Эфес
2 Турӑ сире, хӑвӑрӑн ҫылӑхсене пула вилнӗскерсене, чӗртнӗ. 2 Тахҫан эсир ҫав ҫылӑхсене туса ҫак тӗнчери ҫынсем пурӑннӑ пек пурӑннӑ, эсир ҫак тӗнчен сывлӑшӗпе хуҫаланакан пуҫлӑха пӑхӑнса пурӑннӑ. Ҫак сывлӑш халӗ итлемен ҫынсем ҫине витӗм кӳрсе тӑрать. 3 Эпир пурте тахҫан хамӑра вӗсем пек тытнӑ, эпир хамӑр ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайнӑ, ҫылӑхлӑ кӗлетке тӑвас тенӗ пек тата хамӑр шухӑшланӑ пек тунӑ. Тата эпир, ыттисем пекех, мӗн ҫуралнӑранпах Туррӑн ҫиллине тивӗҫлӗ* пулнӑ. 4 Анчах та Турӑ, ҫав тери хӗрхенекенскер, питӗ хытӑ юратнӑран 5 пире, хамӑр ҫылӑхсене пула вилнӗскерсене, Христоспа пӗрле чӗртнӗ. (Эсир унӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула ҫӑлӑннӑ.) 6 Унтан та ытла, эпир Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑнӑран Турӑ пире чӗртсе унпа пӗрле тӳпере лартнӑ. 7 Ҫавна вӑл ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран пире, Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракансене, пуласлӑхра* хӑйӗн калама ҫук виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартас тесе тунӑ.
8 Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула эсир хӑвӑр ӗненнипе ҫӑлӑннӑ. Ҫакӑ хӑвӑр тӑрӑшнине пула пулман, ку вӑл — Турӑ панӑ парне. 9 Ҫапла, эсир хӑвӑр ӗҫӗрсене пула ҫӑлӑнман, ҫавӑнпа никамӑн та мухтанма сӑлтав ҫук. 10 Эпир — Турӑ аллин ӗҫӗ; вӑл пире, Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракансене, ырӑ ӗҫсем туччӑр тесе тунӑ. Ҫав ӗҫсене вӑл пире валли малтанах палӑртса хунӑ.
11 Ҫавӑнпа ҫакна асра тытӑр: тахҫан сире, ҫуралнӑранпа урӑх халӑх ҫыннисене, ӳт кастарнисем — камӑн ӳтне ҫынсем каснӑ, ҫавсем — «ӳт кастарманнисем» тетчӗҫ. 12 Ун чухне эсир Христоссӑр пулнӑ, Израиль халӑхӗ шутне кӗмен тата Турӑ сӑмах панипе ҫыхӑннӑ килӗшӳсенче тӑман, эсир ҫак тӗнчере шанчӑксӑр тата Турӑсӑр пурӑннӑ. 13 Халӗ вара эсир Христос Иисуспа пӗрлӗхре. Унччен эсир Турра пӗлмен, анчах Христосӑн юнне пула эсир ӑна пӗлтӗр. 14 Мӗншӗн тесен Христос пире валли мир илсе килнӗ, вӑл икӗ ушкӑна пӗрлештернӗ тата вӗсене уйӑрса тӑракан хӳмене аркатнӑ. 15 Хӑйӗн кӗлеткине панипе вӑл заповедьсемпе хушусенчен тӑракан закона — ҫак икӗ ушкӑна пӗр-пӗриншӗн тӑшмансем тунӑ закона — пӑрахӑҫланӑ. Ҫакна вӑл хӑйӗнпе пӗрлӗхре тӑракан икӗ ушкӑнран ҫӗнӗ халӑх* тӑвас тесе тата мир тӑвас тесе тунӑ. 16 Асап юпи* ҫинче вилнипе вӑл ҫак тӑшманлӑха пӗтернӗ, икӗ ушкӑнран пӗр халӑх* туса Турӑпа мирлештернӗ. 17 Вӑл килнӗ те сире — Турра пӗлменнисене те, пӗлнисене те — мир ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтернӗ. 18 Христос урлӑ эпир пурте — кусем те, теприсем те — Аттене кӗлтума пултаратпӑр, мӗншӗн тесен эпир пурте пӗр святой сывлӑшах илнӗ.
19 Ҫавӑнпа та эсир урӑх ют мар, ют ҫӗршыв гражданӗсем те мар, сирӗн сӑваплӑ ҫынсемпе пӗр гражданлӑх тата эсир — Туррӑн ҫемйинчисем. 20 Сире апостолсемпе пророксенчен тӑракан никӗс ҫине туса лартнӑ, никӗсри кӗтес чулӗ вара — Христос Иисус хӑй. 21 Унпа пӗрлӗхре тӑракан пӗтӗм ҫурт ӳссе пырса Иеговӑн* сӑваплӑ храмӗ пулса тӑрать. Ҫак ҫуртӑн пайӗсем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн сыпӑнса тӑраҫҫӗ. 22 Христоспа пӗрлӗхре тӑнӑран эсир те ҫак ҫуртӑн пайӗсем пулса тӑратӑр. Ҫак ҫуртра Турӑ пурӑнать, унта унӑн сывлӑшӗ.