Марк
13 Иисус храмран тухнӑ чухне вӗренекенӗсенчен пӗри ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, пӑх-ха, чулӗсем еплерех, ҫурчӗсем еплерех!» 2 Иисус вара ӑна каланӑ: «Эсӗ ҫак пысӑк ҫуртсене куратӑн-и? Ҫакӑнта чул ҫинче чул та юлмӗ, йӑлтах аркатӗҫ».
3 Вӑл Олива тӑвӗ ҫинче храм курӑнакан вырӑнта пӗччен ларнӑ чухне Пётр, Иаков, Иоанн тата Андрей ун патне пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: 4 «Кала-ха пире, ҫакӑ хӑҫан пулӗ? Ҫакӑ пурте пӗтесси патне ҫитнине мӗнле паллӑ кӑтартӗ?» 5 Вара Иисус вӗсене каласа пама пуҫланӑ: «Асӑрханӑр, сире никам та ан улталатӑр. 6 Нумайӑшӗ ман ятпа килсе: „Ку эпӗ“, — тесе чылайӑшне улталӗ. 7 Эсир тӗрлӗ вырӑнта вӑрҫӑсем пыни ҫинчен илтсен, хӑраса ан ӳкӗр. Ҫаксем пурте пулмалла, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха.
8 Халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ. Тӗрлӗ вырӑнта ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑх та пулӗ. Ку асапсен* пуҫламӑшӗ кӑна.
9 Эсир вара сыхӑ пулӑр. Маншӑн сире суда тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ тата пуҫлӑхсемпе патшасем умне тӑратӗҫ. Ҫакӑ сире хӑвӑр мӗне ӗненни ҫинчен вӗсене пӗлтерме май парӗ. 10 Тата пӗтес вӑхӑт ҫитиччен* пур халӑха та ырӑ хыпар пӗлтерсе тухӗҫ. 11 Сире влаҫра ларакан ҫынсен аллине пама тытса кайнӑ чухне мӗн каламалла-ши тесе малтанах ан пӑшӑрханӑр. Ҫав вӑхӑтра сире святой сывлӑш мӗн пӗлтерӗ, ҫавна калӑр, мӗншӗн тесен эсир мар, святой сывлӑш каласа тӑрӗ. 12 Пӗртӑванӗ пӗртӑванне, ашшӗ ачине вӗлерме тытса парӗ. Ачисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ тӑрӗҫ, вӗсене вӗлерттерӗҫ. 13 Ман ятшӑн сире пурте курайми пулӗҫ. Анчах вӗҫне ҫитичченех чӑтаканӗ ҫӑлӑнӗ.
14 Эсир вара аркатса пӗтерекен ирсӗрлӗх хӑйӗн ӑҫта пулмалла мар, ҫав вырӑнта тӑнине курсан (вулакан* ӑнланса илтӗр), сирӗнтен кам Иудейӑра, ҫавсем тусем ҫине тарччӑр. 15 Кам пӳрт тӑрринче, ҫавӑ аяла анса мӗн те пулин илме пӳртне ан кӗтӗр. 16 Кам хирте, ҫавӑ хӑйӗн ҫиелти тумтирне илме каялла ан таврӑнтӑр. 17 Йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене тата ача ӗмӗртекенсене ҫав кунсенче мӗн тери йывӑр пулӗ! 18 Ҫакӑ хӗлле ан пултӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. 19 Мӗншӗн тесен ҫав кунсенче Турӑ тӗнчене тунӑранпа халиччен те пулман хӗн-асап пулӗ, ҫавӑн пекки урӑх пулас та ҫук. 20 Иегова* ҫав кунсен шутне чакарман пулсан, никам та ҫӑлӑнса юлайман пулӗччӗ. Анчах та хӑй суйласа илнисемшӗн вӑл ҫав кунсен шутне чакарать.
21 Ҫавӑн чухне кам та пулин сире „Христос акӑ кунта!“ тесен е „Вӑл авӑ унта!“ тесен, ан ӗненӗр. 22 Мӗншӗн тесен суя христоссем тата суя пророксем килӗҫ. Суйласа илнисене улталама хӑтланса вӗсем паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартӗҫ. 23 Ҫавӑнпа эсир сыхӑ пулӑр. Эпӗ сире ҫаксене пурне те маларах каласа хутӑм.
24 Ҫав кунсенче, ҫав хӗн-асап хыҫҫӑн, хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх ҫутатма пӑрахӗ, 25 тӳперен ҫӑлтӑрсем ӳкӗҫ, тӳпери хӑватсем кисренӗҫ. 26 Ҫавӑн чухне пӗлӗтсем ӑшӗнче аслӑ хӑватпа тата мухтавпа пыракан Этем Ывӑлне курӗҫ. 27 Вӑл хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те хӑйӗн суйласа илнисене тӗнченӗн тӑватӑ енчен, ҫӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпе хӗррине ҫитичченех, пуҫтарӗ.
28 Тӗслӗхшӗн инжир йывӑҫне илер. Унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑларма пуҫласан, эсир ҫу ҫывхарнине пӗлетӗр. 29 Ҫавнашкалах эсир ҫаксем пулса иртнине курсан, пӗлсех тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ ҫывӑхра, алӑк умӗнчех. 30 Чӑн калатӑп сире: ҫаксем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ. 31 Тӳпепе ҫӗр те пӗтӗ, анчах манӑн сӑмахсем пӗтмӗҫ.
32 Ҫавӑ хӑш кун е хӑш сехетре пуласса никам та пӗлмест: тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, Ывӑлӗ те пӗлмест. Ҫакна Ашшӗ кӑна пӗлет. 33 Астӑвӑр, сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесен палӑртса хунӑ вӑхӑт хӑҫан ҫитессине пӗлместӗр. 34 Ҫакна пӗр ҫын урӑх ҫӗршыва кайнипе танлаштарма пулать. Каяс умӗн вӑл хӑйӗн кил-ҫуртне чурисене пӑхма хушнӑ, кашнине ӗҫ парса хӑварнӑ, хапха хуралҫине вара сыхӑ тӑма хушнӑ. 35 Ҫапла вара сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесен кил хуҫи хӑҫан килессине — те каҫпа, те ҫӗр варринче, те тул ҫутӑличчен*, те ирхине ирех килессине — эсир пӗлместӗр. 36 Эсир сыхӑ тӑмасан, вӑл сасартӑк килет те эсир ҫывӑрнине курать. 37 Сире каланине эпӗ пурне те калатӑп: сыхӑ тӑрӑр».