Иоанн
16 Ҫакна эпӗ сирӗн ӗненӳ ан хавшатӑр* тесе каларӑм. 2 Сире синагогӑран кӑларса ярӗҫ. Вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ: ун чухне сире вӗлерекенсем Турӑшӑн сӑваплӑ ӗҫ тӑватпӑр тесе шутлӗҫ. 3 Вӗсем ҫавна Аттене те, мана та пӗлменрен тӑвӗҫ. 4 Ҫакна эпӗ сире, ҫав вӑхӑт ҫитсен эпӗ хӑвӑра ҫакӑн ҫинчен каланине аса илччӗр тесе, каларӑм.
Эпӗ сире ҫакӑн ҫинчен маларах каламарӑм, мӗншӗн тесен сирӗнпе пӗрле пултӑм. 5 Халӗ эпӗ хама яракан патне каятӑп, анчах сирӗнтен пӗри те: „Эсӗ ӑҫта каятӑн?“ — тесе ыйтмасть. 6 Манӑн сӑмахсем сире хурлантарчӗҫ. 7 Анчах та эпӗ сире чӑннине калатӑп: эпӗ кайсан сирӗншӗн лайӑхрах пулӗ. Мӗншӗн тесен эпӗ каймасан, сирӗн пата пулӑшакан килмӗ, кайсан вара эпӗ ӑна сирӗн пата ярӑп. 8 Вӑл килӗ те тӗнчене ҫылӑх, тӳрӗлӗх тата Туррӑн сучӗ мӗн иккенне уҫҫӑн кӑтартса парӗ: 9 малтан — ҫылӑх мӗн иккенне, мӗншӗн тесен ҫынсем мана ӗненмеҫҫӗ; 10 унтан — тӳрӗлӗх мӗн иккенне, мӗншӗн тесен эпӗ Атте патне каятӑп, вара эсир мана урӑх кураймастӑр; 11 кайран вара Туррӑн сучӗ мӗн иккенне, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен пуҫлӑхне айӑпланӑ ӗнтӗ.
12 Манӑн сире каламалли тата та нумай, анчах халӗ эсир ҫавна ӑнланма пултараймастӑр. 13 Пулӑшакан — чӑнлӑх сывлӑшӗ — килсен, вӑл сире, пӗтӗм чӑнлӑха ӑнланма пулӑшса, ертсе пырӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗнне каламӗ, хӑй мӗн илтнине калӗ, ҫавӑн пекех вӑл сире мӗн пуласси ҫинчен пӗлтерӗ. 14 Вӑл манран мӗн илтнине сире пӗлтерӗ, ҫапла вӑл мана мухтава кӑларӗ. 15 Аттен мӗн пурри пӗтӗмпех манӑн. Акӑ мӗншӗн эпӗ вӑл манран мӗн илтнине сире пӗлтерӗ тесе каларӑм. 16 Кӑштахран эсир мана урӑх кураймӑр, тата кӑштахран мана каллех куратӑр».
17 Вара унӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «„Кӑштахран эсир мана урӑх кураймӑр, тата кӑштахран мана каллех куратӑр“ тенипе тата „эпӗ Атте патне каятӑп“ тенипе вӑл пире мӗн каласшӑн?» 18 Вӗсем тата каланӑ: «„Кӑштахран“ тени мӗне пӗлтерет-ши? Мӗн калать вӑл? Нимӗн те ӑнланмастпӑр». 19 Хӑйӗнчен ыйтасшӑн пулнине пӗлсе Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир пӗр-пӗринчен мӗншӗн эпӗ „Кӑштахран эсир мана урӑх кураймӑр, тата кӑштахран мана каллех куратӑр“ тени ҫинчен ыйтатӑр-и? 20 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: сирӗн йӗмелле, уласа макӑрмалла пулӗ, тӗнче вара савӑнӗ. Сирӗн хуйхӑрмалла пулӗ, анчах сирӗн хуйхӑ савӑнӑҫпа ылмашӑнӗ. 21 Хӗрарӑмӑн ача ҫуратма вӑхӑт ҫитсен, вӑл ыратнипе асапланать. Анчах ачине ҫуратсан, вӑл хӑй асапланнине астумасть те, мӗншӗн тесен ҫын ҫуралнӑшӑн савӑнать. 22 Эсир те халӗ хуйхӑратӑр, анчах эпӗ сире каллех курӑп та, сирӗн чӗресем савӑнӗҫ, вара сирӗн савӑнӑҫа сирӗнтен никам та туртса илеймӗ. 23 Ҫав кун эсир манран нимӗн пирки те ыйтмӑр. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: ман ятпа Аттерен кирек мӗн ыйтсан та, вӑл парӗ сире. 24 Халиччен эсир манӑн ятпа нимӗн те ыйтман. Ыйтӑр — илетӗр, вара сирӗн савӑнӑҫ тулли пулӗ.
25 Эпӗ сире ҫакӑн ҫинчен тӗслӗхсем илсе парса калатӑп. Вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ, ун чухне эпӗ сирӗнпе тӗслӗхсемпе калаҫмӑп, Атте ҫинчен тӳррӗн каласа парӑп. 26 Ҫав кун эсир Аттерен манӑн ятпа ыйтӑр. Ҫапла каланипе эпӗ сирӗншӗн Аттерен ыйтӑп тесе каламастӑп. 27 Мӗншӗн тесен эсир мана юратнӑран тата эпӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненнӗрен Атте хӑй те сире юратать. 28 Эпӗ тӗнчене Атте патӗнчен килтӗм. Халӗ эпӗ тӗнчене хӑварса Атте патне каятӑп».
29 Унӑн вӗренекенӗсем каланӑ: «Халӗ эсӗ тӳррӗн калатӑн, тӗслӗхсем илсе памастӑн. 30 Эпир ӗнтӗ куратпӑр: эсӗ веҫех пӗлсе тӑратӑн, кам та пулин хӑвна ыйту паричченех эсӗ вӑл мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗлетӗн. Ҫавӑнпа эпир эсӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненетпӗр». 31 Иисус вӗсене каланӑ: «Халӗ эсир чӑнах та ӗненетӗр-и? 32 Акӑ вӑхӑт ҫитет, ҫитрӗ те ӗнтӗ: эсир пурте хӑвӑр килсене тарса пӗтетӗр те мана пӗччен хӑваратӑр. Анчах эпӗ пӗччен мар, манпа пӗрле Атте. 33 Эпӗ ҫакна мана пула сирӗн канӑҫлӑх* пултӑр тесе каларӑм. Тӗнчере сирӗн хуйхӑ курмалла пулӗ, анчах хӑюллӑ пулӑр! Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».