Еврейсем
7 Ҫав Мелхиседе́к, Сали́м патши, Ҫӳлти Туррӑн священникӗ, Авраа́м патшасене ҫӗнтерсе таврӑннӑ чухне ӑна хирӗҫ тухнӑ та пилленӗ. 2 Авраа́м вара ӑна пӗтӗм тупӑшӑн вуннӑмӗш пайне панӑ. Мелхиседе́кӑн ячӗ «тӳрӗлӗхӗн патши» тенине пӗлтерет, тата вӑл Сали́м патши, урӑхла каласан, «мир* патши». 3 Унӑн ашшӗпе амӑшӗ кам пулни паллӑ мар, унӑн йӑх-кӑкӗ ҫинчен, вӑл хӑҫан ҫуралнипе хӑҫан вилни ҫинчен ниҫта та ҫырса хуман. Ҫак тӗлӗшрен вӑл Туррӑн Ывӑлӗ пекех, вӑл яланлӑхах священник пулса юлать.
4 Шухӑшласа пӑхӑр-ха: вӑл мӗн тери аслӑ пулнӑ — ӑна Авраа́м, йӑх пуҫӗ*, чи лайӑх тупӑшӑн вуннӑмӗш пайне панӑ. 5 Закон тӑрӑх, священниксем пулма суйласа лартнӑ Ле́вий ывӑлӗсен халӑхран, урӑхла каласан, хӑйсен тӑванӗсенчен, вӗсем те Авраа́мӑн тӑхӑмӗ пулин те, вуннӑмӗш пайне пуҫтармалла. 6 Ҫав ҫын вара, Ле́вий йӑхӗнчен пулман пулин те, Авраамран вуннӑмӗш пайне илнӗ тата кама Турӑ сӑмах панӑ, ҫавна пилленӗ. 7 Кӗҫӗнреххине аслӑраххи пиллет, кун пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. 8 Вуннӑмӗш пайне илекен левитсем — вилӗмлӗ ҫынсем. Вуннӑмӗш пайне илекен тепӗр ҫын пирки вара Ҫырура чӗрӗ тенӗ. 9 Вуннӑмӗш пайне илсе тӑракан Ле́вий та Авраа́м урлӑ вуннӑмӗш пайне тӳленӗ теме пулать, 10 мӗншӗн тесен Мелхиседе́к Авраама тӗл пулнӑ чухне Ле́вий ҫуралман пулнӑ-ха, вӑл Авраа́мӑн ҫуралас тӑхӑмӗ пулнӑ.
11 Енчен те Ле́вий йӑхӗнчи священниксем ӗҫлесе тӑни пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма май панӑ пулсан (вӗсем священниксем пулса ӗҫлессине халӑха панӑ законра палӑртнӑ), мӗншӗн-ха апла урӑх священник — Ааро́н евӗрли мар, Мелхиседе́к евӗрли — кирлӗ пулнӑ? 12 Священник пулас йӗрке улшӑнать пулсан, закона та улӑштармалла. 13 Эпир кам пирки калаҫатпӑр, ҫавӑ урӑх йӑхран тухнӑ вӗт. Ҫав йӑхран никам та парне вырӑнӗ умӗнче ӗҫлесе тӑман. 14 Паллӑ ӗнтӗ, пирӗн Ҫӳлхуҫа Иуда йӑхӗнчен тухнӑ, анчах та Моисей ҫак йӑхран священниксем тухасси пирки нимӗн те каламан.
15 Урӑх священник, Мелхиседе́к евӗрлӗ священник, килсен, ҫакӑ пурте тата уҫӑмлӑрах пулса тӑнӑ. 16 Вӑл закон хушнӑ пек хӑш йӑхран тухнине пула мар, пӗтми пурнӑҫ паракан хӑвата пула священник пулса тӑнӑ. 17 Мӗншӗн тесен ун ҫинчен Ҫырура ҫапла каланӑ: «Эсӗ — Мелхиседе́к евӗрлӗ священник, эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех священник пулатӑн».
18 Эппин, унчченхи заповедь вӑйсӑр та усӑсӑр пулнӑран пӑрахӑҫа тухнӑ. 19 Закон ниме те пӗр ҫитменлӗхсӗр туман, Турӑ пире панӑ лайӑхрах шанчӑк вара пурне те пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ, ҫав шанчӑка пула эпир Турӑпа ҫывӑхланса пыратпӑр. 20 Иисуса священник пулма суйласа лартнӑ чухне Турӑ тупа тунӑ 21 (священник пулма тупа тумасӑр суйласа лартнӑ ҫынсем те пур, ӑна вара тупа туса священник пулма суйласа лартнӑ. Тупа тӑваканӗ ӑна каланӑ: «Иегова* тупа тунӑ, вӑл хӑйӗн шухӑшне улӑштармӗ*: „Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех священник пулатӑн“»), 22 ҫавна пула Иисус малтанхинчен те лайӑхрах килӗшӗве ҫирӗплетсе паракан* пулса тӑнӑ. 23 Унсӑр пуҫне, священниксем ылмашӑнса тӑнӑ, мӗншӗн тесен вилӗм вӗсене хӑйсен ӗҫне малалла туса тӑма паман. 24 Иисус вара, вӑл ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑран, яланах священник пулӗ. 25 Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн урлӑ Турӑпа ҫывӑхланакансене ҫӑлма пултарать, мӗншӗн тесен вӑл вӗсемшӗн Турӑран ыйтса тӑмашкӑн яланах чӗрӗ.
26 Пире ҫакӑн пек чи аслӑ священник кирлӗ те — чунтан парӑннӑ, усал ӗҫ туман, айӑпа кӗмен, ҫылӑхлӑ ҫынсенчен уйрӑм тӑракан, тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленнӗ чи аслӑ священник кирлӗ. 27 Ытти чи аслӑ священниксемпе танлаштарсан, унӑн кашни кунах малтан хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн, унтан халӑх ҫылӑхӗсемшӗн парнесем кӳрсе тӑмалла мар. Вӑл хӑйне хӑй парнене кӳрсе ҫакна пӗрре тата яланлӑхах тунӑ. 28 Камсене закон тӑрӑх чи аслӑ священниксем пулма суйласа лартаҫҫӗ, ҫавсен ҫитменлӗхсем пур. Закон панӑ хыҫҫӑн тупа тунипе килӗшӳллӗн вара ӗмӗрлӗхех пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑнӑ Ывӑла суйласа лартнӑ.