Марк
6 Иисус унтан кайнӑ та хӑйӗн тӑван ҫӗрне килнӗ, ун хыҫҫӑн вӗренекенӗсем те пынӑ. 2 Шӑматкун ҫитсен, вӑл синагогӑра вӗрентме пуҫланӑ. Ӑна итлекенсенчен нумайӑшӗ хытӑ тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: «Ҫакна вӑл ӑҫтан пӗлет? Кам ӑна ҫакӑн пек ӑслӑлӑх, ҫакӑн пек хӑватлӑ ӗҫсене тума пултарулӑх панӑ? 3 Вӑл платник мар-и? Вӑл Мария ывӑлӗ тата Иаковпа Иосифӑн, Иудӑпа Си́монӑн пиччӗшӗ мар-и? Унӑн йӑмӑкӗсем те пирӗн хушшӑмӑртах пурӑнмаҫҫӗ-и?» Ҫапла вӗсем ӑна ӗненесшӗн пулман. 4 Иисус вӗсене каланӑ: «Пророка пур ҫӗрте те хисеплеҫҫӗ, ӑна тӑван ҫӗрӗнче, хурӑнташӗсем хушшинче тата хӑйӗн килӗнче ҫеҫ хисеплемеҫҫӗ». 5 Ҫавӑнпа вӑл унта нимӗнле хӑватлӑ ӗҫ те туман, темиҫе чирлӗ ҫын ҫине ҫеҫ аллине хурса сыватнӑ. 6 Иисус вӗсем ӗненменнинчен питӗ тӗлӗннӗ. Вара вӑл таврари ялсене кайнӑ та унта ҫынсене вӗрентнӗ.
7 Иисус 12 вӗренекенне чӗнсе илнӗ те вӗсене икшерӗн-икшерӗн яма пуҫланӑ. Вӑл вӗсене усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларма власть панӑ. 8 Иисус вӗсене ҫул ҫине туясӑр пуҫне нимӗн те: ҫӑкӑр та, хутаҫ та, пиҫиххи ӑшӗнче укҫа* та — илме хушман; 9 урисене сандали тӑхӑнма каланӑ, улӑштарса тӑхӑнмалли тумтир илмелле мар* тенӗ. 10 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Кирек хӑш киле кӗрсен те ҫав вырӑнтан кайиччен унтах юлӑр. 11 Мӗнле те пулин вырӑнта сире йышӑнмасан е итлемесен, унтан кайнӑ чухне урӑр ҫинчи тусана силлесе хӑварӑр, ҫапла эсир вӗсене асӑрхаттарнине кӑтартатӑр». 12 Вара вӗсем кайнӑ та ҫынсене ӳкӗнмелли ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ. 13 Вӗсем нумай демона хӑваласа кӑларнӑ, чылай чирлӗ ҫынна ҫупа сӗрнӗ тата сыватнӑ.
14 Ҫакӑн ҫинчен И́род* патша илтнӗ, мӗншӗн тесен Иисус ҫинчен пур ҫӗрте те калаҫнӑ. Пӗрисем ҫапла каланӑ: «Шыва кӗртекен Иоанн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, акӑ мӗншӗн вӑл хӑватлӑ ӗҫсем тума пултарать». 15 Теприсем: «Вӑл Илия́», — тенӗ. Тата теприсем: «Вӑл авалхи пророксем евӗрлӗ пророк», — тенӗ. 16 Ҫакна илтсен И́род: «Ку — эпӗ пуҫне кастарнӑ Иоанн, вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ», — тенӗ. 17 Унччен И́род Иоана арестлеме хушнӑ пулнӑ, вӑл ӑна сӑнчӑрласа тӗрмене хуптарнӑ. Ҫавна вӑл Иродиа́дӑшӑн, хӑйӗн Филипп пиччӗшӗн арӑмӗшӗн, тунӑ, вӑл ӑна качча илнӗ пулнӑ. 18 Иоанн вара Ирода: «Закон тӑрӑх санӑн пиччӳн арӑмӗпе пурӑнма юрамасть», — тесе пӗрре анчах мар каланӑ. 19 Ҫавӑншӑн Иродиа́да Иоанн ҫине тарӑхса ҫӳренӗ, вӑл ӑна вӗлересшӗн пулнӑ, анчах ҫавна тӑвайман, 20 мӗншӗн тесен И́род, Иоанн тӳрӗ те сӑваплӑ ҫын пулнине пӗлсе, унран хӑранӑ, вӑл ӑна хӳтӗленӗ. Иоана итленӗ чухне И́род унпа мӗн тумаллине пӗлмесӗр аптраса тӑнӑ, ҫав-ҫавах вӑл ӑна итлеме юратнӑ.
21 Пӗррехинче Иродиа́дӑшӑн майлӑ вӑхӑт ҫитнӗ. И́род хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявлама хӑйӗн аслӑ пуҫлӑхӗсем валли, ҫар пуҫӗсем тата Галилейӑри ятлӑ-сумлӑ ҫынсем валли каҫхи апат хатӗрленӗ. 22 Унта Иродиа́дӑн хӗрӗ пырса ташланӑ, вӑл ташлани Иродпа унӑн хӑнисене питӗ килӗшнӗ. Патша вара хӗре каланӑ: «Манран мӗн ыйтас килет, ҫавна ыйт — парӑп сана». 23 Тупа тусах И́род ӑна: «Эсӗ кирек мӗн ыйтсан та, парӑп сана, ҫур патшалӑх та парӑп», — тенӗ. 24 Хӗр тухнӑ та амӑшӗнчен: «Мӗн ыйтас-ши?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗ: «Шыва кӗртекен Иоанӑн пуҫне ыйт», — тенӗ. 25 Хӗрӗ васкасах патша патне кӗнӗ те: «Эпӗ ҫакна ыйтасшӑн: мана халех тирӗк ҫинче Шыва кӗртекен Иоанӑн пуҫне илсе килсе пар», — тенӗ. 26 Патша питӗ салхуланнӑ, анчах хӑнасем умӗнче тупа тунӑран хӗр мӗн ыйтнине тума килӗшнӗ. 27 Вара патша тӳрех хӑйӗн сыхлавҫине Иоанӑн пуҫне илсе килме хушнӑ. Лешӗ тӗрмене кайнӑ та Иоанӑн пуҫне каснӑ, 28 ӑна тирӗк ҫине хурса хӗре илсе килсе панӑ, хӗрӗ вара ӑна амӑшне панӑ. 29 Ҫакӑн ҫинчен илтсен, Иоанӑн вӗренекенӗсем килнӗ те унӑн кӗлеткине илсе кайса тупӑклӑха хунӑ.
30 Апостолсем Иисус патне пуҫтарӑннӑ та хӑйсем мӗн туни ҫинчен тата мӗне вӗрентни ҫинчен ӑна пӗтӗмпех каласа панӑ. 31 Нумай ҫын килсе кайнине пула вӗсен апат ҫиме те вӑхӑт пулман. Ҫавӑнпа вӑл вӗсене каланӑ: «Айтӑр ҫын ҫук ҫӗре каяр. Канӑр кӑштах». 32 Вара вӗсем пӗр хӑйсем ҫеҫ кимӗ ҫине ларса ҫын ҫук ҫӗре ишсе кайнӑ. 33 Анчах ҫынсем вӗсем ишсе кайнине курнӑ, вара ҫакӑн ҫинчен нумайӑшӗ пӗлнӗ. Пур хуларан та ҫынсем унта чупса кайнӑ та ҫав вырӑна вӗсенчен маларах ҫитнӗ. 34 Кимӗ ҫинчен тухсан Иисус халӑх питӗ нумаййӑн пухӑннине курнӑ. Вӑл вӗсене питӗ шелленӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӗтӳҫсӗр сурӑхсем пек пулнӑ. Вара вӑл вӗсене нумай япала ҫинчен вӗрентме пуҫланӑ.
35 Каҫ пуласпа унӑн вӗренекенӗсем ун патне пынӑ та каланӑ: «Ку — ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулчӗ. 36 Ҫынсене яр, вӗсем таврари ялсене кайса хӑйсем валли мӗн те пулин ҫимелли туянччӑр». 37 Вӑл вӗсене хуравланӑ: «Ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр». Вӗсем вара каланӑ: «Апла, пирӗн 200 дина́рилӗх* ҫӑкӑр кайса илсе ӑна ҫынсене памалла-и?» 38 Вӑл вӗсене каланӑ: «Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур? Кайса пӑхӑр-ха». Кайса пӗлсен вӗсем каланӑ: «Пиллӗк. Тата икӗ пулӑ пур». 39 Унтан вӑл ҫынсене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫерем ҫине ларса тухма хушнӑ. 40 Вара ҫынсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн 100-шерӗн, 50-шарӑн ларса тухнӑ. 41 Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илнӗ те тӳпенелле пӑхса кӗлтунӑ*. Унтан вӑл ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа ҫынсене валеҫсе памашкӑн вӗренекенӗсене пама пуҫланӑ. Икӗ пуллине те ҫавнашкалах валеҫнӗ. 42 Пурте ҫисе тӑраннӑ. 43 Пулӑсемсӗр пуҫне, юлнӑ ҫӑкӑр татӑкӗсене 12 карҫинкка туллиех пуҫтарнӑ. 44 Ҫӑкӑр ҫинӗ арҫынсен шучӗ 5 000 пулнӑ.
45 Ҫакӑн хыҫҫӑнах Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса тепӗр енне, Вифсаи́да еннелле, ишсе кайма хушнӑ. Хӑй вара халӑха ӑсатма юлнӑ. 46 Ҫынсемпе сывпуллашсан вӑл ту ҫине кӗлтума хӑпарнӑ. 47 Каҫ пулсан, кимӗ тинӗс варрине ҫитнӗ, Иисус вара ту ҫинче пӗчченех пулнӑ. 48 Тул ҫутӑласпа* Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем вӑйран кайса кӗсменпе авӑсса ҫиле хирӗҫ ишнине курнӑ, вара вӑл тинӗс ҫийӗпе утса вӗсем патне кайнӑ, анчах вӑл вӗсенчен иртсе каяс пекех утнӑ. 49 Вӗсем, вӑл тинӗс ҫийӗпе утнине курсан, ку мӗлке тесе шухӑшланӑ та кӑшкӑрсах янӑ, 50 мӗншӗн тесен ӑна курсан вӗсем пурте хӑраса ӳкнӗ. Анчах Иисус вӗсене тӳрех каланӑ: «Хӑюллӑ пулӑр! Ан хӑрӑр, ку эпӗ». 51 Унтан вӑл вӗсем патне кимӗ ҫине ларнӑ та, ҫил чарӑннӑ. Вӗренекенӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, 52 мӗншӗн тесен ҫӑкӑрсемпе тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫ мӗне пӗлтернине вӗсем ӑнланса илмен пулнӑ, вӗсен чӗрисем ҫавна халӗ те ӑнланма пултарайман.
53 Тинӗс урлӑ каҫсан, вӗсем Геннисаре́т ҫӗрне ҫитнӗ те ҫыран хӗрринче якорь ярса чарӑнса тӑнӑ. 54 Вӗсем кимӗ ҫинчен тухсанах, ҫынсем Иисуса палласа илнӗ те 55 ун ҫинчен пӗтӗм тавралӑха пӗлтерсе чупса ҫаврӑннӑ. Вара ҫынсем хӑйсем илтнӗ тӑрӑх Иисус ӑҫта пулнӑ, ҫав вырӑна чирлӗ ҫынсене наҫилккасемпе илсе пыма пуҫланӑ. 56 Вӑл кирек ӑҫта пырсан та — яла-и, хулана-и — пур ҫӗрте те ҫынсем чирлисене пасара илсе пырса вырттарнӑ. Вӗсем Иисуса ҫиелти тумтирӳн аркин ҫӳҫине те пулин сӗртӗнтерсем тесе йӑлӑннӑ. Камсем сӗртӗннӗ, ҫавсем пурте сывалнӑ.