1 Пётр
1 Пётр, Иисус Христосӑн апостолӗ, — Понт, Гала́ти, Каппадо́ки, Ази* тата Вифи́ни тӑрӑх саланса кайнисене, ҫак тӗнчере вӑхӑтлӑха пурӑнакансене. 2 Атте Турӑ, хӑй малтанах шутласа хунӑ пек, сире суйласа илнӗ те святой сывлӑшпа сӑваплӑ тунӑ. Вӑл ҫакна сирӗн ӑна итлемелле пултӑр тесе тата Иисус Христосӑн юнӗпе тасалмалла пултӑр тесе тунӑ.
Турӑ хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне сире тата ытларах кӑтарттӑр, канӑҫлӑхне те тата ытларах патӑр.
3 Пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫан Туррине, унӑн Ашшӗне, мухтав пултӑр. Иисус Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине пула пирӗн чӗрӗ шанчӑк пултӑр тесе, вӑл пире хытӑ хӗрхеннӗрен ҫӗнӗрен ҫуралма пачӗ, 4 ҫапла пирӗн ирсӗрленмен, ҫӗрми тата пӗтми еткер илмелле пултӑр терӗ. Ҫак еткер тӳпере сире валли — 5 камсене ӗненнине пула Турӑ хӑйӗн вӑйӗпе ҫӑлӑнӑҫ валли сыхласа усрать, ҫавсем валли — упранать. Ҫав ҫӑлӑнӑҫ юлашки вӑхӑтра паллӑ пулӗ*. 6 Ҫавӑнпа та эсир, сирӗн тӗрлӗ йывӑрлӑха пула пӗр вӑхӑт хушши асап тӳсме тивет пулин те, питӗ савӑнатӑр. 7 Ҫак йывӑрлӑхсем сирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулнипе пулманни курӑнтӑр тесе пулса иртеҫҫӗ. Ҫапла майпа тӗрӗсленнӗ ӗненӳ вара ылтӑнран та — вут-ҫулӑмпа тӗрӗсленекен*, ҫавах пӗтекен ылтӑнран та — хаклӑрах. Ҫакӑн пек ӗненӳ Иисус Христос хӑйне уҫҫӑн кӑтартнӑ чухне сире чап, мухтав тата чыс кӳрӗ. 8 Эсир Христоса нихӑҫан та курман пулин те, ӑна юрататӑр. Эсир ӑна халӗ те курмастӑр, ҫапах та ӑна ӗненетӗр тата калама ҫук хытӑ савӑнатӑр, 9 мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр ӗненӗвӗн тӗллевӗ патне — ҫӑлӑнӑҫ патне — ҫитсе пыратӑр.
10 Турӑ сире парас виҫесӗр ырӑлӑх ҫинчен пророксем малтанах каласа хунӑ. Вӗсем ҫак ҫӑлӑнӑҫпа мӗн ҫыхӑннине пурне те тӗплӗн тишкернӗ, тӑрӑшса тӗпченӗ. 11 Вӗсен ӑшӗнчи святой сывлӑш Христос асапланасси ҫинчен, унтан мухтава тухасси ҫинчен вӗсене малтанах пӗлтернӗ. Пророксем ҫав сывлӑш Христос ҫинчен пӗлтерни хӑҫан тата мӗнлерех пурнӑҫланассине пӗлме тӑрӑшнӑ. 12 Турӑ ҫав пророксене вӗсем хӑйсемшӗн мар, сирӗншӗн ӗҫленине уҫса панӑ. Эсир пророксем мӗн ҫырни ҫинчен тӳперен янӑ святой сывлӑш пулӑшнипе хӑвӑра ырӑ хыпар пӗлтерекенсенчен пӗлнӗ. Ҫавӑн ҫинчен ангелсем те питӗ пӗлесшӗн.
13 Ҫавӑнпа та тӑрӑшса ӗҫлемешкӗн хӑвӑр ӑса ҫивӗчлетӗр, яланах чипер ӑс-тӑнлӑ пулӑр, Иисус Христос хӑйне уҫҫӑн кӑтартнӑ чухне хӑвӑра кӑтартас виҫесӗр ырӑлӑх ҫине шанӑр. 14 Итлекен ачасем пек пулса, Турра пӗлмен чухнехи кӑмӑл-туртӑма хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр, 15 хӑвӑра чӗнсе илнӗ Турӑ сӑваплӑ пулнӑ пек, кирек мӗн тунӑ чухне те сӑваплӑ пулӑр. 16 Ҫырура ҫапла каланӑ вӗт: «Сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесен эпӗ сӑваплӑ».
17 Ҫынна камне кура мар, ӗҫне кура суд тӑвакан Аттене кӗлтӑватӑр пулсан, ҫак тӗнчере вӑхӑтлӑха пурӑннӑ май, Турӑран хӑранине ӗҫсемпе кӑтартӑр. 18 Пӗлетӗр ӗнтӗ, сире мӑн аслаҫӑрсенчен* юлнӑ усӑсӑр пурнӑҫран темскер тутӑхса пӗтекеннипе, кӗмӗлпе е ылтӑнпа, хӑтарман*, 19 сире Христосӑн — пӗр кӑлтӑксӑр таса Путекӗн — хаклӑ юнӗпе хӑтарнӑ. 20 Вӑл килесси тӗнче никӗсне хывичченех паллӑ пулнӑ, анчах та хӑйне вӑл сирӗншӗн ҫак кунсен* вӗҫӗнче кӑтартнӑ. 21 Ӑна пула эсир Турра ӗненетӗр. Сирӗн Турра ӗненмелле тата шанмалла пултӑр тесе Турӑ ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ тата мухтава кӑларнӑ.
22 Чӑнлӑха пӑхӑннипе эсир тасалтӑр, ҫавна пула эсир пӗр-пӗрне чӑннипех, тӑванла юратрӑр. Халӗ вара пӗр-пӗрне пӗтӗм чӗререн, хытӑ юратӑр. 23 Сире ҫӗнӗрен ҫуратасса та ҫӗрекен вӑрлӑхран мар, чӗрӗ те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Туррӑн сӑмахӗ урлӑ ҫӗрми вӑрлӑхран ҫуратнӑ. 24 Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «Пур ҫын та курӑк пек, вӗсен пӗтӗм мухтавӗ хирти чечек пек. Курӑк типет, чечек тӑкӑнать, 25 Иеговӑн* сӑмахӗ вара ӗмӗрех пулать». Ҫак сӑмах вӑл — сире пӗлтернӗ ырӑ хыпар.