Марк
5 Вӗсем тинӗс тепӗр енчи Гера́са ҫӗрне ишсе ҫитнӗ. 2 Иисус кимӗ ҫинчен ансанах ун патне масар* ҫинчен усал сывлӑш ернӗ ҫын тухнӑ. 3 Вӑл масар ҫинче пурӑннӑ, ӑна ку таранччен никам та ҫыхса хурайман, сӑнчӑрпа та сӑнчӑрласа лартайман. 4 Ӑна нумай хутчен сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ, тимӗр тӑлӑпа тӑлланӑ пулнӑ, анчах вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ, тимӗр тӑллисене ватнӑ. Ӑна никам та лӑплантарма пултарайман. 5 Вӑл кунӗн-ҫӗрӗн тусем ҫинче тата тупӑклӑхсем хушшинче кӑшкӑрса ҫӳренӗ, хӑйне чулсемпе каса-каса амантнӑ. 6 Вӑл, Иисуса аякранах курса, ун патне чупса пынӑ та ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 7 Унтан вӑл хыттӑн кӑшкӑрса: «Иисус, Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ, сана манран мӗн кирлӗ? Мана асаплантармӑн тесе Турӑ ячӗпе тупа ту», — тенӗ, 8 мӗншӗн тесен Иисус ӑна: «Усал сывлӑш, ҫак ҫын ӑшӗнчен тух», — тенӗ пулнӑ. 9 Иисус унран: «Эсӗ мӗн ятлӑ?» — тесе ыйтнӑ. «Эпӗ Легио́н* ятлӑ, мӗншӗн тесен эпир нумаййӑн», — хуравланӑ лешӗ. 10 Вӑл Иисуса хӑйсене ҫав тӑрӑхран хӑваласа ан ятӑр тесе йӑлӑннӑ.
11 Ҫавӑнта ту айккинче сыснасен пӗр пысӑк кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. 12 Усал сывлӑшсем Иисуса: «Пире ҫав сыснасем ӑшне ярсам, вӗсен ӑшне кӗме ирӗк парсам», — тесе йӑлӑннӑ. 13 Вӑл вӗсене ирӗк панӑ. Усал сывлӑшсем ҫав ҫын ӑшӗнчен тухнӑ та сыснасем ӑшне кӗнӗ. Вара ҫав кӗтӳ — 2 000-е яхӑн сысна — чӑнкӑ ҫыранран тинӗсе сикнӗ те путса вилнӗ. 14 Сысна кӗтӗвне пӑхакансем чупса кайнӑ та ҫакӑн ҫинчен хулара тата хула таврашӗнче каласа панӑ. Вара ҫынсем мӗн пулса иртнине курма кайнӑ. 15 Вӗсем Иисус патне пырсан, унччен демонсен легионӗ ярса илнӗ ҫынна курнӑ. Ҫав ҫын, тумланнӑскер, чипер ӑс-тӑнпах ларнине курсан, вӗсем хӑраса ӳкнӗ. 16 Унсӑр пуҫне, ҫак ӗҫсене курнӑ ҫынсем вӗсене мӗн пулса иртни ҫинчен — демонсем ярса илнӗ ҫынпа тата сыснасемпе мӗн пулни ҫинчен — каласа панӑ. 17 Вара ҫынсем Иисуса хӑйсен тавралӑхӗнчен кайма йӑлӑна пуҫланӑ.
18 Иисус кимӗ ҫине ларнӑ чухне унччен демонсем ярса илнӗ ҫын ӑна хӑйӗнпе пӗрле илсе кайма йӑлӑннӑ. 19 Анчах Иисус ӑна хӑйӗнпе пӗрле илмен, вӑл ӑна каланӑ: «Эсӗ килне тӑванусем патне кай та вӗсене Иегова* хӑвшӑн мӗн туни ҫинчен, хӑвна мӗнле хӗрхенни ҫинчен пӗтӗмпех каласа пар». 20 Вара ҫав ҫын унтан кайнӑ та хӑйӗншӗн Иисус мӗн туни ҫинчен Вунхула ҫӗрӗнче каласа ҫӳреме пуҫланӑ, ҫынсем пурте тӗлӗннӗ.
21 Иисус каллех кимӗ ҫине ларса тинӗс леш енне каҫнӑ. Вӑл тинӗс хӗрринче пулнӑ чухне ун патне халӑх нумаййӑн пуҫтарӑннӑ. 22 Ҫавӑнта синагога пуҫлӑхӗсенчен пӗри, Иаи́р ятлӑскер, пынӑ. Иисуса курсанах вӑл ун ури умне ӳкнӗ те 23 йӑлӑна-йӑлӑна ҫапла каланӑ: «Манӑн хӗрӗм вилес пек выртать. Пырсамччӗ, вӑл сывалтӑр та чӗрӗ юлтӑр тесе ун ҫине аллуна хурсамччӗ». 24 Вара Иисус унпа пӗрле кайнӑ. Иисуса хӗссе ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.
25 Унта юн кайнипе 12 ҫул асапланакан пӗр хӗрарӑм пулнӑ. 26 Вӑл тухтӑрсем патне ҫӳресе нумай хӗн курнӑ, хӑйӗн пӗтӗм укҫи-тенкине пӗтернӗ, анчах ним усси те пулман, пачах урӑхла, унӑн сывлӑхӗ тата ытларах япӑхланса кайнӑ. 27 Ҫав хӗрарӑм Иисус ҫинчен илтнӗ, ҫавӑнпа вӑл халӑх хушшипе хыҫалтан пынӑ та унӑн ҫиелти тумтирне сӗртӗннӗ, 28 мӗншӗн тесен хӑй ӑшӗнче ҫапла каланӑ: «Унӑн ҫиелти тумтирне те пулин сӗртӗнсен, эпӗ сывалӑп». 29 Ҫав самантрах унӑн юн кайма чарӑннӑ, вара вӑл хӑйӗн йывӑр чирӗнчен сывалнине пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса илнӗ.
30 Иисус, хӑйӗнчен хӑват тухнине тӳрех сиссе, халӑх енне ҫаврӑннӑ та: «Кам манӑн тумтире сӗртӗнчӗ?» — тесе ыйтнӑ. 31 Унӑн вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Халӑх хӑвна хӗссе тӑнине куратӑн-ҫке, ҫавах: „Мана кам сӗртӗнчӗ?“ — тесе ыйтатӑн». 32 Ҫав-ҫавах Иисус хӑйне кам сӗртӗннине курас тесе йӗри-тавралла пӑхкаланӑ. 33 Хӗрарӑм, хӑй сывалнине ӑнланса илсе, хӑранипе чӗтресе ун патне пынӑ та ун умне ӳксе ӑна пӗтӗмпех каласа панӑ. 34 Иисус ӑна каланӑ: «Хӗрӗм, ху ӗненни сыватрӗ сана. Лӑпланса каях ӗнтӗ, ҫак йывӑр чир сана урӑх асаплантармӗ».
35 Иисус калаҫса тӑнӑ вӑхӑтра синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен ҫынсем килнӗ те каланӑ: «Санӑн хӗрӳ вилсе кайрӗ. Вӗрентекене урӑх ан чӑрмантар ӗнтӗ». 36 Иисус ҫак сӑмахсене илтсенех синагога пуҫлӑхне каланӑ: «Ан хӑра, ӗнен ҫеҫ». 37 Вара вӑл Пётрпа Иаковсӑр пуҫне тата Иаков шӑллӗ Иоансӑр пуҫне хӑйӗнпе пӗрле никама та пыма хушман.
38 Вӗсем синагога пуҫлӑхӗн килне ҫитсен, Иисус унта ҫынсем аптраса-пӑлханса тӑнине, макӑрнине, уласа йӗнине курнӑ. 39 Шала кӗрсен вӑл вӗсене каланӑ: «Мӗншӗн эсир шавлатӑр? Мӗншӗн макӑратӑр? Ача вилмен, вӑл ҫывӑрать». 40 Ҫакна илтсен ҫынсем унран тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ. Вара вӑл вӗсене пурне те тула тухма хушнӑ, унтан хӗрачан ашшӗпе амӑшне тата хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗрле илсе хӗрача выртакан ҫӗре кӗнӗ. 41 Хӗрачана аллинчен тытса вӑл ӑна: «Талифа́ ку́ми», — тенӗ, куҫарсан ҫакӑ «Хӗрӗм, калатӑп сана: тӑр!» тенине пӗлтерет. 42 Хӗрача тӳрех тӑнӑ та утса ҫӳреме пуҫланӑ. (Вӑл 12 ҫулта пулнӑ.) Ҫакна курсан пурте калама ҫук хытӑ савӑннӑ. 43 Иисус вӗсене ҫакӑн ҫинчен никама та ан калӑр тесе хытарсах каланӑ* тата ачана ҫимелли парӑр тенӗ.