2 Коринф
11 Эпӗ сире ӑссӑр ҫын пек курӑнатӑп пулсассӑн та, манӑн сире хампа тӳсӗмлӗ пултарас килет. Тепӗр тесен, эсир ахаль те манпа тӳсӗмлӗ. 2 Эпӗ сире Туррӑн кӗвӗҫӗвӗпе* кӗвӗҫетӗп, мӗншӗн тесен эпӗ сире пӗр упӑшка валли, Христос валли, ҫураҫрӑм, эпӗ сире ун умне таса хӗр пек тӑратасшӑн. 3 Христос эсир тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнине тата таса пурӑннине тивӗҫлӗ. Анчах та ҫӗлен Евӑна чеен улталанӑ пек, кам та пулин сирӗн ӑса пӑсса ярса сире тӳрӗ кӑмӑллӑ пулма тата таса пурӑнма пӑрахтарасран хӑратӑп. 4 Мӗншӗн тесен кам та пулин сирӗн пата пырса сире хӑвӑра вӗрентнӗ Иисус ҫинчен мар, урӑххи ҫинчен вӗрентсен, е сирӗн ҫине хӑвӑр илнӗ сывлӑш* мар, урӑххи витӗм кӳрсен, е сире хӑвӑр йышӑннӑ ырӑ хыпара мар, урӑххине каласан, ҫавна эсир нимӗн те мар тӳсетӗр. 5 Эпӗ хама сирӗн «пит чаплӑ» апостолсенчен нимпе те кая мар тесе шухӑшлатӑп. 6 Эпӗ сӑмах ӑсти мар пулин те, пӗлӳ вара манӑн пур. Ҫакна эпир сире тӗрлӗ майпа тата пӗрре анчах мар кӑтартрӑмӑр.
7 Эпӗ сире ырӑ хыпара тӳлевсӗрех каларӑм тата сире асла кӑларассишӗн хама кӗҫӗне хутӑм. Ҫапла туса эпӗ ҫылӑха кӗтӗм-и вара? 8 Сирӗншӗн ӗҫлес тесе эпӗ ытти пухусенчен пулӑшу илсе тӑтӑм, вӗсене ҫаратрӑм теме пулать. 9 Анчах та эпӗ сирӗн патра пулнӑ вӑхӑтра нуша курса пурӑннӑ чухне никама та чӑрмав кӳмерӗм, мӗншӗн тесен Македонирен килнӗ арҫын тӑвансем мана мӗн кирлипе тивӗҫтерчӗҫ, кирлинчен те ытла пачӗҫ. Эпӗ сире нимӗнпе те чӑрмантарас мар терӗм, малашне те ҫаплах тӑвӑп. 10 Эпӗ ҫакӑнпа пӗтӗм Аха́йя тӑрӑхӗнче мухтанма пӑрахмӑп, ку ӗнтӗ ман ӑшра Христосӑн чӑнлӑхӗ пулнӑ пекех чӑн. 11 Мӗншӗн эпӗ ҫапла тӑватӑп? Сире юратманран-и? Турӑ пӗлет: эпӗ сире юрататӑп.
12 Хӑшӗ-пӗрисем мухтанса хӑйсене пирӗн пекех апостолсем теҫҫӗ. Вӗсене мухтанма сӑлтав парас мар тесе эпӗ халиччен мӗнле тунӑ, малалла та ҫаплах тӑвӑп. 13 Ҫакӑн пек ҫынсем — суя апостолсем, вӗсем хӑйсене Христосӑн апостолӗсем пек кӑтартса ыттисене улталаҫҫӗ. 14 Ку пӗртте тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен Шуйттан та хӑйне ҫутӑ ангелӗ пек кӑтартма тӑрӑшать. 15 Ҫавӑнпа та унӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене тӳрӗлӗхшӗн ӗҫлекенсем пек кӑтартма тӑрӑшнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Анчах юлашкинчен вӗсем хӑйсен ӗҫӗсемшӗн тивӗҫлине илӗҫ.
16 Тепре калам: ман пирки ӑссӑр тесе ан шутлӑр. Ҫапла шутлатӑр пулсан та, мана ӑссӑр ҫын вырӑнне те пулин йышӑнӑр, манӑн та кӑштах мухтанасчӗ. 17 Халӗ эпӗ Ҫӳлхуҫаран тӗслӗх илсе каламастӑп, ӑссӑр ҫын пек, хам ҫине шанса мухтанса калатӑп. 18 Ку тӗнчере мӗнпе мухтанаҫҫӗ, ҫавӑнпа нумайӑшӗ мухтанать пулсан, эпӗ те ҫавӑнпа мухтанам. 19 Эсир ҫав тери «ӑслӑ» пулнӑран ӑссӑррисене хаваспах тӳсетӗр. 20 Эсир хӑвӑра хӑйсен чурисем тӑвакансене те, хӑвӑрӑн пурлӑха туртса илекенсене те, хӑвӑра ҫаратакансене те, хӑвӑр хушшӑрта хӑйсене асла хуракансене те, хӑвӑра питрен ҫупса яракансене те тӳсетӗр.
21 Ҫакна каланӑшӑн пире намӑс, мӗншӗн тесен кама та пулин эпир ҫемҫешке пек курӑнма пултаратпӑр.
Анчах та ыттисем мухтанма хӑяҫҫӗ пулсан, эпӗ те, мана ӑссӑр тейӗҫ пулин те, мухтанма хӑям. 22 Вӗсем еврейсем-и? Эпӗ те. Вӗсем Израиль ҫыннисем-и? Эпӗ те. Авраа́м тӑхӑмӗсем-и? Эпӗ те. 23 Вӗсем Христосӑн ӗҫлекенӗсем-и? Ӑсран тайӑлнӑ ҫын пек калатӑп: ҫак тӗлӗшрен эпӗ вӗсенчен чылай ирттеретӗп. Эпӗ вӗсенчен ытларах турӑм, мана вӗсенчен нумайрах тӗрмене лартрӗҫ, мана нумай хутчен хӗнерӗҫ, эпӗ чылай хутчен вилес патнех ҫитрӗм. 24 Иудейсем мана пилӗк хутчен 39 хут* ҫаптарчӗҫ, 25 виҫӗ хутчен мана хулӑпа хӗнерӗҫ, пӗррехинче чулпа персе пӗтерчӗҫ, манӑн виҫӗ хутчен карап путнине тӳсме тиврӗ, эпӗ пӗр талӑк тинӗсри шывра пултӑм. 26 Эпӗ час-часах ҫул ҫӳрерӗм, вӑрӑ-хурахсенчен, хамӑн халӑхри ҫынсенчен те, урӑх халӑхри ҫынсенчен те, суя тӑвансенчен те хӗн куртӑм, юханшывсенче, хулара, пушхирте, тинӗсре пулнӑ чухне хӑрушлӑха лекрӗм. 27 Эпӗ халтан кайиччен ӗҫлерӗм, час-часах ҫӗр ҫывӑрмарӑм, ҫимесӗр-ӗҫмесӗр асаплантӑм, нумай хутчен апатсӑр юлтӑм, сивве тӳсрӗм, тумтирсӗр те юлтӑм.
28 Унсӑр пуҫне, эпӗ кашни кун мӗнпур пухушӑн пӑшӑрханатӑп. 29 Кам та пулин халсӑр-и? Эпӗ те халсӑр пулса тӑратӑп. Камӑн та пулин ӗненӗвне хавшатнӑ-и? Эпӗ тарӑхса каятӑп.
30 Мухтанас пулсан та, эпӗ хамӑн халсӑрлӑха мӗн кӑтартать, ҫавӑнпа мухтанӑп. 31 Иисус Ҫӳлхуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ — вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ пултӑр! — эпӗ суйманнине пӗлет. 32 Эпӗ Дамаск хулинче пулнӑ чухне Аре́та патшана пӑхӑнса тӑракан хула пуҫлӑхӗ мана тытма хула хапхи умне хурал тӑратрӗ. 33 Анчах та мана хула хӳминчи чӳречерен карҫинккапа* антарчӗҫ те, эпӗ унӑн аллинчен хӑтӑлтӑм.