Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 10/1 2 с.
  • Ыйтусен рамки

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ыйтусен рамки
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2010
  • Ҫавнашкал материал
  • Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем сире мӗнле усӑ пама пултараҫҫӗ?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Турра пуҫҫапма мӗншӗн пӗрле пуҫтарӑнмалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2010
km 10/1 2 с.

Ыйтусен рамки

◼ Пуху тӗлпулӑвӗсенче вӗренме нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать? (Сакк. аст. 31:12)

Эпир пурте Иеговӑна тата вӑл йӗркелесе тӑракан пухусене чӗререн хисеплетпӗр. Ҫакӑ пире пухӑва иртерех килме тата унта вӗренме хатӗр пулма хистет. Ыттисемшӗн тӑрӑшнӑран эпир лармалли вырӑнсене сцена ҫывӑхнерех йышӑнатпӑр, хыҫалти ретсене вара пӗчӗк ачасемпе е мӗнле те пулин сӑлтавпа юлса килекенсем валли хӑваратпӑр. Камӑн сотовӑй телефон тата ытти электронлӑ хатӗрсем пур, ыттисене чӑрмантарас мар тесе пуху пуҫланичченех вӗсене сӳнтермелле е кирлӗ режима лартмалла. Пуху тӗлпулӑвӗсене чӗререн хисеплетпӗр пулсан эпир, паллах, шавламӑпӑр та, ыттисене те чӑрмантармӑпӑр (Еккл. 5:1; Флп. 2:4).

Пирӗн пухусене ҫӗннисем килме пултараҫҫӗ. Вӗсене хамӑрпа юнашар ларма, уйрӑмах вӗсене паллатпӑр пулсан, мӗншӗн сӗнес мар? Ҫавӑн пекех, пӗчӗк ачасемпе килекенсемпе, вӗсене ачисене пӑхма пулӑшу кирлӗрен, юнашар ларма пултаратпӑр. Хӑш-пӗрисене пухусене ҫемьепе пӗрле ҫӳреме ҫӑмӑлах мар. Вӗсемшӗн хыҫалти ретсенче ларни лайӑхрах пулӗ. Ҫапла вара ачапа залран тухма тивсен вӗсем ыттисене сахалрах чӑрмав кӳреҫҫӗ (Ытар. 22:6, 15). Пӗчӗк ачисемпе уйрӑм пӳлӗмре программӑна итлесе ларнӑран ашшӗ-амӑшӗсен ачисене шавлама ирӗк пама юрать тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене ӑстӑн пама е вӗсене тата мӗнпе те пулин тивӗҫтерме залран тухни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, унтан вара каялла таврӑнма пултараҫҫӗ.

Йӗрке пӑхса тӑракан арҫын-тӑвансем Иеговӑна пуҫҫапмалли тӗлпулусем тивӗҫлипе иртччӗр тесе вӑй хураҫҫӗ. Вӗсем ҫемьесене тата мӗнле те пулин сӑлтавпа кая юлса килекенсене вырнаҫса ларма пулӑшаҫҫӗ. Ыттисене ытлашши чӑрмантарас мар тесе вӗсем ҫакна майне пӗлсе тата ӑстӑнпа тӑваҫҫӗ. Кӗтмен ҫӗртен мӗн те пулин чӑрмантарма пуҫларӗ пулсан вӗсем ҫакна шухӑшласа татса параҫҫӗ. Ачасем шавлаҫҫӗ пулсан йӗрке пӑхса тӑракан арҫын-тӑвансем ырӑ кӑмӑлпа ашшӗ-амӑшӗсене пулӑшу сӗнеҫҫӗ.

Турра пуҫҫапмалли тӗлпулусенче Иегова ҫинчен тата тӳрӗлӗхпе тӑракан мирлӗ ҫӗнӗ тӗнче тума Вӑл шухӑшласа хуни ҫинчен пӗлӳ илсе тӑма нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе пирӗнтен кашни тӑрӑшма пултарать (Евр. 10:24, 25).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр