1 Тимофей
1 Павел, хамӑра Ҫӑлакан Туррӑн ирӗкӗпе тата пирӗн шанчӑк пулса тӑнӑ Христос Иисусӑн ирӗкӗпе Христос Иисусӑн апостолӗ пулса тӑнӑскер, — 2 хампа пӗр пек ӗненекен чӑн ывӑлӑма, Тимофея*.
Пирӗн Атте Туррӑн тата пирӗн Христос Иисус Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ, хӗрхенӗвӗ тата канӑҫлӑхӗ санпа пӗрле пултӑр.
3 Македоние каяс умӗн эпӗ сана Эфесрах юлма ыйтнӑччӗ, халӗ те ҫавнах ыйтатӑп. Унтисенчен хӑшӗ-пӗрисене суя вӗрентӳсене сарма, 4 юмах-халап итлеме, йӑх-кӑк тымарӗсене тӗпчессипе аппаланма чар. Ҫаксем пӗр усӑ та памаҫҫӗ, ыйтусем кӑларса тӑратаҫҫӗ ҫеҫ тата ӗненӗве ҫирӗплетмешкӗн Турӑ мӗн панипе пӗртте ҫыхӑнман. 5 Эпӗ ҫак хушусене пурте таса чӗререн, таса совеҫпе тата чӑннипе* ӗненсе юратчӑр тесе патӑм. 6 Хӑшӗ-пӗрисем ҫаксене сирсе ярса пуш калаҫусене хутшӑнма пуҫларӗҫ. 7 Вӗсем закона вӗрентекенсем пуласшӑн, анчах та вӗсем хӑйсем мӗн ҫинчен калаҫнине те, хӑйсем ҫине тӑрсах мӗне вӗрентнине те ӑнланмаҫҫӗ.
8 Законпа* тӗрӗс усӑ курсан, закон лайӑх пулнине эпир пӗлетпӗр. 9 Закона тӳрӗ ҫынсем валли кӑларман, ӑна закона пӑсакансем, пӑлхавҫӑсем валли, Турра хисеплемен, ҫылӑхлӑ, шанчӑксӑр*, сӑваплине ирсӗрлетекен, ашшӗ-амӑшне тата ытти ҫынсене вӗлерекен, 10 аскӑн ҫынсем* валли, арҫынпа ар хутшӑнӑвне кӗрекен арҫынсем* валли, ҫын вӑрлакан, суякан, тупа тунине пӑсакан ҫынсем валли тата тӗрӗс* вӗрентӗве хирӗҫлекен ытти ӗҫсене тӑвакансем валли кӑларнӑ. 11 Ҫак вӗрентӳ вара телейлӗ Туррӑн чаплӑ хыпарӗпе, мана шанса панӑ ырӑ хыпарпа, килӗшсе тӑрать.
12 Хама вӑй панӑ Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑра тав тӑватӑп: вӑл мана шанчӑклӑ ҫын вырӑнне хурса сӑваплӑ ӗҫ шанса пачӗ. 13 Эпӗ хӗсӗрлекен, Турра хурлакан, чӑрсӑр ҫын пулнӑ. Ҫапах та Христос мана хӗрхенчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ пӗлменрен, ӗненменрен хама ҫапла тытнӑ. 14 Пирӗн Ҫӳлхуҫа мана хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартрӗ, тата эпӗ Христос Иисусран ӗненӳпе юрату илтӗм. 15 Акӑ шанӑҫа тивӗҫлӗ тата чӑн сӑмахсем: Христос Иисус тӗнчене ҫылӑхлӑ ҫынсене ҫӑлма килнӗ. Вӗсенчен чи ҫылӑхли вара — эпӗ. 16 Ҫапах та Христос Иисус хӑй мӗн таран тӳсӗмлӗ пулнине кӑтартас тесе мана, чи ҫылӑхлине, хӗрхенчӗ. Ӑна ӗненсе ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес ҫынсемшӗн ҫапла майпа эпӗ тӗслӗх пулса тӑтӑм.
17 Ӗмӗрлӗх Патшине, вилӗмсӗр те курӑнми пӗртен-пӗр Турра, ӗмӗр-ӗмӗрех чыс та мухтав пултӑр. Аминь.
18 Эпӗ сана, Тимофей ывӑлӑм, ҫак хушусене сан пирки пророкла каланӑ сӑмахсемпе килӗшӳллӗн паратӑп. Ҫав пророкла каланисем сана малалла та чӑн-чӑн салтак пек ҫапӑҫма вӑй парӗҫ. 19 Ҫавна тунӑ май ӗненӗве тата таса совеҫе упраса хӑвар. Хӑшӗ-пӗрисем таса совеҫе упраса хӑварас темерӗҫ*, ҫавна пула вӗсен ӗненӗвӗ, чул хысакӗ ҫумне пырса ҫапӑннӑ карап арканнӑ пек, арканчӗ. 20 Вӗсен шутӗнче Гимене́й тата Александр. Вӗсем Турра хурлама юраманнине вӗренччӗр тесе эпӗ вӗсене Шуйттан аллине парса наказани патӑм.