Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w15 5/15 29—30 с.
  • Вулакансен ыйтӑвӗсем

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Вулакансен ыйтӑвӗсем
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Ҫавнашкал материал
  • Магог ҫӗрӗнчи Гог кӗҫех тӗп пулӗ
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
w15 5/15 29—30 с.

ВУЛАКАНСЕН ЫЙТӐВӖСЕМ

Иезекииль кӗнекинче каланӑ Магогри Гог кам вӑл?

Унччен пирӗн публикацисенче Магогри Гог вӑл Сатана Шуйттана пӗлӗтрен хӑваласа янӑ хыҫҫӑн панӑ ят тесе ӑнлантарнӑ пулнӑ. Ӳлӗмхине кӗнекере Туррӑн халӑхӗ ҫине пур ҫӗрте те тапӑннине Сатана Шуйттан ертсе пырать тесе каланӑран ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ (Ӳлӗм. 12:1—17). Ҫавӑнпа та Гог вӑл Сатанана панӑ тепӗр пророкла ят тесе шутланӑ.

Анчах та ҫакӑн пек ӑнлантарни хӑш-пӗр ыйтусем кӑларса тӑратать. Гога тӗп тӑвас вӑхӑт пирки Иегова мӗн калани ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: «Сана тӗрлӗ ҫӑткӑн кайӑксене, хирти тискер кайӑксене ҫиме парӑп» (Иез. 39:4). Унтан Иегова калать: «Ҫавӑ кун акӑ мӗн пулӗ: Гога масар шӑтӑкӗ валли Израильре вырӑн... парӑп... Гогпа унӑн пӗтӗм эшкерне ҫавӑнта пытарӗҫ» (Иез. 39:11). Анчах та Сатана, куҫа курӑнман усал сывлӑш, «ҫӑткӑн кайӑксен, хирти тискер кайӑксен» апачӗ пулма пултарать-и? Сатанана ҫӗр ҫинчи «масар шӑтӑкне» пытарма пулать-и? Библире Сатанана тӗпсӗр вырӑна 1 000 ҫуллӑха хупса хурӗҫ тесе тӳррӗн каланӑ. Ӑна ҫисе ямӗҫ е пытармӗҫ (Ӳлӗм. 20:1, 2).

Библире каланӑ тӑрӑх, 1 000 ҫул иртсен Сатанана тӗпсӗр вырӑнтан ирӗке кӑларӗҫ, «вӑл вара ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче пурӑнакан халӑхсене — Гога тата Магога — улталаса илӗртме, вӗсене вӑрҫа пуҫтармашкӑн тухӗ» (Ӳлӗм. 20:7). Сатана хӑй Гог пулсан, мӗнле-ха вӑл Гога улталаса илӗртме пултарӗ? Эппин, Иезекиилӗн пророкла сӑмахӗсенче те, Ӳлӗмхине кӗнекере те Гог вӑл Сатанана пӗлтермест.

Апла пулсан, кам-ха вара вӑл Магогри Гог? Ҫак ыйту ҫине хурав парас тесен Туррӑн халӑхӗ ҫине кам тапӑнасси ҫинчен Библире мӗн каланине пӗлмелле пирӗн. Сӑваплӑ Ҫырура Магогри Гог тапӑнни ҫинчен каланисӗр пуҫне, «ҫурҫӗр патши» тапӑнни тата «ҫӗр ҫинчи патшасем» тапӑнни ҫинчен те каланӑ (Иез. 38:2, 10—13; Дан. 11:40, 44, 45; Ӳлӗм. 17:14; 19:19). Ҫаксем пурте тӗрлӗ йышши тапӑнусем пулӗҫ-ши? Ҫук пуль. Библире пӗр йышши тапӑнӑвах тӗрлӗ ятсем панӑ. Мӗншӗн ҫакӑн пек калама пулать? Мӗншӗн тесен Сӑваплӑ Ҫырура Армагеддон патне илсе пыракан юлашки тапӑнӑва ҫӗр ҫинчи пур халӑх та хутшӑнӗ тенӗ (Ӳлӗм. 16:14, 16).

Хӑрушла асап вӑхӑчӗн пуҫламӑшӗнче Магогри Гог тапӑннине кӑтартакан вӑхӑт шкали

Туррӑн халӑхӗ ҫине юлашки хут тапӑнни ҫинчен калакан Библири сӑвӑ йӗркисене пурне те пӗр-пӗринпе танлаштарса пӑхсан, Магогри Гог ят Сатанана мар, халӑхсен пӗрлешӗвне пӗлтернине курма пулать. Ҫак пӗрлешӗве сӑнарлӑ «ҫурҫӗр патши» ертсе пырӗ-ши? Ҫакӑн пирки эпир тӗп-тӗрӗс калама пултараймастпӑр. Анчах та ҫак шухӑш Иегова Гога каланӑ ҫак сӑмахсемпе килӗшсе тӑрать: «Хӑвӑн вырӑнунтан, ҫурҫӗр чиккинчен, тапранӑн эсӗ, тата санпа пӗрле нумай тӗрлӗ халӑх кайӗ, пурте ут ҫинче лараҫҫӗ, сумсӑр ушкӑн, сумсӑр йышлӑ ҫар» (Иез. 38:6, 15).

Иезекиильпе пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ Даниил пророк та ҫурҫӗр патши пирки ҫавнашкал шухӑшах каланӑ: «Тухӑҫран та ҫурҫӗртен ҫитнӗ хыпарсем ӑна хӑратса пӑрахӗҫ те, вӑл, урса кайса, ҫавӑнталла ҫул тытӗ, аркатӗ, ҫӗмӗрӗ вара, нумайӑшне тӗп тӑвӗ; вӑл хӑйӗн патша чатӑрӗсене тинӗспе мухтавлӑ сӑваплӑ Ҫуртӑн тӑвӗ хушшине карса тухӗ; анчах хӑйӗн вӗҫӗ тӗлне ҫитсе тӑрӗ, ӑна никам та пулӑшмӗ» (Дан. 11:44, 45). Ҫакӑ Иезекииль кӗнекинче Гог мӗн-мӗн тӑвасси ҫинчен каланипе килӗшсе тӑрать (Иез. 38:8—12, 16).

Юлашки хут тапӑннӑ хыҫҫӑн мӗн пулӗ? Даниил пророк ҫырнӑ: «Ҫавӑн чухне вара Михаил [Иисус Христос] — аслӑ пуҫлӑх, санӑн халӑхна [1914 ҫултанпа] хӳтӗлекенӗ — [Армагеддонра] ҫӗкленӗ, мӗншӗн тесессӗн халиччен пӗр халӑх та курман-пӗлмен хӗн-асап [хӑрушла асап] вӑхӑчӗ ҫитӗ; ҫавӑн чухне санӑн халӑху — кӗнекене ҫырса хунисем пурте — ҫӑлӑнса юлӗҫ» (Дан. 12:1). Иисус тӑвакан ҫак ӗҫсем ҫинченех эпир Ӳлӗмхине 19:11—21-мӗш сӑвӑ йӗркисенче вулатпӑр.

Анчах та Ӳлӗмхине 20:7-мӗшӗнче каланӑ Гог тата Магог кам вӑл? Пин ҫул иртсен, юлашки тӗрӗслев вӑхӑтӗнче, Иеговӑна хирӗҫ кам пӑлхав ҫӗклӗ, ҫавсен курайманлӑхӗ Магогри Гогӑн — Армагеддон умӗн Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнакан халӑхсен — курайманлӑхӗ пекех пулӗ. Ҫав пӑлхавҫӑсене Армагеддонра тӗп пулнӑ халӑхсен шӑпиех кӗтсе тӑрӗ — ӗмӗрлӗх вилӗм! (Ӳлӗм. 19:20, 21; 20:8, 9.) Ҫавӑнпа та 1 000 ҫул иртсен кам пӑлхав ҫӗклӗ, ҫавсене Гог тата Магог тесе чӗнни вырӑнлӑ пек туйӑнать.

Гог тата Магог 1 000 ҫул вӗҫленсен тапӑннине кӑтартакан вӑхӑт шкали

Библие тӑрӑшса тӗпчекенсем пулнӑ май эпир ҫитес вӑхӑтра «ҫурҫӗр патши» кам пулассине питӗ курасшӑн. Халӑхсен пӗрлешӗвне кирек кам ертсе кайсан та эпир ҫак икӗ япалана шанса тӑратпӑр: 1) Магогри Гогпа унӑн пӗтӗм эшкерне ҫапса аркатса тӗп тӑвӗҫ тата 2) пирӗн Патша, Иисус Христос, Туррӑн халӑхне ҫӑлса хӑварӗ те мирлӗ ҫӗнӗ тӗнчене илсе кӗрӗ, унта нимле хӑрушлӑх та пулмӗ (Ӳлӗм. 7:14—17).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр