Еврейсем
11 Ӗненни вӑл — хамӑр шанчӑк пурнӑҫланасси пирки пӗртте иккӗленменни, куҫа курӑнманни чӑннипех пуррине уҫҫӑн ҫирӗплетсе пани. 2 Турӑ ӗлӗк-авал пурӑннӑ ҫынсене*, вӗсем ӗненнине кура, хӑй ырланине кӑтартнӑ*.
3 Ӗненнине пула эпир ҫакна ӑнланатпӑр: тӳпери те, ҫӗр ҫинчи те пурте* Турӑ сӑмахӗпе йӗркеленсе кайнӑ, ҫапла майпа курӑнманнинчен курӑнаканни пулса кайнӑ.
4 Ӗненнине пула А́вель Турра Каинран пахарах парне кӳнӗ. Ӗненнине кура Турӑ ӑна ун пирки тӳрӗ ҫын тесе шутланине кӑтартнӑ*. Турӑ ҫавна унӑн парнисене йышӑннипе* кӑтартнӑ. А́вель вилнӗ пулин те, ӗненнине пула вӑл халӗ те калаҫать.
5 Ӗненнине пула Еноха, вӑл вилӗм ан куртӑр тесе, куҫарнӑ пулнӑ. Ӑна ниҫта та тупма май пулман, мӗншӗн тесен ӑна Турӑ илнӗ пулнӑ. Анчах та куҫариччен Турӑ ӑна хӑй кӑмӑлланине кӑтартнӑ*. 6 Ӗненмесӗр Турра юрама ҫук, мӗншӗн тесен кам Турӑпа ҫывӑхланасшӑн, ҫавӑн Турӑ пуррине тата вӑл хӑйне тӑрӑшса шыракансене награда парассине ӗненмелле.
7 Ӗненнине пула Ной, хӑйне Турӑ мӗн пуласси ҫинчен — ҫавӑ курӑнман чухнех — асӑрхаттарсан, Турра итленӗ те* хӑйӗн ҫемйине ҫӑлмашкӑн ковчег тунӑ. Ӗненнипе вӑл тӗнчене айӑпланӑ, тата ӗненнӗшӗн Турӑ ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗ.
8 Ӗненнине пула Авраа́м, Турӑ ӑна еткерлӗхе парас ҫӗре тухса кайма каласан, Турра итленӗ. Вӑл хӑй ӑҫта каяссине пӗлмесӗрех кайнӑ. 9 Ӗненнине пула вӑл хӑйне пама шантарнӑ ҫӗрте ют ҫын пек пурӑннӑ. Вӑл Исаакпа тата Иаковпа пӗрле чатӑрсенче пурӑннӑ, Турӑ вӗсене те ҫав ҫӗре пама сӑмах панӑ. 10 Авраа́м ҫирӗп никӗслӗ хулана кӗтсе пурӑннӑ, ҫав хулан архитекторӗ тата ӑна туса лартаканӗ — Турӑ.
11 Ӗненнине пула Сарра та, хӑй ватӑ пулнӑ пулин те, йывӑр ҫын пулса тӑнӑ*. Вӑл хӑйне сӑмах параканӗ шанчӑклӑ пулнине ӗненнӗ. 12 Ҫавӑнпа та пӗр ҫынран, Авраамран, вилнӗпе пӗрех пулнӑскертен, тӳпери ҫӑлтӑр пек, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек нумай ача ҫуралнӑ.
13 Хӑйсене пама шантарнине илмен пулин те, вӗсем пурте мӗн виличченех ӗненсе пурӑннӑ. Вӗсем хӑйсене пама шантарнине аякран курса тӑрса савӑннӑ тата хӑйсем пирки эпир ют ҫӗртен килнӗ ҫынсем, ҫак ҫӗрте вӑхӑтлӑха пурӑнатпӑр тенӗ. 14 Ҫапла калакансем хӑйсен килӗ пулса тӑрас вырӑнта пуласшӑн пулнине кӑтартаҫҫӗ. 15 Вӗсем хӑйсем хӑварнӑ вырӑн ҫинчен пӗрмаях шутласа ҫӳренӗ пулсан, каялла таврӑнма май тупнӑ пулӗччӗҫ. 16 Анчах та вӗсем лайӑхрах вырӑналла, тӳперипе ҫыхӑннӑ вырӑналла, туртӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Турӑ вӗсем хӑйне пирӗн Турӑ тесе чӗннинчен вӑтанмасть*, вӑл вӗсем валли хула та хатӗрлесе хунӑ.
17 Ӗненнине пула Авраа́м, хӑйне Турӑ тӗрӗсленӗ чухне, Исаака парнене кӳнӗ теме пулать. Хӑйне Турӑ сӑмах панишӗн савӑннӑскер, вӑл хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлне парнене кӳме хатӗр пулнӑ. 18 Турӑ ӑна: «Санӑн пулас тӑхӑму Исаакран тухӗ», — тенӗ пулин те, вӑл ҫавна тума хатӗр пулнӑ. 19 Авраа́м хӑйӗн ывӑлне Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратма пултарасса ӗненнӗ, ҫавӑнпа вӑл ывӑлне вилӗм аллинчен каялла илнӗ теме пулать. Ҫакӑ пуласлӑхра мӗн пулассине кӑтартса панӑ.
20 Ӗненнине пула Исаа́к Иаковпа Исава пуласлӑхра мӗн пулассине каласа парса вӗсене пилленӗ.
21 Ӗненнине пула Иаков вилес умӗн Иосифӑн кашни ывӑлне пилленӗ, унтан вӑл хӑйӗн туйи ҫине тайӑнса Турра пуҫҫапнӑ.
22 Ӗненнине пула Иосиф вилес умӗн Израиль халӑхӗ Египетран тухӗ тенӗ, ҫавӑнпа вӑл вӗсене хӑйӗн шӑммисене унтан илсе тухма* хушса хӑварнӑ.
23 Ӗненнине пула Моисейӑн ашшӗ-амӑшӗ вӑл ҫуралнӑ хыҫҫӑн ӑна виҫӗ уйӑх хушши пытарса усранӑ, мӗншӗн тесен ача илемлине курнӑ. Вӗсем патша хушӑвӗнчен те хӑраман. 24 Ӗненнине пула Моисей ӳссе ҫитӗнсен хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ. 25 Ҫылӑхпа вӑхӑтлӑха савӑнса-киленсе пурӑниччен вӑл Туррӑн халӑхӗпе пӗрле асап тӳсес* тенӗ. 26 Мӗншӗн тесен вӑл Турӑ суйласа илнийӗ* пек тӳсекен мӑшкӑл Египет пуянлӑхӗнчен пахарах тесе шутланӑ, вӑл награда илессе чун-чӗререн кӗтнӗ. 27 Ӗненнине пула вӑл патша ҫиллинчен хӑрамасӑрах Египетран тухса кайнӑ. Курӑнманскере курса тӑнӑ пек, вӑл чӑтӑмлӑ пулнӑ. 28 Ӗненнине пула вӑл, Туррӑн ангелӗ Израиль халӑхӗн малтан ҫуралнисене ан вӗлертӗр тесе, Пасхӑна паллӑ тунӑ та алӑк янахӗсене юнпа сирпӗтсе тухнӑ.
29 Ӗненнине пула вӗсем Хӗрлӗ тинӗс урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ пек каҫса кайнӑ. Египет ҫыннисем вара вӗсем пекех каҫма хӑтлансан путса вилнӗ.
30 Ӗненнине пула Иерихо́н хӳмисем, Израиль ҫыннисем ҫичӗ кун хушши вӗсем тавра утса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн, ишӗлсе аннӑ. 31 Ӗненнине пула Раа́в ятлӑ аскӑн хӗрарӑм* Турра итлемен ҫынсемпе пӗрле пӗтмен, мӗншӗн тесен вӑл разведчиксене ырӑ кӑмӑлпа йышӑннӑ.
32 Тата мӗн калам? Гедео́н, Вара́к, Самсон, Иеффа́й, Давид ҫинчен тата Самуилпа ытти пророксем ҫинчен каласа памашкӑн мана вӑхӑт та ҫитеймӗ. 33 Ӗненнине пула вӗсем патшасене ҫӗнтернӗ, тӳрӗлӗхшӗн тӑрӑшнӑ, Турӑ вӗсене сӑмах панӑ, вӗсем арӑслансен ҫӑварне хупнӑ, 34 ҫунакан вутра ҫунса кайман, хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ, вӑйсӑррисенчен вӑйлисем пулса тӑнӑ, вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, тӑшмансене хӑваласа янӑ. 35 Хӗрарӑмсене вӗсен вилнӗ тӑван-хурӑнташӗсене чӗртсе тӑратса тавӑрса панӑ. Теприсене вара асаплантарса вӗлернӗ, мӗншӗн тесен вӗсем чӗрӗлсе тӑрса лайӑхрах пурнӑҫ илес тесе хӑйсене сӗннӗ ирӗклӗхе йышӑнман*. 36 Тата теприсем урӑх йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ: вӗсенчен мӑшкӑлласа кулнӑ, вӗсене чӗн пушӑпа хӗненӗ, ҫитменнине тата сӑнчӑрланӑ, тӗрмене хупнӑ. 37 Вӗсене чулпа пере-пере пӗтернӗ, вӗсен ӗненӗвне тӗрӗсленӗ, вӗсене пӑчкӑпа касса татнӑ, хӗҫпе вӗлернӗ, вӗсем сурӑх тата качака тирӗсене тӑхӑнса ҫӳренӗ, ҫити-ҫитми пурнӑҫпа пурӑннӑ, хӗн-асап курнӑ тата хӑйсемпе япӑх тытнине тӳснӗ. 38 Тӗнче вӗсене тивӗҫлӗ пулман. Вӗсен пушхирсенче, тусем ҫинче ҫӳреме тивнӗ, ту хушӑкӗсенче, ҫӗр хӑвӑлӗсенче пытанса ҫӳремелле пулнӑ.
39 Ӗненнӗшӗн Турӑ вӗсене хӑй ырланине кӑтартнӑ* пулин те, вӗсенчен нихӑшӗ те вӑл панӑ сӑмах пурнӑҫланнине курман. 40 Мӗншӗн тесен Турӑ, вӗсем пирӗнсӗр пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса ан тӑччӑр тесе, пире темскер лайӑхраххине пама шутласа хунӑ.