1-МӖШ ПАЙӖ
Пултарнинчен пуҫласа пӗтӗм ҫӗре шыв иличчен
Ҫӗрпе пӗлӗт ӑҫтан пулса кайнӑ? Ҫавӑн пекех хӗвел, уйӑх, ҫӑлтӑрсем тата ҫӗр ҫинчи нумай япаласем? Библире чӑннине каланӑ: вӗсене Турӑ пултарнӑ. Ҫавӑнпа та пирӗн кӗнеке Турӑ пултарни ҫинчен калакан Библи калавӗсемпе пуҫланать.
Турӑ чи малтан ангелсене пултарни ҫинчен эпир пӗлӗпӗр. Анчах ҫӗре пире валли пултарнӑ — ҫынсем валли. Ҫавӑнпа та Турӑ арҫынпа хӗрарӑма, Адампа́ Евӑна́, тунӑ та вӗсене илемлӗ сада вырнаҫтарнӑ. Анчах Адампа́ Е́ва Турра итлемен, ҫавӑнпа малалла пурӑнмалли ирӗке ҫухатнӑ.
Адама́ пултарнинчен пуҫласа пӗтӗм ҫӗре шыв иличчен 1656 ҫул иртнӗ. Ҫав вӑхӑт хушшинче тӗнчере нумай усал тӑвакансем пурӑннӑ. Пӗлӗтре куҫа курӑнманнисем — Сатанапа́ унӑн усал ангелӗсем. Ҫӗр ҫинче — Ка́ин тата нумай ытти япӑх ҫынсем, вӗсем хушшинче ҫав тери вӑйлӑ ҫынсем пулнӑ. Анчах ҫӗр ҫинче ырӑ ҫынсем те пурӑннӑ — А́вель, Ено́х тата Ной. ПӖРРЕМӖШ пайӗнче эпир ҫак лару-тӑру ҫинчен тата ҫак ҫынсем ҫинчен вулӑпӑр.