Еврейсем
8 Эпир каланӑ сӑмахӑн тӗп шухӑшӗ ҫакӑ: пирӗн шӑп ҫавӑн пек чи аслӑ священник пур, вӑл аслӑ Туррӑн престолӗн сылтӑм енне ларнӑ, 2 вӑл чӑн чатӑрӑн сӑваплӑ вырӑнӗнче* ӗҫлесе тӑрать. Ҫав чатӑра ҫын мар, Иегова* лартнӑ. 3 Кирек хӑш чи аслӑ священника та пуснӑ парнесемпе ытти парнесем кӳме суйласа лартаҫҫӗ, ҫавӑнпа Иисусӑн та парне кӳмелле пулнӑ. 4 Вӑл ҫӗр ҫинче пулнӑ пулсан, священник пулман пулӗччӗ, мӗншӗн тесен кунта закон тӑрӑх парне кӳрекен священниксем пур. 5 Вӗсем ӗҫлесе тӑни — тӳперин мӗлки, тӳпери евӗрлӗ. Ҫакӑ Турӑ Моисея чатӑр тума пуҫличчен панӑ хушуран курӑнать, вӑл каланӑ: «Эсӗ пурне те хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ евӗрлӗ ту». 6 Анчах Иисуса чылай пахарах ӗҫ шанса панӑ, мӗншӗн тесен вӑл — малтанхинчен те лайӑхрах килӗшӗве тума пулӑшаканӗ*. Ҫав килӗшӗве сӑмах панипе, малтан сӑмах панинчен те лайӑхраххипе, законлӑ майпа ҫирӗплетнӗ.
7 Енчен те малтанхи килӗшӳ пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ пулсан, тепӗр килӗшӳ кирлӗ пулман пулӗччӗ. 8 Анчах та вӑл халӑхӑн ҫитменлӗхӗсене курса ҫапла калать: «„Эпӗ Израиль ҫыннисемпе тата Иуда ҫыннисемпе ҫӗнӗ килӗшӳ тӑвас кунсем ҫитеҫҫӗ, — тет Иегова*. — 9 Ку килӗшӳ эпӗ вӗсен мӑн аслашшӗсемпе тунӑ килӗшӳ пек пулмӗ. Эпӗ ҫав килӗшӗве вӗсене алран ҫавӑтса Египетран илсе тухнӑ чухне турӑм. Анчах вӗсем ӑна пӑсрӗҫ, ҫавӑнпа эпӗ вӗсемшӗн тӑрӑшма пӑрахрӑм“, — тет Иегова*.
10 „Акӑ эпӗ ҫав кунсем хыҫҫӑн Израиль ҫыннисемпе тӑвас килӗшӳ, — тет Иегова*. — Эпӗ хамӑн законсене вӗсен ӑс-тӑнне хывӑп, вӗсен чӗри ҫине ҫырса хурӑп. Эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем вара манӑн халӑхӑм пулӗҫ.
11 Вӗсенчен никам та хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине*, хӑйӗн тӑванне: ‚Иеговӑна* пӗлӗр!‘ — тесе урӑх вӗрентмӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте — ахаль ҫынсем те, ятлӑ-сумлисем те — мана пӗлӗҫ. 12 Эпӗ вӗсен усал* ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп“».
13 «Ҫӗнӗ килӗшӳ» тенипе вӑл малтанхи кивелнине кӑтартса парать. Кивелни тата юрӑхсӑра тухни вара кӗҫех пӗтӗ.