Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 11/1 1 с.
  • Кӑмӑла каякан ӗҫ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Кӑмӑла каякан ӗҫ
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
  • Ҫавнашкал материал
  • Эсир вӗренекенсене хатӗрлеме пултаратӑр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрлес тесе мӗн тумалла? (2-мӗш пайӗ)
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрлес тесе мӗн тумалла? (1-мӗш пайӗ)
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • «Кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
Ытларах пӗлӗр
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
km 11/1 1 с.

Кӑмӑла каякан ӗҫ

1. Ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшакан мӗнле ӗҫ хальхи вӑхӑтра пырать?

1 Кам пӗрремӗш ӗмӗрте чирлӗ ҫынсене сыватнине курнӑ, ҫавсен чӗрисем савӑнӑҫпа тулнӑ (Лука 5:24—26). Эпир хальхи вӑхӑтра ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшакан ӗҫе хутшӑнса савӑнатпӑр (Ӳлӗм. 22:1, 2, 17). Иегова Сӑмахӗ, святой сывлӑш ҫынсене хӑйсен пурнӑҫне тӗпрен улӑштарма пулӑшни ҫинчен те хавхалансах вулатпӑр! Анчах та, пирӗн Библи вӗренӗвӗсем ӑнӑҫлӑ пыраҫҫӗ пулсан, ҫак ӗҫе хутшӑнни тата нумайрах савӑнӑҫ кӳрет.

2. Кама та пулин чӑнлӑха пӗлме пулӑшни пире мӗнле савӑнӑҫ пама пултарать?

2 Турӑ мӗн ятлӑ? Вӑл хӗн-асапа мӗншӗн пулма парать? Турӑ Патшалӑхӗ этемлӗхшӗн мӗн тӑвӗ? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлама кӑна мар, чӑнлӑха пӗлсе пыракансен пичӗсем савӑнӑҫпа ҫиҫнине курма та пире кӑмӑллӑ (Ытар. 15:23; Лука 24:32). Иегова ҫинчен ытларах пӗлсе пынӑҫемӗн, вӗренекен Унӑн ячӗпе усӑ курма пуҫлать, хӑйӗн ҫи-пуҫне Турра юрӑхлӑ тӑвать, сиен кӳрекен йӑласене пӑрахать тата ыттисене ырӑ хыпара пӗлтерме пуҫлать. Юлашкинчен вӑл хӑйне Турра халалланӑ хыҫҫӑн шыва кӗчӗ пулсан, вӑл пирӗн тӑван, пӗрле ӗҫлекен пулса тӑрать. Ҫак утӑмсенчен кашниех вӑл — савӑнмалли сӑлтав (1 Фес. 2:19, 20).

3. Библи вӗренӗвӗсем пуҫлас тесен мӗнле утӑмсем тума пулать?

3 Ҫак ӗҫе хутшӑнма пултаратӑн-и? Кӑмӑла каякан ҫак ӗҫе хутшӑнас килет пулсан эсӗ Библи вӗренӗвӗ пуҫламашкӑн Иеговӑран пулӑшу ыйт та кӗлӗре мӗн ыйтнипе килӗшӳллӗн туса тӑр (1 Иоан. 5:14). Ҫынсем ӑҫта пур, ҫавӑнта тата вӗсене хӑҫан тӗл пулма пулать, ҫавӑн чухне ырӑ хыпара пӗлтер. Май килсен кашнинчех Библие вӗренме сӗн (Еккл. 11:6). Ҫын интересленнине курсан тата чӑнлӑх вӑрлӑхне акнӑ хыҫҫӑн вӗсене шӑварма таврӑн (1 Кор. 3:6—9).

4. Библи вӗренӗвӗсем сӗннӗ чухне вӑхӑта сая яма юраманнине мӗншӗн асра тытмалла?

4 Тӳрӗлӗхшӗн выҫӑхса ҫунакан ҫынсем халӗ те питӗ нумай. Вӗсемпе Библи вӗренӗвӗсем ирттерсе Турӑпа ҫывӑхланма вӗсене кам пулӑшӗ? (Матф. 5:3, 6.) Вырма вӑхӑчӗ пӗтиччен, ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе вӗҫлес тесе, пӗтӗм вӑя хурса тӑрӑшар (Ис. 6:8).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр