Тит
3 Эсӗ вӗсене астутарсах тӑр: вӗсем патшалӑхсене, влаҫсене итлесе-пӑхӑнса тӑччӑр, кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та хатӗр пулччӑр, 2 никам пирки те хурласа ан калаҫчӑр, харкашса ан ҫӳреччӗр, хӑйсенни ҫинче ҫеҫ ан тӑччӑр*, пур ҫынпа та яланах йӑваш пулччӑр. 3 Мӗншӗн тесен эпир хамӑр та тахҫан ӑссӑрччӗ, итлеместӗмӗрччӗ, тӗрӗс мар ҫулпа пыраттӑмӑрччӗ, тӗрлӗ кӑмӑл-туртӑма тата киленсе пурӑнас шухӑша чурасем пек пӑхӑнса пурӑнаттӑмӑрччӗ, усал тӑваттӑмӑрччӗ, ӑмсанаттӑмӑрччӗ, йӗрӗнмелле ҫынсемччӗ, пӗр-пӗрне кураймастӑмӑрччӗ.
4 Анчах та хамӑра Ҫӑлакан Турӑ хӑйӗн ырӑлӑхне тата ҫынсене юратнине кӑтартсассӑн, 5 вӑл (хамӑр тунӑ тӳрӗ ӗҫсене кура мар, хӑй хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран) пире ҫӑлнӑ. Ҫавна вӑл акӑ мӗнле тунӑ: вӑл пире ҫуса тасатса чӗртнӗ тата святой сывлӑшпа ҫӗнетнӗ. 6 Вӑл хӑйӗн сывлӑшне хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос урлӑ туллин* панӑ. 7 Ҫапла вара, унӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула пирӗн пирки тӳрӗ ҫынсем тенӗ хыҫҫӑн, эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка илекен еткерҫӗсем пулса тӑма пултартӑмӑр.
8 Ҫак сӑмахсем шанӑҫа тивӗҫлӗ. Турра ӗненекенсем яланах ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшчӑр тесе эпӗ сана вӗсене ҫакӑн ҫинчен каласа тӑма ыйтатӑп. Ҫакӑ пурте лайӑх тата усӑллӑ.
9 Ӑссӑрла тавлашусенчен, йӑх-кӑк пирки тупӑшассинчен, закон* пирки хирӗҫессинчен пӑрӑн, мӗншӗн тесен ҫакӑ усӑсӑр, нимӗн те памасть. 10 Суя вӗрентӳсене саракана* пӗрре ӑса кӗрт*, тепре ӑса кӗрт, вӑл итлемест пулсан вара — унран пӑрӑн. 11 Ҫакӑн пек ҫын тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса кайнӑ, ҫылӑха кӗрсе вӑл хӑйне хӑех айӑпа хӑварнӑ.
12 Эпӗ сан патна Артемаса е Тихика ярсассӑн, ман пата часрах Никополе пыма тӑрӑш, эпӗ унта хӗл каҫма шутларӑм. 13 Зенаса, закона* лайӑх пӗлекенскере, тата Аполлоса ҫула пуҫтарӑнма пулӑш, вӗсен мӗн кирли веҫех пултӑр. 14 Пирӗн тӑвансем те ырӑ ӗҫ тума, камсене пулӑшу питӗ кирлӗ, ҫавсене пулӑшма вӗренччӗр, ҫапла вӗсем усӑллӑ ӗҫ тума пултарӗҫ.
15 Кам манпа пӗрле, ҫавсем пурте сана салам яраҫҫӗ. Хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тата пире юратакан тӑвансене манран салам кала.
Сирӗнпе пуринпе те Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ пултӑр.