Иуда
1 Иисус Христос чури, Иаковӑн шӑллӗ Иуда — чӗнсе илнисем патне, Атте Турӑ юратакан тата Иисус Христос валли упранакан ҫынсем патне.
2 Турӑ сире тата хытӑрах хӗрхентӗр, юраттӑр, тата ытларах мир* патӑр.
3 Юратнӑ тӑвансем, эпӗ сирӗн пата пире пурне те тивекен ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен питӗ ҫырса ярасшӑнччӗ, анчах та сӑваплисене пӗрре тата яланлӑхах панӑ ӗненӳшӗн пӗтӗм вӑйран кӗрешмелли ҫинчен ӳкӗтлесе ҫырас терӗм. 4 Мӗншӗн тесен сирӗн хушша Турра хисеплемен ҫынсем йӑпшӑнса кӗнӗ. Вӗсем пирки Ҫырура тахҫанах приговор йышӑннӑ. Ҫав ҫынсем Туррӑн ырӑлӑхӗ виҫесӗр тесе хӑйсем намӑссӑрла хӑтланнине* тӳрре кӑлараҫҫӗ тата пирӗн пӗртен-пӗр хуҫаран, Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран, тунаҫҫӗ.
5 Эсир ҫакна лайӑх пӗлетӗр пулин те, манӑн сире аса илтерес килет: Иегова* хӑйӗн халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса ҫӑлса хӑварнӑ, анчах кайран ӗненменнисене пӗтернӗ. 6 Вӑл хӑйсен малтанхи вырӑнне упраса хӑварман, хӑйсен пурӑнмалли вырӑнне пӑрахса кайнӑ ангелсене те аслӑ кунра суд тумашкӑн ӗмӗрлӗхе сӑнчӑрласа хурса сӗм-тӗттӗмре усрать. 7 Шӑп ҫавӑн пекех Содомпа Гомо́рра тата вӗсен таврашӗнчи хуласем аскӑнлӑх* ӑшне путнӑ тата ҫылӑхлӑ кӗлеткен ирсӗр* туртӑмӗсем хыҫҫӑн кайнӑ. Вӗсене суд туса вут-ҫулӑмпа ӗмӗрлӗхех пӗтернӗ, ҫапла вӗсем пирӗншӗн асӑрхаттаракан тӗслӗх пулса тӑнӑ.
8 Ҫакна пӑхмасӑрах ҫав ҫынсем япӑххи ҫинчен ӗмӗтленеҫҫӗ, кӗлеткене ирсӗрлетеҫҫӗ, влаҫа ним вырӑнне те хумаҫҫӗ тата Турӑ мухтава кӑларнисем ҫинчен хурласа калаҫаҫҫӗ. 9 Михаил архангел та, Моисей кӗлетки пирки Шуйттанпа* тавлашнӑ чухне унпа килӗшмен пулин те, ӑна хурласа айӑплама хӑйман, вӑл: «Иегова* суд тутӑр сана», — тенӗ ҫеҫ. 10 Кусем вара хӑйсем ӑнланман япаласем ҫинчен хурласа калаҫаҫҫӗ. Вӗсем ӑссӑр чӗрчунсем пек инстинкт тӑрӑх мӗн ӑнланаҫҫӗ, ҫавна тӑваҫҫӗ, ҫапла вӗсем хӑйсене хӑйсем ирсӗрлетеҫҫӗ.
11 Хуйхӑ пулӗ вӗсене! Мӗншӗн тесен вӗсем Ка́ин ҫулӗпе кайрӗҫ, пуясшӑн ҫунса Валаа́мӑн йӑнӑш ҫулӗ ҫине тӑчӗҫ, Коре́й пек чӑрсӑррӑн калаҫнипе пӗтрӗҫ. 12 Вӗсем шыв айӗнчи чулсем пек — сирӗн ӗҫкӗ-ҫикӗсенче* сирӗнпе пӗрле апатланнӑ чухне хӑрушлӑх кӳреҫҫӗ. Вӗсем — намӑс-симӗсе пӗлмесӗр хӑйсен хырӑмӗшӗн тӑрӑшакан кӗтӳҫсем; ҫил хӑваласа ҫӳрекен шывсӑр пӗлӗтсем; кӗркунне ҫимӗҫ паман, тӗппипех хӑрса ларнӑ* тата тымарӗпех кӑкласа пӑрахнӑ йывӑҫсем; 13 хӑйсен намӑссӑрлӑхӗпе кӑпӑкланакан хаяр тинӗс хумӗсем; ҫулӗнчен ҫӗтсе кайнӑ ҫӑлтӑрсем, Турӑ вӗсене ӗмӗрлӗхех сӗм-тӗттӗм вырӑна пӑрахӗ.
14 Адамран ҫиччӗмӗш сыпӑкри Ено́х та вӗсем ҫинчен пророкла ҫапла каланӑ: «Акӑ Иегова* хӑйӗн вун-вун пин сӑваплӑ ангелӗпе килчӗ. 15 Вӑл пурне те суд тума, хӑйне хисеплемен пур ҫылӑхлӑ ҫынна та йӗркерен тухса тунӑ мӗнпур йӗркесӗр ӗҫӗшӗн тата хӑйне хирӗҫ каланӑ мӗнпур путсӗр сӑмахӗшӗн айӑплама килчӗ».
16 Ҫак ҫынсем ӳпкелешеҫҫӗ, вӗсене пӗрмай темскер ҫитмест. Вӗсем хӑйсен кӑмӑлӗ хыҫҫӑн каяҫҫӗ, тем пек мухтанса калаҫаҫҫӗ тата хӑйсем валли усӑ илессишӗн ыттисемпе йӑпӑлтатаҫҫӗ.
17 Эсир вара, юратнӑ тӑвансем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн апостолӗсем унччен каланӑ сӑмахсене* аса илӗр. 18 Вӗсем сире ҫапла калатчӗҫ: «Юлашки вӑхӑтра хӑйсен ҫылӑхлӑ кӑмӑлӗ хыҫҫӑн каякан мӑшкӑлҫӑсем пулӗҫ». 19 Вӗсем — пухӑва пайласа яракансем, хӑйсене выльӑх пек тытакансем, вӗсенче Туррӑн сывлӑшӗ ҫук. 20 Эсир вара, юратнӑ тӑвансем, хӑвӑр тытса тӑракан чи сӑваплӑ ӗненӳре хӑвӑра ҫирӗплетӗр тата святой сывлӑшпа килӗшӳллӗн кӗлтӑвӑр. 21 Ҫакна эсир, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн хӗрхенӗвне кӗтсе тӑнӑ май, Туррӑн юратӑвне тивӗҫлӗ пулас тесе* тӑвӑр. 22 Ҫавӑн пекех кам иккӗленет, ҫавсене хӗрхенӗр, 23 вӗсене вут-ҫулӑмран туртса кӑларса ҫӑлӑр. Ыттисене те хӗрхенӗр, анчах ҫавна хӑраса тӑвӑр, вӗсен ҫылӑхлӑ ӗҫӗсемпе* вараланнӑ тумтирӗнчен те йӗрӗнсе тӑрӑр.
24 Турӑ сире ҫылӑха кӗресрен* сыхлама тата пысӑк савӑнӑҫ парса хӑйӗн мухтавлӑхӗ умне пӗр айӑпсӑр тӑратма пултарать. 25 Ӑна, пире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ҫӑлакан пӗртен-пӗр Турра, мухтав пултӑр. Унӑн аслӑлӑхӗ, хӑвачӗ тата влаҫӗ иртнӗ ӗмӗрсенчен пуҫласа ку таранчченех тата ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пултӑр. Аминь.