Эфес
1 Павел, Турӑ ирӗкӗпе Христос Иисусӑн апостолӗ пулса тӑнӑскер, — Эфесри сӑваплӑ ҫынсене, Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракан шанчӑклӑ ҫынсене.
2 Пирӗн Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.
3 Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, мухтавлӑ пултӑр, мӗншӗн тесен вӑл пире, Христоспа пӗрлӗхре тӑракансене, святой сывлӑш урлӑ тӳпере пур тӗрлӗ пиллӗхпе пиллерӗ. 4 Пирӗн Турра юратса ун умӗнче сӑваплӑ та пӗр айӑпсӑр тӑмалла пултӑр тесе, вӑл пире Христоспа пӗрлӗхре пулма тӗнче никӗсне хывичченех суйласа илнӗ. 5 Турӑ хӑйӗн кӑмӑлӗпе тата ирӗкӗпе пире Иисус Христос урлӑ ывӑллӑха илме малтанах суйласа илнӗ. 6 Ҫавна Турӑ аслӑ та виҫесӗр ырӑлӑхне хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗ урлӑ кӑтартнӑшӑн хӑйне мухтава кӑларччӑр тесе тунӑ. 7 Ывӑлӗ урлӑ, пире унӑн юнӗпе тӳлесе илнине пула, эпир ирӗке тухнӑ. Ҫапла, Туррӑн аслӑ та виҫесӗр ырӑлӑхне пула пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑннӑ.
8 Вӑл хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне туллин кӑтартса пире пӗтӗм ӑслӑлӑха панӑ тата веҫех ӑнланакан тунӑ, 9 ҫавна вӑл хӑйӗн ирӗкӗн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхне уҫса панипе тунӑ. Ҫав вӑрттӑнлӑх унӑн кӑмӑлӗпе тата унӑн тӗллевӗпе* килӗшсе тӑрать: 10 палӑртнӑ вӑхӑт вӗҫленсе пынӑ чухне вӑл ӗҫсене тӑвас йӗркене хута ярӗ, ҫавна вӑл тӳперисене те, ҫӗр ҫинчисене те пурне те пуҫтарса Христоспа пӗрлештерес тесе тӑвӗ. Ҫапла, вӑл пурне те пуҫтарса Христоспа пӗрлештерӗ. 11 Эпир унпа пӗрлӗхре тӑратпӑр тата пире унпа пӗрле еткерҫӗсем пулма лартнӑ, мӗншӗн тесен веҫех хӑйӗн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн тӑваканӗ пире, хӑй шутласа хунӑ пек, малтанах суйласа илнӗ. 12 Турӑ пире, Христоса шанма пуҫланисенчен малтанхисене, хӑйне мухтав кӳччӗр, аслӑлаччӑр тесе суйласа илнӗ. 13 Эсир те чӑнлӑх сӑмахне — хӑвӑр ҫӑлӑнасси ҫинчен калакан ырӑ хыпара — илтсен Христоса шанма пуҫланӑ. Эсир ӑна ӗненсен, Турӑ хӑй пама шантарнӑ святой сывлӑшӗпе сирӗн ҫине пичет лартнӑ, 14 святой сывлӑш вара эпир хамӑрӑн еткере илессине ҫирӗплетсе парать*. Турӑ ҫакна хӑйӗн халӑхне* тӳлесе илсе ирӗке кӑларас тесе тунӑ, ҫакӑ ӑна мухтав кӳрсе асла кӑларӗ.
15 Ҫавӑнпа эпӗ, эсир Иисус Ҫӳлхуҫана ӗненни ҫинчен тата сӑваплӑ ҫынсене пурне те юратни ҫинчен илтнӗренпе, 16 сирӗншӗн Турра пӗрмай тав тӑватӑп. Эпӗ сире хамӑн кӗлӗсенче асӑнсах тӑратӑп — 17 Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Турри, мухтавлӑ Атте, эсир хӑй ҫинчен тӗрӗс пӗлӳ илнӗ чухне сире ӑслӑлӑх сывлӑшне патӑр тесе тата хӑй мӗн уҫса панине ӑнланма патӑр тесе кӗлтӑватӑп. 18 Вӑл сирӗн чӗрене* уҫрӗ, ҫавна пула эсир Турӑ хӑвӑра чӗнсе илнӗ чухне сире мӗнле шанчӑк панине пӗлме пултартӑр, сӑваплӑ ҫынсем валли мӗнле чаплӑ пуянлӑх еткер пек хатӗрлесе хунине 19 тата пирӗн ҫине, ӗненекенсем ҫине, витӗм кӳрекен унӑн вӑйӗ мӗн тери пысӑк пулнине те пӗлме пултартӑр. Унӑн вӑйӗн хӑвачӗ унӑн ӗҫӗсенчен курӑнса тӑрать: 20 ҫав вӑйпа вӑл Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ тата ӑна тӳпере хӑйӗнчен сылтӑм енне лартнӑ. 21 Вӑл ӑна кирек мӗнле патшалӑхран, влаҫран, вӑйран, пуҫлӑхран тата кирек мӗнле ятран — хальхи вӑхӑтра* кӑна мар, пуласлӑхра та — чылай аслӑрах пулмалла тунӑ. 22 Вӑл пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ* тата ӑна пухура пур тӗлӗшпе те пуҫ пулма лартнӑ. 23 Пуху — Христосӑн кӗлетки, пуху унпа тулнӑ. Христос — пуринче те пурне те туса ҫитерекенӗ.