Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • 1 Фессалоника 1
  • Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

1 Фессалоника. Кӗскен каласа пани

      • Салам сӑмахӗсем (1)

      • Фессалоникӑри тӑвансем ӗненнӗшӗн Турра тав туни (2—10)

1 Фессалоника 1:1

Сноскӑсем

  • *

    Ӑна тата Си́ла тесе чӗннӗ.

  • *

    Е «канӑҫлӑх».

1 Фессалоника 1:8

Сноскӑсем

  • *

    А5-мӗш приложение пӑхӑр.

1 Фессалоника 1:9

Сноскӑсем

  • *

    Е «Туррӑн чурисем пулас».

  • Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
  • 1
  • 2
  • 3
  • 4
  • 5
  • 6
  • 7
  • 8
  • 9
  • 10
Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
1 Фессалоника 1:1–10

1 Фессалоника

1 Павел, Силуа́н* тата Тимофей — пирӗн Атте Турӑпа тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫапа пӗрлӗхре тӑракан Фессалоникӑри пухӑва.

Сирӗнпе пӗрле виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.

2 Хамӑр кӗлӗсенче сире пурне те аса илнӗ чухне эпир яланах Турра тав тӑватпӑр. 3 Эсир ӗненсе, юратса ӗҫленине тата хамӑрӑн Иисус Христос Ҫӳлхуҫа ҫине шаннине пула йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернине эпир хамӑр Атте Турӑ умӗнче нихӑҫан та манмастпӑр. 4 Тӑвансем, Турӑ юратаканскерсем, вӑл сире суйласа илнине эпир пӗлетпӗр. 5 Мӗншӗн тесен сире ырӑ хыпара пӗлтернӗ чухне эпир ӑна сӑмахпа кӑна каламарӑмӑр, святой сывлӑш хӑвачӗпе пӗр иккӗленмесӗр каларӑмӑр, ҫав хыпар сирӗн ҫине вӑйлӑ витӗм кӳчӗ. Сирӗнпе пӗрле пулнӑ чухне эпир сирӗншӗн мӗнлерех ҫынсем пулса тӑнине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр. 6 Эсир, пирӗнтен тата Ҫӳлхуҫаран тӗслӗх илсе, нумай асап курнине пӑхмасӑрах Турӑ сӑмахне святой сывлӑш паракан савӑнӑҫпа йышӑнтӑр. 7 Ҫапла майпа эсир хӑвӑр та Македонири тата Ахайӑри ӗненекенсемшӗн пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑтӑр.

8 Сире пула Иеговӑн* сӑмахне Македонире тата Ахайӑра кӑна мар, ытти вырӑнсенче те илтрӗҫ, тата эсир Турра ӗненни ҫинчен пур ҫӗрте те пӗлчӗҫ, ҫавӑнпа пирӗн урӑх нимӗн те калама кирлӗ мар. 9 Эпир сирӗнпе пӗрремӗш хут мӗнле тӗл пулни ҫинчен тата эсир чӗрӗ те чӑн Турӑшӑн ӗҫлес* тесе хӑвӑрӑн йӗрӗхсене хӑварса Турӑ енне ҫаврӑнни ҫинчен пурте каласа параҫҫӗ. 10 Ҫакна эсир вӑл вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлӗ, пире Туррӑн ҫитес ҫиллинчен хӑтаракан Иисус, тӳперен килессе кӗтсе тӑрас тесе те турӑр.

Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
Тухӑр
Кӗрӗр
  • чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр