтен пӗри пулнӑччӗ тата пирӗнпе пӗрле ҫак сӑваплӑ ӗҫе туса тӑнӑччӗ. 18 (Ҫав ҫын хӑй тунӑ усал ӗҫӗшӗн илнӗ укҫапа хир туянчӗ. Вӑл пуҫӗпе аялалла персе ансан, унӑн хырӑмӗ ҫурӑлса кайнӑ та, пӗтӗм ӑшӗ-чикки тухса ӳкнӗ. 19 Иерусалимра пурӑнакансем пурте ҫакӑн ҫинчен пӗлчӗҫ, вара ҫав хире хӑйсен тӑван чӗлхипе Акелдама́ тесе ят пачӗҫ, ку «юн хирӗ» тенине пӗлтерет.) 20 Псалом кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: „Унӑн кил-ҫурчӗ пушанса юлтӑр, унта пурӑнакан та ан пултӑр“ тата „Ӑна шанса панӑ ӗҫе урӑххи тутӑр*“. 21 Ҫавӑнпа та Иисус Ҫӳлхуҫа пирӗнпе пулнӑ чухне яланах хамӑрпа пӗрле ҫӳренӗ ҫынна суйласа илмелле. 22 Ҫав ҫын Иоанн Иисуса шыва кӗртнинчен пуҫласа ӑна тӳпене илнӗ кунчченех пирӗнпе пӗрле ҫӳренисенчен пӗри пулмалла. Унӑн, пирӗн пекех, Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине курнӑскер тата ҫавӑн ҫинчен пӗлтерекенскер* пулмалла».

23 Вара икӗ ҫынна сӗннӗ: Иосифа (ӑна Варса́ва тата Иу́ст тесе те чӗннӗ) тата Матфие. 24 Вара вӗсем ҫапла каласа кӗлтунӑ: «Иегова*, эсӗ пур ҫыннӑн чӗрине те пӗлетӗн. Ҫак иккӗшӗнчен эсӗ кама суйласа илнине кӑтартсамччӗ. 25 Апостол тивӗҫне — Иуда хӑй ҫулӗпе каяс тесе хӑварнӑ ӗҫе — ун вырӑнне камӑн тумалла-ши?» 26 Унтан вӗсем шӑпа янӑ та, шӑпи Матфие тухнӑ, вара ӑна 11 апостол йышне кӗртнӗ.

Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
Тухӑр
Кӗрӗр
  • чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр