Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Аялта илсе панӑ ыйтусене Теократи ӗҫӗн шкулӗнче 2010 ҫулхи апрелӗн 26-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнинче сӳтсе явӗҫ. Шкул надзирателӗ 20 минут хушшинче 2010-мӗш ҫулти мартӑн 1-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнерен пуҫласа апрелӗн 26-мӗшӗнчен пуҫланакан эрниччен вӗреннӗ материала аса илмешкӗн тепӗр хут пӑхса тухассине ирттерӗ.
1. Мӗншӗн Иов 34:7-мӗшӗнче Иов пирки «мӑшкӑлласа калаҫни уншӑн шыв ӗҫни пек» пулнӑ тесе калама пулать? (w06 3/15 15 с., 16 абз.).
2. Иов Иеговӑна мӗнле хуравланинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Иов 42:1—6) (w06 3/1 16 с., 7 абз.).
3. Халӑхсем «кӑлӑх [е усӑсӑр] пулассине пуҫӑнаҫҫӗ» тени мӗне пӗлтерет? (Пс. 2:1, 2) (w06 5/15 17 с., 5 абз.).
4. Мӗнле никӗс-тӗрексем арканнӑ? (Пс. 10:3) (w06 5/15 18 с., 3 абз.).
5. Мӗнле майпа Иеговӑн «сӑмахӗ» пирӗн чӗрене упрама пултарать? (Пс. 17:31) (w05 9/1 30 с., 2 абз.).
6. Псалом 20:4-мӗшӗнче каланӑ «ылтӑнран тунӑ пуҫкӑшӑль» мӗне пӗлтерет? (w05 5/15 18 с., 4 абз.).
7. Мӑнаҫланакансене «тӳпеми тавӑрса парать» тени мӗне пӗлтерет? (Пс. 30:24) (w06 5/15 19 с., 15 абз.).
8. Псалом 33:19-мӗшӗнче мӗн пирки шантарса каланӑ? (w98 4/1 31 с., 3 абз.).
9. Псалом 39-мӗшӗнче лӑплантаракан мӗнле шухӑшсем пур тата вӗсем пире хамӑр ҫитменлӗхсемпе кӗрешме, ҫак тӗнчери йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Пс. 39:2, 3) (w06 5/15 20 с., 13, 14 абз.).
10. Псалом 31:1, 5 тата 50:12, 17-мӗшӗсенче Давидӑн чун-чӗререн каланӑ сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫын йывӑр ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн хӑйӗн пирки ниме юрӑхсӑр ҫын тесе шутлани мар, чун-чӗререн ӳкӗнни кирли мӗнле курӑнать? (w01 6/1 30 с., 1—3 абз.).