Еврейсем
4 Турӑ сӑмах панипе пирӗн халӗ те вӑл канакан вырӑна кӗме май пур, ҫавӑнпа та унта кӗме тивӗҫлӗ пулас тесе сыхӑ тӑрар*. 2 Вӗсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ пекех, пире те ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Анчах та хӑйсем мӗн илтни вӗсене усӑ паман, мӗншӗн тесен вӗсем кам итленӗ, ҫавсем ӗненнӗ пек ӗненмен. 3 Эпир вара, ӗненекенсем, вӑл канакан вырӑна кӗретпӗр. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗсене тӗнчен никӗсне хывичченех туса пӗтернӗ пулин те, итлеменнисем пирки вӑл ҫапла каланӑ: «Вара тарӑхса кайса эпӗ тупа турӑм: „Вӗсем эпӗ канакан вырӑна кӗреймӗҫ“». 4 Ҫырура вӑл ҫиччӗмӗш кун ҫинчен ҫапла каланӑ: «Турӑ ҫиччӗмӗш кунне хӑйӗн пур ӗҫӗнчен те канма пуҫланӑ». 5 Тепӗр тӗлте вара: «Вӗсем эпӗ канакан вырӑна кӗреймӗҫ», — тенӗ.
6 Кама ырӑ хыпара малтанах пӗлтернӗ, ҫавсем хӑйсем итлеменнине пула унта кӗреймен. Анчах та хӑшӗ-пӗрисем унта хальлӗхе кӗме пултараҫҫӗ. 7 Акӑ мӗншӗн нумай вӑхӑт иртсен Турӑ Давид псаломӗнче унччен каланӑ пекех каланӑ: «Паян эсир унӑн сассине итлес пулсанччӗ. Вӑл ҫапла калать: „Кутӑн ан пулӑр*“». Ҫапла вара вӑл «паян» тесе тепӗр хут кун палӑртса хурать. 8 Иисус Нави́н вӗсене Турӑ канакан вырӑна илсе ҫитернӗ пулсан, Турӑ каярахпа тепӗр кун ҫинчен каламан пулнӑ пулӗччӗ. 9 Ҫавӑнпа Турӑ халӑхӗшӗн шӑматкунхи кану хальлӗхе юлать. 10 Мӗншӗн тесен кам Турӑ канакан вырӑна кӗрет, ҫавӑ, Турӑ хӑйӗн ӗҫӗсенчен каннӑ пек, хӑйӗн ӗҫӗсенчен канать.
11 Ҫавӑнпа та, пирӗнтен никамӑн та итлеменнисен ҫулӗпе каймалла ан пултӑр тесе, Турӑ канакан вырӑна кӗмешкӗн пӗтӗм вӑя хурар. 12 Турӑ сӑмахӗ чӗрӗ те хӑватлӑ. Вӑл икӗ енӗ те ҫивӗч кирек мӗнле хӗҫрен те ҫивӗчрех. Вӑл ҫав тери тарӑн кӗрсе чунпа* сывлӑша*, шӑмӑ сыпписемпе шӑмӑ мимине уйӑрать. Вӑл чӗрери шухӑшсене тата кӑмӑл-туртӑма уҫса пама пултарать. 13 Мӗн пултарни пӗри те Турӑран пытарӑнаймӗ, унӑн куҫӗ умӗнче пурте янках уҫӑ, пурте алӑ тупанӗ ҫинчи пек. Эпир унӑн умӗнче явап тытӑпӑр.
14 Ҫапла вара, пирӗн тӳпене ҫӗкленнӗ чаплӑран та чаплӑ чи аслӑ священник — Туррӑн Ывӑлӗ Иисус — пулнӑран, айтӑр хамӑр ӑна ӗненни ҫинчен малалла та пӗлтерсе тӑрар. 15 Мӗншӗн тесен пирӗн чи аслӑ священник эпир халсӑр пулнине ӑнланать. Вӑл пирӗн пекех пурне те тӳссе ирттернӗ, анчах пӗр ҫылӑх та туман. 16 Эппин, Турӑ пире хӗрхенсе тата виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартса кирлӗ вӑхӑтра пире пулӑштӑр тесе, айтӑр виҫесӗр ырӑлӑхӗн престолӗ патне ҫывхарар та пӗр иккӗленмесӗр* Турра кӗлтӑвар.