Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 28 сыпӑк, 147—151 с.
  • Кама итлемеллине мӗнле пӗлмелле?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Кама итлемеллине мӗнле пӗлмелле?
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Эсир пӑхӑнма хатӗр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Итлени сана хӳтӗлет
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 28 сыпӑк, 147—151 с.

28-МӖШ СЫПӐК

Кама итлемеллине мӗнле пӗлмелле?

ХӐШ-ПӖР чухне кама итлемеллине пӗлме йывӑр. Аттепе анне сана пӗр тӗрлӗ калама пултараҫҫӗ. Шкулти вӗрентекен е полицейски вара пачах урӑхла тумалла теме пултарать. Ҫакӑн пек чухне мӗн тумалла-ши? ~

Ҫак кӗнекен 7-мӗш сыпӑкӗнче Эфес 6:1—3 илсе панӑччӗ. Унта ачасен ашшӗ-амӑшне итлемелле тенӗ. Библире каланӑ: «Хӑвӑр аҫӑр-аннӗре Ҫӳлхуҫашӑн пӑхӑнса тӑрӑр». Эсӗ пӗлетӗн-и, атте-аннене «Ҫӳлхуҫашӑн» пӑхӑнса тӑмалла тенине мӗнле ӑнланмалла? ~ Ҫакӑ вӑл атте-анне Туррӑн саккунӗсене вӗрентнӗ чухне вӗсем каланисене пурнӑҫламаллине пӗлтерет.

Анчах та аслисем хушшинче Иеговӑна ӗненменнисем те пур. Хӑш-пӗрисем тӗрӗслев ӗҫӗсем вӑхӑтӗнче шпаргалкӑсемпе усӑ курнинче е тӳлемесӗрех лавккаран япаласем илсе тухнинче ним япӑххи те ҫук тесе шутлаҫҫӗ. Ачан вара улталама е вӑрлама юрать-и-ха? ~

Аса ил-ха, Навуходоносор пӗррехинче пурне те хӑй туса лартнӑ ылтӑн кӗлеткене ӳксе пуҫҫапма хушнӑ. Апла пулин те Седрах, Мисах тата Авденаго патша хушнине тума килӗшмен. Пӗлетӗн-и, мӗншӗн? ~ Мӗншӗн тесен Библире ҫынсен Иеговӑна кӑна пуҫҫапмалла тенӗ (Тухни 20:3; Матфей 4:10).

Иисус вилнӗ хыҫҫӑн апостолсене Синедриона — иудейсен аслӑ судне — илсе пынӑ. Каиафа аслӑ священник каланӑ: «Эпир сире ҫак ят ҫинчен вӗрентме хытарсах чармарӑмӑр-и? акӑ ӗнтӗ эсир хӑвӑр вӗрентӗве пӗтӗм Иерусалима сартӑр». Мӗншӗн апостолсем Синедрион хушнине итлемен? ~ Пётр Каиафӑна пур апостол ячӗпе хуравланӑ: «Этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла» (Апостолсен ӗҫӗсем 5:27—29).

Вӑл вӑхӑтра Иудӑри тӗн ертӳҫисем влаҫпа усӑ курса тем тума та пултарнӑ. Апла пулин те вӗсен Рим патшалӑхне пӑхӑнса тӑма тивнӗ. Ҫав патшалӑхӑн патшине кесарь тесе чӗннӗ. Иудейсем кесаре хӑйсен ҫӗршывӗпе хуҫалантарасшӑн пулман пулин те, Рим патшалӑхӗ Иуда халӑхӗшӗн нумай лайӑххине тунӑ. Паян та правительствӑсем хӑйсен ҫӗршывӗн ҫыннисемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ тата вӗсем валли усӑллине нумай тӑваҫҫӗ. Эсӗ вӗсем мӗн-мӗн тунине пӗлетӗн-и? ~

Патшалӑх ҫулсем тӑвать тата полицейскисемпе пожарнӑйсене ӗҫӗшӗн тӳлеме укҫа уйӑрать, ҫапла майпа вӑл пире хӑрушсӑрлӑхра пурӑнтарасшӑн. Ҫавӑн пекех ачасене пӗлӳ парас, ваттисене пӑхас тата сиплес тӗлӗшрен тӑрӑшать. Паллах, ҫакна тума чылай укҫа кирлӗ. Пӗлетӗн-и, патшалӑх ҫавӑн чухлӗ укҫа-тенкӗ ӑҫтан илет? ~ Вӑл ӑна хӑй ҫӗршывӗнчи ҫынсенчен илет. Ҫынсем патшалӑха тӳлекен укҫана налук теҫҫӗ.

Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра иудейсенчен чылайӑшӗ Рим патшалӑхне налук тӳлесшӗн пулман. Ҫавӑнпа пӗррехинче священниксем Иисус патне хӑйсен ҫыннисене усал шухӑшпа ыйту пама янӑ. Ҫав ҫынсем ыйтнӑ: «Пирӗн кесаре куланай парас-и, парас мар-и?» Ку ҫӑмӑл ыйту пулман. Иисус «ҫапла, пурин те налук тӳлемелле» тенӗ пулсан, ҫакӑ иудейсенчен нумайӑшне килӗшмен пулӗччӗ. Анчах та тепӗр енчен, Иисус «налуксем тӳлемелле мар» теме пултарайман, мӗншӗн тесен ҫакӑ тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ.

Иисус мӗн тунӑ-ха? Вӑл каланӑ: «Динари кӑтартӑр-ха мана». Ун патне динари илсе пырсан вӑл ҫав ҫынсенчен ыйтнӑ: «Ун ҫинче кам сӑнӗ, кунта кам ятне ҫырнӑ?» Ӑна хуравланӑ: «Кесарӗн». Вара Иисус каланӑ: «Апла пулсан кесарӗнне — кесаре, Туррӑнне Турра парӑр» (Лука 20:19—26).

Ҫакӑн пек хуравланине хирӗҫ ним те калаймӑн. Кесарь халӑхшӑн тӑрӑшать пулсан, ӑна ҫакӑншӑн укҫа пани тӗрӗс тата укҫине те вӑл хӑй кӑларать вӗт. Ҫапла Иисус патшалӑха вӑл тӑвакан ӗҫсемшӗн налуксем тӳлемеллине кӑтартнӑ.

Эсӗ вара, тен, налуксем тӳлеме хальлӗхе пӗчӗк-ха. Апла пулин те санӑн патшалӑх умӗнче яваплӑх пур. Пӗлетӗн-и, мӗнле яваплӑх? ~ Патшалӑх саккунӗсене тытса тӑмалла. Библире «аслӑ пуҫлӑхсене пӑхӑнса пурӑнӑр» тенӗ. «Аслӑ пуҫлӑхсем» вӗсем — патшалӑхри влаҫра ларакан ҫынсем. Ҫапла вара, Турӑ пире патшалӑх кӑларакан саккунсене тытса тӑма хушать (Рим 13:1, 2).

Тӗслӗхрен, урамра ан ҫӳпӗлӗр тата хут таткисем ан пӑрахӑр текен саккун пур. Санӑн ҫак саккуна тытса тӑмалла-и? ~ Паллах, ҫакна санран Турӑ кӗтет. Санӑн вара полицейские итлемелле-и? ~ Полицейскисем йӗрке тытса тӑма тата ҫынсене хӳтӗлеме пултарччӑр тесе патшалӑх вӗсене ӗҫ укҫи тӳлет. Вӗсене итлени патшалӑха пӑхӑннипе пӗрех.

Шухӑшласа пӑх: эсӗ урам урлӑ каҫма тӑтӑн, анчах сана ҫав вӑхӑтра полицейски: «Тӑхта!» — тесе калать. Эсӗ мӗн тӑвӑн? ~ Асӑрхаттарнине пӑхмасӑр ыттисем ҫул урлӑ чупса каҫаҫҫӗ пулсан, эсӗ вӗсем хыҫҫӑн чупса кайӑн-и? ~ Ыттисем итлемен чухне те итлемелле. Ҫапла тума пире Турӑ хушать вӗт.

Тен, юнашар урамра мӗн те пулин пулса тухнӑ та полицейски калать: «Пурте киле кайӑр! Урама ан тухӑр!» Пур ҫӗрте те кӑшкӑрашу, ҫавӑнпа санӑн унта мӗн пулса иртнине питӗ пӗлес килет. Санӑн кайса пӑхма юрать-и? ~ Ҫакӑ «аслӑ пуҫлӑхсене» пӑхӑнни пулать-и? ~

Ҫавӑн пекех патшалӑх шкулсем лартать тата вӗрентекенсене ӗҫ укҫи парать. Мӗнле шутлатӑн, Турӑ эсӗ вӗрентекенсене итлессе кӗтет-и? ~ Атя шухӑшласа пӑхар. Вӗрентекенсем пире вӗрентчӗр тесе, полицейскисем вара пире хӳтӗлеччӗр тесе патшалӑх вӗсене тӳлесе тӑрать. Ҫавӑнпа вӗрентекене тата полицейские итленипе эсӗ патшалӑха итленине кӑтартатӑн.

Анчах та вӗрентекен сана мӗнле те пулин япалана пуҫ тайса чыслама хушать пулсан? Эсӗ ун чухне мӗн тӑвӑн? ~ Виҫӗ еврей Навуходоносор патша хушнине итлемен тата кӗлеткене ӳксе пуҫҫапман. Астӑватӑн-и, мӗншӗн? ~ Мӗншӗн тесен вӗсем Турра итлесшӗн пулнӑ.

Уилл Дюрант историк малтанхи христиансем ҫинчен вӗсем чи малтан кесаре мар, Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннӑ тенӗ! Пирӗн пурнӑҫра Турӑ тӗп вырӑнта пулмаллине атя яланах асра тытар.

Эпир патшалӑх саккунӗсене тытса тӑратпӑр, мӗншӗн тесен ҫакна тӑвасса пирӗнтен Турӑ кӗтет. Анчах та пире Турра юрӑхлӑ мар ӗҫсем тума хушаҫҫӗ пулсан, мӗн тумалла? ~ Эпир апостолсем аслӑ священника каланӑ сӑмахсене калӑпӑр: «Этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла» (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29).

Библи пире саккуна хисеплеме вӗрентет. Матфей 5:41; Тит 3:1 тата 1 Петр 2:12—14 вула.

[148-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Влаҫра ларакансене пирӗн мӗншӗн итлемелле?

[149-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Пётр Каиафӑна мӗн калать?

[151-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Ҫак ҫынсем усал шухӑшпа панӑ ыйтӑва Иисус мӗнле хуравланӑ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр