Лука
15 Иисуса итлеме налог пуҫтаракансем тата ҫылӑхлӑ ҫынсем пурте ун тавра пуҫтарӑннӑ. 2 Фарисейсемпе закон вӗрентӳҫисем вара ҫапла ӳпкелешсе калаҫнӑ: «Ку ҫын ҫылӑхлӑ ҫынсемпе хутшӑнать тата вӗсемпе пӗрле апат ҫиет». 3 Вара вӑл вӗсене ҫакӑн пек тӗслӗх каласа панӑ: 4 «Калӑпӑр, сирӗнтен камӑн та пулин 100 пуҫ сурӑх пур, вӗсенчен пӗри вара ҫухалать. Вӑл 99-ӑшне хирте* хӑварса, ҫухалнине мӗн тупичченех шыраса ҫӳремӗ-и? 5 Тупсассӑн вӑл савӑнӗ, ӑна хулпуҫҫийӗ ҫине хурса йӑтса килӗ. 6 Килне ҫитсен, хӑйӗн тусӗсемпе кӳршисене чӗнӗ те вӗсене калӗ: „Манпа пӗрле савӑнӑр, эпӗ ҫухалнӑ сурӑхӑма шыраса тупрӑм“. 7 Калатӑп сире: ҫавнашкалах тӳпере те — пӗр ӳкӗнекен ҫыншӑн 99 ӳкӗнме те кирлӗ мар тӳрӗ ҫыншӑн савӑннинчен ытларах савӑнӗҫ.
8 Е, калӑпӑр, пӗр хӗрарӑмӑн 10 дра́хма* пулнӑ, вӗсенчен пӗрне вӑл ҫухатнӑ. Вӑл ҫутаткӑҫ ҫутса, урайне шӑла-шӑла ӑна мӗн тупичченех шырамӗ-и? 9 Тупсассӑн вӑл тусӗсемпе кӳршисене чӗнӗ те вӗсене калӗ: „Манпа пӗрле савӑнӑр, эпӗ ҫухатнӑ драхмӑна тупрӑм“. 10 Калатӑп сире: пӗр ҫылӑхлӑ ҫын ӳкӗнсен, Туррӑн ангелӗсем те ҫавӑн евӗрлех савӑнаҫҫӗ».
11 Унтан вӑл татах каланӑ: «Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ. 12 Кӗҫӗнни ашшӗне каланӑ: „Атте, мана хама тивӗҫлӗ пурлӑха уйӑрса пар-ха“. Ашшӗ вара ывӑлӗсене хӑйӗн пурлӑхне уйӑрса панӑ. 13 Темиҫе кун иртсен, кӗҫӗн ывӑлӗ хӑйӗн пӗтӗм япалине пуҫтарнӑ та инҫетри ҫӗршыва тухса кайнӑ. Унта вӑл иртӗхсе* пурӑннӑ, хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне салатса пӗтернӗ. 14 Пӗтӗм укҫине пӗтерсен, ҫав ҫӗршывра хаяр выҫлӑх пуҫланнӑ, вара вӑл нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. 15 Вӑл ҫав вырӑнта пурӑнакан пӗр ҫын патне кайса тара кӗнӗ, лешӗ вара ӑна хӑйӗн хирне сыснисене пӑхма янӑ. 16 Вӑл сысна ҫиекен апата ҫисе тӑранасшӑн пулнӑ, анчах ӑна ҫавна та паман.
17 Хӑй ӑссӑрла хӑтланнине ӑнланса илсен вӑл шухӑшланӑ: „Манӑн атте патӗнче ӗҫлесе тӑракансем тӑраничченех ҫиеҫҫӗ, эпӗ вара кунта выҫӑ вилетӗп! 18 Атте патне каям та ӑна калам: ‚Атте, эпӗ Турӑ* умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм. 19 Хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар. Мана хӑвӑн патна тара илсем‘“. 20 Вара вӑл ашшӗ патне кайнӑ. Ашшӗ ӑна аякранах курнӑ та шелленӗ. Вӑл ывӑлне хирӗҫ чупса кайнӑ та ыталаса илсе чуптунӑ. 21 Ывӑлӗ ӑна каланӑ: „Атте, эпӗ Турӑ* умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм. Хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар“. 22 Ашшӗ вара хӑйӗн чурисене ҫапла хушнӑ: „Часрах чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна. Пӳрнине ҫӗрӗ, урине сандали тӑхӑнтартӑр. 23 Самӑрлатнӑ пӑрӑва илсе килсе пусӑр. Ӗҫсе ҫиер, савӑнар, 24 мӗншӗн тесен ман ывӑлӑм вилнӗччӗ — халӗ вара чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — халӗ вара тупӑнчӗ“. Вара пурте савӑнма пуҫланӑ.
25 Ҫав вӑхӑтра унӑн аслӑ ывӑлӗ хирте пулнӑ. Килне таврӑннӑ чухне вӑл юрӑ-кӗвӗ янранине тата ҫынсем ташланине илтнӗ. 26 Вӑл тарҫӑсенчен пӗрне чӗнсе илнӗ те мӗн пулса иртни ҫинчен ыйтса пӗлнӗ. 27 Лешӗ ӑна каланӑ: „Санӑн шӑллу таврӑнчӗ. Вӑл сывӑ таврӑннӑшӑн савӑннипе аҫу самӑрлатнӑ пӑрӑва пустарчӗ“. 28 Аслӑ ывӑлӗ ҫилленнӗ те килне те кӗресшӗн пулман, вара ашшӗ тухса ӑна кӗме ӳкӗтленӗ. 29 Вӑл ашшӗне каланӑ: „Миҫе ҫул эпӗ саншӑн чура пек ӗҫлесе пурӑнтӑм, эсӗ мӗн хушнине яланах туса тӑтӑм. Анчах хамӑн туссемпе савӑнма эсӗ мана пӗр качака путекки те пустарса памарӑн. 30 Ҫак санӑн ывӑлу, аскӑн хӗрарӑмсемпе* ҫыхланса санӑн пурлӑхна пӗтернӗскер, таврӑнсанах эсӗ уншӑн самӑрлатнӑ пӑрӑва пустартӑн“. 31 Ашшӗ ӑна каланӑ: „Ывӑлӑм, эсӗ яланах манпа пӗрле, манӑн мӗн пурри пӗтӗмпех санӑн. 32 Мӗншӗн-ха пирӗн савӑнас-хӗпӗртес мар? Санӑн шӑллу вилнӗччӗ — халӗ вара чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — халӗ вара тупӑнчӗ!“»