Эсир астӑватӑр-и?
Аяларах илсе панӑ ыйтусем ҫине хӑвӑр хуравлама пултарнипе пултарайманнине тӗрӗслесе пӑхӑр.
Туррӑн организацийӗ хушусем парсан арҫын тӑвансен, тӗслӗхрен, район надзирателӗсен тата пухури старейшинӑсен, мӗн тумалла?
Вӗсен тӳрех мӗн хушнине пурнӑҫламалла. Вӗсем хӑйсенчен ҫапла ыйтма пултараҫҫӗ: «Эпӗ ыттисене Иеговӑна шанчӑклӑ пулма хавхалантаратӑп-и? Туррӑн организацийӗ хушу парсан ӑна тӳрех пурнӑҫлатӑп-и?» (bw576, 11 стр.)
Чӑн христиансем Аслӑ Вавилон тыткӑнне хӑҫан лекнӗ?
Апостолсем вилнӗ хыҫҫӑн кӑшт каярах. Ҫав вӑхӑтра тӗнре пуҫлӑхсем пулса кая пуҫланӑ. Рим патшалӑхӗ чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ христиансене хӑйсен ӗҫне туса тӑма официаллӑ майпа ирӗк панӑ. Чиркӳ тата патшалӑхри влаҫсем пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫлесе чӑн христиансене, тулӑпа танлаштарнӑскерсене, хӗсӗрлеме тытӑннӑ. Анчах та 1914 ҫулччен вун-вун ҫул маларах святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнчен тухма пуҫланӑ (bw576, 23—25 стр.).
Лефевр д’Этаплӗн ӗҫӗ мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ?
1520 ҫулсем пуҫламӑшӗнче Лефевр ахаль ҫынсем Библие тӑван чӗлхипе вулама пултарччӑр тесе ӑна француз чӗлхи ҫине куҫарнӑ. Вӑл Библие мӗнле меслетпе усӑ курса ӑнлантарса пани Мартин Лютер, Уильям Тиндал тата Жан Кальвин ҫине витӗм кӳнӗ (bp176, 10—12 стр.).
«Ӳтӗнни ҫинчен» шухӑшланипе «сывлӑшӑнни ҫинчен» шухӑшлани хушшинче мӗнле уйрӑмлӑхсем пур? (Рим 8:6.)
«Ӳтӗнни ҫинчен» шухӑшлакан ҫыннӑн пӗтӗм шухӑшӗ те ӳтӗнни ҫинче — пӗтӗм калаҫӑвӗ те, тӗллевӗсем те ҫавӑн ҫинче кӑна тата ӑна савӑнӑҫ параканни те урӑх ним те ҫук. «Сывлӑшӑнни ҫинчен» шухӑшлакан ҫын пуринчен малтан Турӑ тата унӑн шухӑшӗсем ҫинчен пӗлме тӑрӑшать. «Ӳтӗнни ҫинчен» шухӑшлани вилӗм кӳрет, «сывлӑшӑнни ҫинчен» шухӑшлани вара чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх парать (bw577, 15—17 стр.).
Канӑҫсӑр шухӑшсене ҫӗнтерме мӗн пулӑшма пултарать?
Чи кирлине уйӑрса илме тӑрӑшӑр; хӑвӑртан ытлашшине ан кӗтӗр; кӑштах канса илмешкӗн кашни кун вӑхӑт уйӑрӑр; Иегова пултарнӑ япаласемпе киленӗр; шӳтлеме пӗлни кирли ҫинчен ан манӑр; физкультура тума вӑхӑт уйӑрӑр; тӑраниччен ҫывӑрӑр (bw577, 22—23 стр.).
«Турӑ Еноха виличченех тӳпене куҫарнӑ» тени мӗне пӗлтерет? (Евр. 11:5.)
Еноха асаплӑ вилӗмрен хӑтарас тесе Иегова хӑй унӑн пурнӑҫне татнӑ (bp178, 12—13 стр.).
Мӗншӗн йӑваш ӑслӑ пулмалла?
Йӑваш ӑслӑ ҫын хӑй ҫине тӗрӗс пӑхать, хӑй мӗн тума пултарнипе пултарайманнине тата хӑйне мӗн тума юранипе юраманнине те ӑнланать. Пирӗн хамӑрӑн ӗҫсем ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарнине ӑнланмалла тата хамӑр ҫине ытлашши шанмалла мар (bw578, 18 стр.).
Турӑ пӗрремӗш ӗмӗрте те, пирӗн вӑхӑтра та Ертсе пыракан совета ертсе пынине мӗн-мӗн ҫирӗплетсе парать?
Святой сывлӑш пулӑшнипе пӗрремӗш ӗмӗрти ертсе пыракан советри тӑвансем Сӑваплӑ Ҫырури чӑнлӑхсене ӑнланса пынӑ. Вӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫшӗн яваплӑ пулнӑ, ҫак ӗҫе тума вара ангелсем пулӑшса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех ҫав арҫын тӑвансем йышӑнусем тунӑ чухне Туррӑн Сӑмахне тимленӗ. Хальхи вӑхӑтри Ертсе пыракан совет пирки те ҫавнах калама пулать (bw579, 26—28 стр.).
Мӗнле сӑлтавсене пула тӳлесе илмелли парне калама ҫук пысӑк парне пулса тӑрать?
Ҫак тӑватӑ сӑлтава пула: ҫав парнене кам панӑ, мӗншӗн панӑ, ӑна парас тесе унӑн мӗн тӳсме тивнӗ тата ҫав парне мӗн таран кирлӗ пулнӑ. Пирӗн ҫакӑн ҫинчен тӗплӗн шухӑшламалла (bp180, 4—6 стр.).
Христианин унччен тунӑ йышӑнӑва улӑштарма пултарать-и?
Эпир мӗн те пулин тума сӑмах патӑмӑр пулсан, ҫавна пурнӑҫламаллах. Анчах та хӑш-пӗр чухне тунӑ йышӑнӑва улӑштарма тивет. Ниневи ҫыннисем ӳкӗнсен Иегова хӑйӗн йышӑнӑвне улӑштарнӑ та вӗсене тӗп туман. Ҫавӑн пекех пирӗн те, лару-тӑру улшӑнсан е ҫӗнӗ фактсене пӗлсен, хамӑрӑн йышӑнӑва улӑштарас пулать (bw580, 16—17 стр.).
Мӗншӗн элек сарса ҫӳрени хӑрушла ӗҫ?
Сӑмах сарса ҫӳрени лару-тӑрӑва йывӑрлатса яма пултарать. Эпир тӗрӗс калатпӑр-и е ҫук-и, элек сарса ҫӳренипе йывӑрлӑха нихӑҫан та татса параймӑпӑр (bw581, 21 стр.).