Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • 2 Фессалоника 1
  • Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

2 Фессалоника. Кӗскен каласа пани

      • Салам сӑмахӗсем (1, 2)

      • Фессалоникӑри христиансен ӗненӗвӗ ӳссех пырать (3—5)

      • Ырӑ хыпара итлеменнисене Иисус наказани парса тавӑрӗ (6—10)

      • Пухушӑн кӗлтуни (11, 12)

2 Фессалоника 1:1

Сноскӑсем

  • *

    Ӑна тата Си́ла тесе чӗннӗ.

2 Фессалоника 1:2

Сноскӑсем

  • *

    Е «канӑҫлӑх».

2 Фессалоника 1:7

Сноскӑсем

  • *

    Е «хӑйӗн вӑйне кӑтартнӑ чухне».

2 Фессалоника 1:8

Сноскӑсем

  • *

    Е «пӑхӑнманнисене».

  • Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
  • 1
  • 2
  • 3
  • 4
  • 5
  • 6
  • 7
  • 8
  • 9
  • 10
  • 11
  • 12
Христианла Грек Ҫырӑвӗсем. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
2 Фессалоника 1:1–12

2 Фессалоника

1 Павел, Силуа́н* тата Тимофей — пирӗн Атте Турӑпа тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫапа пӗрлӗхре тӑракан Фессалоникӑри пухӑва.

2 Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.

3 Тӑвансем, пирӗн яланах сирӗншӗн Турра тав тумалла. Ҫапла туни тӗрӗс, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӳ ӳссех пырать тата эсир пӗр-пӗрне хытӑрах та хытӑрах юрататӑр. 4 Ҫавӑнпа та эпир Туррӑн пухӑвӗсем умӗнче сирӗнпе мухтанатпӑр: хӑвӑра хӗсӗрленӗ чухне тата йывӑрлӑхсене тӳснӗ чухне эсир мӗнле чӑтӑмлӑ пулнипе, мӗнле ӗненнипе мухтанатпӑр. 5 Ҫакӑ Турӑ тӳрӗ суд тунине ҫирӗплетсе парать, тата ҫакна пула эсир Турӑ Патшалӑхне кӗме тивӗҫлӗ пулатӑр, уншӑн эсир асапланатӑр та.

6 Турӑ, хӑй тӳрӗ пулнӑран, сире хӗн-асап кӑтартакансене хӗн-асаппа тавӑрӗ. 7 Сире вара, асапланакансене, вӑл пирӗнпе пӗрле хӑтарӗ. Ҫакӑ Иисус Ҫӳлхуҫа тӳперен курӑннӑ чухне* пулӗ. Вӑл хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе 8 ялкӑшакан вут-ҫулӑмра килӗ те Турра пӗлменнисене тата пирӗн Иисус Ҫӳлхуҫа ҫинчен калакан ырӑ хыпара итлеменнисене* наказани парса тавӑрӗ. 9 Вӗсене суд туса яланлӑхах тӗп тӑвӗҫ. Вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнчен ҫухалӗҫ те унӑн мухтавлӑ вӑйне урӑх курмӗҫ. 10 Вӑл хӑйӗн сӑваплисемпе мухтава тухма килсен, ӑна ӗненнисем пурте ун ҫине хӗпӗртесе-тӗлӗнсе пӑхӗҫ. Вӗсем хушшинче эсир те пулатӑр, мӗншӗн тесен эпир каласа панине эсир ӗнентӗр.

11 Ҫавӑнпа та эпир яланах сирӗншӗн кӗлтӑватпӑр. Эпир ҫакӑн ҫинчен ыйтатпӑр: пирӗн Турӑ хӑвӑра мӗн валли чӗнсе илнӗ, ҫавна илме сире тивӗҫлӗ тесе шутлатӑр, вӑл мӗнпур ыррине — хӑйӗн кӑмӑлне каяканнине — хӑйӗн вӑйӗпе туса ҫитертӗр тата эсир ӗненнӗрен тӑвакан ӗҫсенче сире ӑнӑҫлӑ пулма пулӑштӑр. 12 Ҫапла майпа пирӗн Иисус Ҫӳлхуҫан ячӗ сирӗн урлӑ мухтава тухать, эсир те унпа пӗрлӗхре пулса пирӗн Аттен тата пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхне пула мухтава тухатӑр.

Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
Тухӑр
Кӗрӗр
  • чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр